bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 14
Revelation 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 15 →
1
Татах пӑхрӑм та — акӑ Сион тӑвӗ ҫинче Путек тӑрать, Унпа пӗрле — ҫамки ҫине Унӑн ятне тата Ун Ашшӗн ятне ҫырса хунӑ ҫынсем ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫын.
2
Тӳперен сасӑ илтӗнчӗ — кӗрленкӗ шавӗ пек, аслати авӑтнӑ пек сасӑ; эпӗ тата кӗслеҫӗсем кӗсле каланине аса илтерекен сасӑ илтрӗм:
3
вӗсем аслӑ пукан умӗнче, тӑватӑ чӗрчунпа ватӑ ҫынсем умӗнче ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ. Ҫак юрра ҫӗр ҫинчен ҫӑлса илнӗ ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ пин ҫынсӑр пуҫне урӑх никам та вӗренеймерӗ.
4
Вӗсем — хӗрарӑмпа вараланман ҫынсем, таса халлӗн пурӑнса ирттернисем; Путек кирек ӑҫта кайсан та вӗсем Ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ. Вӗсене ҫынсем хушшинчен Турӑпа Путек валли чӑн малтан ҫӑлса илнӗ.
5
Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнче чеелӗх ҫук: Туррӑн аслӑ пуканӗ умӗнче вӗсем айӑпсӑр.
6
Унтан эпӗ тӳпе варрипе вӗҫсе пыракан тепӗр ангела куртӑм; унӑн ҫӗр ҫинче пурӑнакансене — пур йӑха та, пур ӑрӑва та, пур тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсене те, пур халӑхсене те — Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ӗмӗрлӗх Евангели пурччӗ.
7
Вӑл хыттӑн каларӗ: Турӑран хӑрӑр, Ӑна мухтавлӑр: Унӑн сут тӑвас вӑхӑчӗ ҫитрӗ; тӳпепе ҫӗре, тинӗспе ҫӑлкуҫсене Пултаракана пуҫҫапӑр, терӗ.
8
Ун хыҫӗнчен тепӗр ангел ҫапла каласа пычӗ: пӗтрӗ Вавилон, аслӑ хула, пур халӑхсене те хӑйӗн аскӑн ӗҫӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗртнӗшӗн пӗтрӗ! терӗ.
9
Вӗсен хыҫӗнчен тата виҫҫӗмӗш ангел хыттӑн ҫапла каласа пычӗ: тискер кайӑка е унӑн сӑнне кам пуҫҫапать, хӑй ҫамки ҫине е хӑй алли ҫине паллӑ ларттарать,
10
ҫавӑ Турӑ ҫилли куркинче хатӗрленӗ эрехе — Турӑ хаярлӑхӗн эрехне — нимӗн хутӑштармасӑр ӗҫӗ; ӑна сӑваплӑ ангелсем умӗнче, Путек умӗнче вут-ҫулӑмпа кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.
11
Вӗсен асапӗн тӗтӗмӗ ӗмӗр-ӗмӗрех тухса тӑрӗ; тискер кайӑкпа унӑн сӑнне пуҫҫапакансем, унӑн ячӗн паллине йышӑнакансем кунӗн-ҫӗрӗн канлӗх курмӗҫ, терӗ.
12
Кунта Турӑ хушнине туса, Иисуса ӗненсе пурӑннӑ святойсен чӑтӑмлӑхӗ кирлӗ.
13
Эпӗ каллех тӳперен сасӑ илтрӗм, вӑл мана каларӗ: ҫапла ҫырса хур: «паянтан вара Ҫӳлхуҫана ӗненсе вилекенсем телейлӗ». Сывлӑш калать: «чӑнахах вӗсем хӑйсен ӗҫӗсенчен канӗҫ, вӗсен ӗҫӗсем хӑйсен хыҫӗнченех пыраҫҫӗ» тет, терӗ.
14
Унтан пӑхрӑм та — акӑ ҫутӑ пӗлӗт, пӗлӗт ҫинче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскерӗ ларать; Унӑн пуҫӗнче — ылтӑн пуҫкӑшӑль, аллинче — ҫивӗч ҫурла.
15
Тепӗр ангел Турӑ Ҫуртӗнчен тухрӗ те пӗлӗт ҫинче Ларакана хытӑ сасӑпа каларӗ: ҫурлана яр та вырса тух: вырас вӑхӑт ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче тырӑ ӗлкӗрнӗ, терӗ.
16
Пӗлӗт ҫинче Ларакан ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те, ҫӗр вырӑнса тухрӗ.
17
Тӳпери Турӑ Ҫуртӗнчен тепӗр ангел тухрӗ, унӑн та ҫивчӗ ҫурла пурччӗ.
18
Тата тепӗр ангел тухрӗ, вӑл, вут-ҫулӑма хӑй ирӗкӗнче тытса тӑраканскер, парне вырӑнӗ патӗнчен тухрӗ те ҫивчӗ ҫурла тытса тӑраканнине хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: ҫивчӗ ҫурлуна яр та ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсене касса тух — ун ҫинчи ҫырла пиҫсе ҫитнӗ, терӗ.
19
Ангел ҫурлине ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те ҫӗр ҫинчи иҫӗм ҫырлине касса тухрӗ, унтан ӑна Турӑ ҫиллин пысӑк юхтаркӑчне тӑкрӗ.
20
Ҫырла хула тулашӗнчи юхтаркӑчра таптанчӗ, юхтаркӑча тулса тӑкӑнакан юн лаша йӗвенӗ таран хӑпарчӗ, пин те ултҫӗр стадие сарӑлчӗ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22