bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 9
2 Samuel 9
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
1
Давид каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин чӗрӗ юлман-ши? эпӗ ӑна Ионафаншӑн ырӑ тунӑ пулӑттӑм, тенӗ.
2
Саул килӗнче Сива ятлӑ чура пулнӑ; вара ӑна Давид патне чӗнсе илнӗ те, патша ӑна каланӑ: эсӗ Сива-и? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, санӑн чуру, тенӗ.
3
Патша каланӑ: Саул килӗнчен тата кам та пулин ҫук-ши? эпӗ ӑна Турӑ ырӑлӑхне кӳнӗ пулӑттӑм, тенӗ. Сива патшана каланӑ: Ионафан ывӑлӗ пур, уксах ураллӑскер, тенӗ.
4
Патша ӑна каланӑ: ӑҫта вӑл? тенӗ. Сива ӗнтӗ патшана каланӑ: вӑл Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнче, Лодевар хулинче, тенӗ.
5
Давид патша ҫынсем янӑ та, ӑна Лодевартан Аммиэл ывӑлӗ Махир килӗнчен илсе килнӗ.
6
Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ. Давид: Мемфивосфей! тенӗ. Лешӗ: санӑн чуру кунтах, тенӗ.
7
Давид ӑна ҫапла каланӑ: ан хӑра; эпӗ сана аҫушӑн, Ионафаншӑн, ырӑ тӑвӑп, сана Саул аслаҫун пӗтӗм уй-хирне тавӑрса парӑп, эсӗ яланах ман сӗтелӗм хушшинче ҫӑкӑр ҫийӗн, тенӗ.
8
[Мемфивосфей] пуҫҫапнӑ та каланӑ: камах ӗнтӗ санӑн чуру — эсӗ мана, вилӗ йытӑ евӗрлӗскерне, хӑвӑн хӳттӳне илетӗн, тенӗ.
9
Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ;
10
ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ. Сиван вунпилӗк ывӑл тата ҫирӗм чура пулнӑ;
11
Сива патшана ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чурине мӗн хушнине унӑн чури йӑлтах пурӑнӑҫа килтерӗ, тенӗ. Мемфивосфей вара, патша ывӑлӗсенчен пӗри пулнӑ пек, [Давид] сӗтелӗ хушшинче патшапа пӗрле апат ҫинӗ.
12
Мемфивосфейӗн Миха ятлӑ пӗчӗк ывӑлӗ пулнӑ. Сива ҫуртӗнче пурӑнакансем пурте Мемфивосфей чури пулнӑ.
13
Мемфивосфей ӗнтӗ Иерусалимра пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл яланах патша сӗтелӗ хушшинче апатланнӑ. Вӑл икӗ урипе те уксахланӑ.
← Chapter 8
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 10 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24