bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 1
2 Samuel 1
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
1
Саул вилсессӗн, Давид амаликсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗртен каялла таврӑнса Секелагра икӗ кун хушши тӑнӑ хыҫҫӑн,
2
акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кунхине Саул тапӑрӗнчен пӗр ҫын килнӗ; ун ҫийӗнчи тумтирӗ ҫуркаланса пӗтнӗ пулнӑ, пуҫӗ ҫине вӑл тусан сапнӑ пулнӑ. Давид патне пырсан вӑл [ӑна] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
3
Давид ӑна: ӑҫтан килтӗн эсӗ? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эпӗ Израиль тапӑрӗнчен тарса килтӗм, тенӗ.
4
Давид ӑна: мӗн пулса иртрӗ? каласа кӑтарт мана, тенӗ. Лешӗ каланӑ: халӑх ҫапӑҫу хирӗнчен тарса саланчӗ, нумай ҫын пӗтрӗ, Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан та вилчӗҫ, тенӗ.
5
Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана каланӑ: Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнине ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? тенӗ.
6
Ӑна хыпар пӗлтернӗ яш ача каланӑ: эпӗ ӑнсӑртран Гелвуй тӑвӗ ҫине пырса тухрӑм, акӑ ӗнтӗ Саул хӑйӗн сӑнни ҫине тӑрӑнса ӳкрӗ, ҫар ураписемпе юланутҫӑсем халь-халь хуса ҫитеслеччӗ ӑна.
7
Ҫавӑн чухне вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те мана курса чӗнсе илчӗ.
8
Эпӗ: кунтах эпӗ, терӗм. Вӑл мана: кам эсӗ? терӗ. Эпӗ ӑна каларӑм: эпӗ — амаликсем, терӗм.
9
Вӑл мана каларӗ: ман ҫывӑхӑма кил те вӗлер мана: ӗнтӗ вилӗм тунсӑхӗ пусса илчӗ мана, чунӑм вара ӑшӑмрах-ха, терӗ.
10
Вара ун патне пытӑм та вӗлертӗм ӑна — сӑнни ҫине тӑрӑнса аннӑ хыҫҫӑн вӑл пурӑнаймасса пӗлтӗм эпӗ; пуҫӗ ҫинчи патша пуҫкӑшӑльне тата алли сыппинчи суллине илтӗм те вӗсене кунта хамӑн хуҫамӑм патне илсе килтӗм, тенӗ.
11
Ҫавӑн хыҫҫӑн Давид хӑйӗн тумтирне туртса ҫурнӑ, ҫавӑн пекех унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те [хӑйсен тумтирне туртса ҫурнӑ].
12
Ӗнтӗ куҫҫулӗ тӑкнӑ, татӑлса макӑрнӑ, хӗҫрен пуҫ хунӑ Саулпа унӑн ывӑлне Ионафана, Ҫӳлхуҫа халӑхне, Израиль йӑхне асӑнса каҫчен типӗ тытнӑ.
13
Давид хӑйне хыпар пӗлтернӗ яш ачана ҫапла каланӑ: ӑҫти ҫын эсӗ? тенӗ. Лешӗ: эпӗ — аякран килнӗ амалик ҫыннин ывӑлӗ, тенӗ.
14
Вара Давид ӑна каланӑ: Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлермешкӗн алӑ ҫӗклеме мӗнле хӑрамарӑн-ха эсӗ? тенӗ.
15
Давид хӑй ҫыннисенчен пӗр яш ачана чӗнсе илнӗ те каланӑ: кайса вӗлер ӑна, тенӗ. Вара лешӗ вӗлернӗ ӑна, вӑл вилнӗ.
16
Давид ун еннелле пӑхса каланӑ: санӑн юну — хӑвӑн пуҫу ҫинче, хӑв: «эпӗ Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлертӗм» тенӗ чухне сана хӑвӑн чӗлхӳех айӑпларӗ, тенӗ.
17
Давид ӗнтӗ Саулпа унӑн ывӑлӗ Ионафан вилнӗшӗн хурланса ҫак хурлӑхлӑ юрра юрланӑ;
18
Тӳрӗ ҫын кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, вӑл ҫакӑ юрра — ухӑ ҫинчен хывнӑ юрра — Иуда ывӑлӗсене вӗрентме хушнӑ, вӑл ҫапла каланӑ:
19
ах, Израиль, санӑн илемне хӑвӑн сӑрту ҫинче пӗтерчӗҫ! паттӑрсем ҫапла пуҫ хучӗҫ!
20
Ҫакӑн ҫинчен Гефра ан калаҫӑр, Аскалон урамӗнче ан хыпарлӑр — филистимсен хӗрӗсем ан хӗпӗртеччӗр, ӳт кастарманнисен хӗрӗсем ан мухтанайччӑр.
21
Эй Гелвуй сӑрт-тӑвӗ! сирӗн ҫине сывлӑм та, ҫумӑр та [ан ӳктӗр], сирӗн ҫинче ҫимӗҫ кӳрекен уй-хир те ан пултӑр: ӗнтӗ унта паттӑрсен хулканне аркатнӑ, Саула ҫу сӗрнине уямасӑр унӑн хулканне аркатнӑ.
22
Аманнисен юнӗсӗр, паттӑррисен ӳчӗсӗр Ионафан уххи каялла таврӑнман, Саул хӗҫҫи те ахаль таврӑнман.
23
Пурӑннӑ чухне татуллӑскерсем, Саулпа Ионафан вилсен те уйрӑлмарӗҫ; кӑйкӑртан вичкӗнрехчӗ, арӑсланран вӑйларахчӗ вӗсем.
24
Эй Израиль хӗрӗсем! хӳхлӗр Саулшӑн, вӑл сире эрешленӗ йӗпкӗн хӗрлӗ тумпа, ылтӑнпа капӑрлатнӑ тумпа ҫӳрететчӗ.
25
Паттӑррисем вӑрҫӑ хирӗнче кайса ӳкрӗҫ! Ионафан санӑн сӑрту ҫинче пуҫ хучӗ.
26
Ах, Ионафан, тӑванӑм, чӗрем саншӑн касӑлать, маншӑн мӗнле хаклӑччӗ эсӗ; санӑн юратӑву маншӑн хӗр юратӑвӗнчен те аслӑрахчӗ.
27
Паттӑрсем ҫапла пуҫ хучӗҫ, тӗп пулчӗ вӑрҫӑ кӑралӗ!
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 2 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24