bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
Revelation 18
Revelation 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 19 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тӳперен анакан урӑх ангела куртӑм. Вӑл пысӑк влаҫ илнӗскерччӗ, унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ.
2
Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ,
3
мӗншӗн тесессӗн пур халӑхсене те аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗрӗлтерчӗ; ҫӗр ҫинчи патшасем те унпа аскӑнчӗҫ; унӑн чаплӑ пурӑнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуянланчӗҫ, терӗ.
4
Унтан эпӗ тӳперен тепӗр сасӑ илтрӗм; вӑл каларӗ: эй халӑхӑм, ун патӗнчен тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр:
5
унӑн ҫылӑхӗсем тӳпенех ҫитрӗҫ, Турӑ унӑн усал ӗҫӗсене аса илчӗ.
6
Хӑвӑра мӗн кӑтартнӑшӑн тавӑрса парӑр ӑна, ӗҫӗсене кура икӗ хут ытла тавӑрӑр; хӑвӑр валли хатӗрленӗ эрех куркинех ӑна икӗ хут хӑватлӑрах эрех ярса парӑр.
7
Мӗн чухлӗ мухтанчӗ, мӗн чухлӗ киленчӗ, ӑна ҫавӑн чухлӗ асаппа хуйхӑ кӑтартӑр; вӑл хӑй ӑшӗнче: «эпӗ патшара ларатӑп, эпӗ — тӑлӑх арӑм мар, хуйхӑ курмӑп!» теет.
8
Ҫавӑнпа асап та, вилӗм те, куҫҫуль те, выҫлӑх та ун патне пӗр кунрах килсе ҫитӗ; ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ: ӑна сут тӑвакан Ҫӳлхуҫа Турӑ хӑватлӑ, терӗ.
9
Ҫӗр ҫинчи патшасем вара — унпа аскӑнланса, киленсе пурӑннӑскерсем — ӑна ҫунтаракан вут-ҫулӑма курсассӑн уншӑн уласа йӗрсе ярӗҫ,
10
вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ те кӑшкӑрса ярӗҫ: «эй аслӑ хула, хуйхӑ ҫитрӗ сана, эй хӑватлӑ хула Вавилон, хуйхӑ ҫитрӗ сана! сана сут тӑвасси пӗр сехетрех ҫитрӗ!» тейӗҫ.
11
Ҫӗр ҫинчи купсасем те уншӑн уласа йӗрӗҫ: ӗнтӗ вӗсен таварне никам та туянмасть,
12
ылтӑн-кӗмӗл япала, хаклӑ йышши чул, ӗнчӗ-ахах, хаклӑ виссон, хӗрхӗлтӗм пусма, пурҫӑн, йӑмӑх хӗрлӗ пусма, ырӑ шӑршӑллӑ тӗрлӗ йышши йывӑҫ, сӑлан шӑмминчен тунӑ тӗрлӗ япала, хаклӑ йывӑҫран, пӑхӑртан, тимӗртен, мрамортан тунӑ тӗрлӗ япала,
13
корицӑпа фимиам, мирӑпа латӑн, эрехпе йывӑҫ ҫӑвӗ, ҫӑнӑх, тулӑ, выльӑх-чӗрлӗх, сурӑх, лаша, урапа, этем ӳчӗ, этем чунӗ туянакан никам та ҫук.
14
Санӑн кӑмӑлна килекен ҫимӗҫсем пӗтрӗҫ ӗнтӗ, пӗтӗм капӑрлӑху, чаплӑху санран аякка кайрӗ, эсӗ ӗнтӗ ӑна тупаймӑн, тейӗҫ.
15
Ҫакна сутса тӑнисем, ҫав арӑм урлӑ пуйса пурӑннисем вӑл мӗнле асапланнине аякран сехӗрленсе пӑхса тӑрӗҫ, кӑшкӑрса та ӗсӗклесе йӗрӗҫ:
16
«аслӑ хула, сана хуйхӑ ҫитрӗ! виссон та хӗрхӗлтӗм, хӗрлӗ тум тӑхӑннӑскер, ылтӑнпа, хаклӑ чулпа, ахах-ӗнчӗпе капӑрланнӑскер!
17
Мӗн тӗрлӗ пуянлӑху самантра пӗтсе ларчӗ!» тейӗҫ. Карап ҫӳретекенсем, караппа пыракансем, карап ҫинче ӗҫлекенсем, тинӗс ҫинче суту-илӳ тӑвакансем пурте аякка тӑчӗҫ те
18
вут-ҫулӑмпа ҫунакан аслӑ хула тӗтӗмне курса кӑшкӑрсах каларӗҫ: ҫак аслӑ хулапа мӗнле хула танлашайтӑр? терӗҫ.
19
Пуҫӗ ҫине кӗл сапса, уласа йӗрсе, ӗсӗклесе кӑшкӑрчӗҫ вӗсем: эй аслӑ хула, хуйхӑ, хуйхӑ ҫитрӗ сана! тинӗсре карап тытакансем санӑн мулупа пуйса ҫитнӗччӗ; эсӗ пӗр самантра пушанса юлтӑн!
20
Эй тӳпе, савӑн! Эй сӑваплӑ апостолсем, пророксем, эсир те савӑнӑр: Турӑ ӑна сирӗншӗн тавӑрса пачӗ! терӗҫ.
21
Унтан пӗр вӑйлӑ ангел пысӑк арман чулӗ евӗрлӗ чул илчӗ те ӑна тинӗсе пӑрахса каларӗ: Вавилона, аслӑ хулана, ҫапла вӑркӑнтарӗҫ — вара вӑл пулмӗ те.
22
Урамусенче кӗсле калани те, юрӑ юрлани те, шӑхлич калани те, трупа кӑшкӑртни те илтӗнмӗ урӑх; пӗр ӑста та тупаймӑн унта, вӗсен ӗҫӗсене те кураймӑн; арман чулӗн сассине те илтеймӗн.
23
Унта ҫутаткӑҫ ҫути курӑнмӗ урӑх, каччӑпа хӗр сассине те унта илтес ҫук, мӗншӗн тесессӗн санӑн патӑнти купсасем улпута тухса кайрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн хӑвӑн асамупа эсӗ халӑхсене пурне те аташтартӑн.
24
Сан патӑнта пророксенӗн, сӑваплӑ ҫынсенӗн, ҫӗр ҫинче вӗлернӗ мӗнпур ҫыннӑн юнӗ тупӑнчӗ, терӗ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22