bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 7
Revelation 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 8 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтессинче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм; ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе, вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ.
2
Унтан эпӗ хӗвел тухӑҫӗнчен ҫӳлелле улӑхса пыракан тепӗр ангела куртӑм, унӑн Чӗрӗ Туррӑн пичечӗ пурччӗ. Вӑл ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса каларӗ:
3
хамӑр Туррӑмӑрӑн чурисен ҫамки ҫине пичет пусиччен эсир тинӗсе те, ҫӗре те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр, терӗ.
4
Эпӗ вара Турӑ пичечӗпе паллӑ тунисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм — Израиль ывӑлӗсен пур йӑхӗнчен те палӑртнисем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пинччӗ:
5
Иуда йӑхӗнчен ҫавӑн пеккисем вуникӗ пин, Рувим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Гад йӑхӗнчен — вуникӗ пин,
6
Асир йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Неффалим йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Манассия йӑхӗнчен — вуникӗ пин,
7
Симеон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Левий йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иссахар йӑхӗнчен — вуникӗ пин,
8
Завулон йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Иосиф йӑхӗнчен — вуникӗ пин, Вениамин йӑхӗнчен те вуникӗ пин ҫынна пичет пуснӑ.
9
Ҫакӑн хыҫҫӑн пӑхрӑм та — акӑ аслӑ пуканпа Путек умӗнче имсӗр-сумсӑр ҫын тӑрать, вӗсене никам та шутласа кӑларас ҫук: вӗсем пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ; хӑйсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, аллине пальма турачӗ тытнӑ.
10
Вӗсем хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ҫапла каларӗҫ: пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — аслӑ пукан ҫинче ларакан Туррӑмӑрта тата Путекре! терӗҫ.
11
Вара аслӑ пукан тавра, ватӑсем тавра тата тӑватӑ чӗрчун тавра тӑракан ангелсем пурте аслӑ пукан умне ӳпне ӳксе, Турра пуҫҫапса каларӗҫ:
12
аминь! Хамӑр Туррӑмӑра ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлама, мухтама, тав тума, хисеплеме тивӗҫлӗ: ӑслӑлӑх та, хӑват та, тӗрек те — Унра, аминь! терӗҫ.
13
Ватӑсенчен пӗри, сӑмах тапратса, манран ыйтрӗ: ку шурӑ тумтир тӑхӑннисем камсем, ӑҫтан килнӗ? терӗ.
14
Эпӗ ӑна: эй хуҫамӑм, эсӗ хӑв пӗлетӗн, терӗм. Вӑл вара мана каларӗ: вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ.
15
Ҫавӑншӑн халӗ вӗсем Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн Ҫуртӗнче Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ; аслӑ пукан ҫинче Лараканӗ вӗсем хушшинче пурӑнӗ.
16
Вӗсенӗн ӗҫесси те, ҫиесси те килмӗ. Вӗсене хӗвел вӗтелемӗ, шӑрӑх та ҫунтармӗ,
17
мӗншӗн тесессӗн вӗсене аслӑ пукан умӗнчи Путек кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ, терӗ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22