bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 4
Revelation 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 5 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ курах кайрӑм — акӑ алӑк уҫӑлса тӑрать; унччен хам илтнӗ сасӑ, трупа сасси пек хӑватлӑскер, илтӗнсе кайрӗ: улӑх кунта, Эпӗ сана ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн пулассине кӑтартӑп, терӗ.
2
Мана тӳрех Сывлӑш ҫавӑрса илчӗ; акӑ тӳпере аслӑ пукан ларать; аслӑ пуканӗ ҫинче Ларакан пур;
3
ҫав Лараканӑн сӑнӗ ясписпа сардис теекен чул евӗрлӗ; аслӑ пукан тавра — смарагд евӗрлӗ курӑнакан асамат кӗперӗ.
4
Аслӑ пукан тавра тата ҫирӗм тӑватӑ аслӑ пукан; ҫак аслӑ пукансем ҫинче эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ларнине куртӑм; вӗсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль.
5
Аслӑ пуканран ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати авӑтни-кӗрлени илтӗнсе тӑрать. Аслӑ пукан умӗнче ҫичӗ ҫутаткӑҫ ҫунать — Туррӑн ҫичӗ сывлӑшӗ ку.
6
Аслӑ пукан умӗнче — кристалл евӗрлӗ кӗленче тинӗс; аслӑ пукан ҫывӑхӗнчех, ун тавра, умӗ-хыҫӗпех темӗн чухлӗ куҫлӑ тӑватӑ чӗрчун.
7
Пӗр чӗрчунӗ арӑслан евӗрлӗ; тепӗр чӗрчунӗ пӑру евӗрлӗ; виҫҫӗмӗш чӗрчунӗн сӑнӗ ҫын сӑнӗ пек; тӑваттӑмӗш чӗрчунӗ вӗҫсе пыракан ӑмӑрткайӑк евӗрлӗ.
8
Тӑватӑ чӗрчунӑн пуринӗн те ултшар ҫунат, пур тӗлте те, пур тӗлте те, ҫуначӗсем айӗнче те — куҫ; хӑйсем кунӗн-ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр мухтавлаҫҫӗ: сӑваплӑ, сӑваплӑ, Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа Турӑ сӑваплӑ, Вӑл яланах пулнӑ, Вӑл халӗ те пур, Вӑл килӗ! тееҫҫӗ.
9
Аслӑ пукан ҫинче Ларакана, ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана, чӗрчунсем мухтаса, хисеплесе, тав туса юрланӑ чухне
10
ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын аслӑ пукан ҫинче Ларакан умне ӳксе ӗмӗр-ӗмӗрех Пурӑнакана пуҫҫапаҫҫӗ; хӑйсен пуҫкӑшӑльне аслӑ пукан умне хурса ҫапла калаҫҫӗ:
11
эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑмӑр, Эсӗ мухтав та, хисеп те, хӑват та илме тивӗҫлӗ: Эсӗ пурне те пултарнӑ, Эсӗ мӗн пултарни пурте Сан ирӗкӳпе тӑрать, тееҫҫӗ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22