bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 21
Revelation 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 22 →
1
Эпӗ вара ҫӗнӗ тӳпе, ҫӗнӗ ҫӗр куртӑм: ӗлӗкхи тӳпепе ӗлӗкхи ҫӗр иртсе кайнӑ, ӗнтӗ тинӗс те ҫук.
2
Эпӗ, Иоанн, тӳперен Турӑ патӗнчен анакан ҫӗнӗ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, куртӑм. Вӑл — упӑшкишӗн илемлӗ тумланнӑ, капӑрланнӑ ҫураҫнӑ хӗр пек.
3
Унтан эпӗ тӳперен хытӑ сасӑ илтрӗм, вӑл каларӗ: акӑ Турӑ пурӑнакан вырӑн — этемсем хушшинче. Вӑл ҫакӑнта вӗсемпе пӗрле пурӑнӗ; вӗсем Унӑн халӑхӗ пулӗҫ, Вӑл вара вӗсемпе пӗрле пулӗ, вӗсен Турри пулӗ.
4
Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ, терӗ.
5
Патша пуканӗ ҫинче Лараканӗ каларӗ: акӑ пурне те ҫӗнӗ тӑватӑп, терӗ. Унтан мана каларӗ: ҫырса хур, ҫак сӑмахсем — чӑн, тӗрӗс, терӗ.
6
Мана тата каларӗ: пулса ҫитрӗ! Эпӗ — Альфа тата Омега, Пуҫламӑшӗ тата Вӗҫӗ. Ӗҫесси килнине чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗнчен ахалех ӗҫтерӗп.
7
Ҫӗнтерекен пурне те илӗ, Эпӗ унӑн Турри пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ.
8
Хӑракансемпе шанчӑксӑррисен, ирсӗррисемпе ҫынвӗлеренсен, аскӑнчӑксемпе асамҫӑсен, йӗрӗхсене пуҫҫапакансемпе пур суеҫӗсен шӑпи вутпа кӳкӗрт ҫунакан кӳлӗ пулӗ: ку — иккӗмӗш вилӗм, терӗ.
9
Ман патӑма ҫичӗ ангелтан, юлашки ҫичӗ асапа тултарнӑ ҫичӗ курка тытса тӑраканскерсенчен, пӗри пычӗ те ҫапла каларӗ: кил-ха, эпӗ сана Путек ҫураҫнӑ хӗре, Ун арӑмне, кӑтартӑп, терӗ.
10
Вара мана, Сывлӑш ҫавӑрса илнӗскере, ҫӳллӗ те пысӑк ту ҫине ҫӗклерӗ те тӳперен Турӑ патӗнчен анакан аслӑ хулана, сӑваплӑ Иерусалима, кӑтартрӗ.
11
Ҫав хула Турӑ мухтавлӑхӗпе ҫиҫсе тӑратчӗ, унӑн ҫути хаклӑ йышши, витӗр курӑнакан яспис теекен чул ҫути евӗрлӗччӗ.
12
Вӑл пысӑк, ҫӳллӗ хӳмеллӗ, вуникӗ хапхаллӑ, вӗсен умӗнче вуникӗ ангел тӑрать; хапхисем ҫине Израиль ывӑлӗсен вуникӗ йӑхӗн ячӗсене ҫырнӑ:
13
тухӑҫ енче — виҫӗ хапха, ҫурҫӗр енче — виҫӗ хапха, кӑнтӑр енче — виҫӗ хапха, анӑҫ енче те виҫӗ хапха.
14
Хула хӳмийӗн — вуникӗ никӗс, вӗсем ҫине Путекӗн вуникӗ апостолӗн ячӗсене ҫырнӑ.
15
Манпа калаҫаканӗн хулана виҫме, унӑн хапхисене, унӑн хӳмисене виҫме ылтӑн туя пурччӗ.
16
Хулине тӑватӑ кӗтеслӗ лартнӑ; унӑн тӑршшӗпе сарлакӑшӗ пӗрех. Хулана туйипе виҫсе тухрӗ те, вуникӗ пин стади пулчӗ; хулийӗн тӑршшӗ те, сарлакӑшӗ те, ҫӳллӗшӗ те пӗрех.
17
Хӳмине этем виҫипе виҫсе тухса ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ чике кӑларчӗ, ангел виҫи те этем виҫи пекехчӗ.
18
Хӳмине ясписран тунӑ, хулине таса ылтӑнран тунӑ, вӑл тап-таса кӗленче евӗрлӗ.
19
Хула хӳмин никӗсне тӗрлӗ хаклӑ йышши чулпа илемлетнӗ: пӗрремӗш никӗсне — яспис, иккӗмӗшне — сапфир, виҫҫӗмӗшне — халкидон, тӑваттӑмӗшне — смарагд,
20
пиллӗкӗмӗшне — сардоникс, улттӑмӗшне — сердолик, ҫиччӗмӗшне — хризолит, саккӑрмӗшне — берилл, тӑххӑрмӗшне — топаз, вуннӑмӗшне — хризопраз, вунпӗрмӗшне — гиацинт, вуниккӗмӗшне аметист теекен чулсем илемлетеҫҫӗ.
21
Вуникӗ хапхи — вуникӗ ӗнчӗ: кашни хапхине пӗр пӗтӗм ӗнчӗрен тунӑ. Хулари тӗп урам таса ылтӑн, витӗр курӑнакан кӗленче пек.
22
Эпӗ хулара Турра кӗлтумалли вырӑн, чиркӳ, курмарӑм: унӑн чиркӗвӗ — Пурне те Тытса Тӑракан Турӑ тата Путек.
23
Хулана ҫутатма хӗвел ҫути те, уйӑх ҫути те кирлӗ мар: ӑна Турӑ мухтавлӑхӗ ҫутатнӑ, унӑн ҫути — Путек.
24
Ҫӑлӑннӑ халӑхсем ун ҫутинче ҫӳрӗҫ, ҫӗр ҫинчи патшасем хӑйсен мухтавӗпе чапне унта илсе пырӗҫ.
25
Кӑнтӑрла унӑн хапхисене питӗрмӗҫ, унта каҫ пулмӗ.
26
Унта халӑхсенӗн мухтавӗпе чапне илсе пырӗҫ.
27
Ҫав хулана тасамарри нимӗн те кӗреймӗ, ирсӗрлӗхпе суяна парӑннисем те нихӑшӗ те кӗреймӗҫ, унта Путекӗн чӗрӗлӗх кӗнекине ҫырса хунисем анчах кӗрӗҫ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22