bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 7
2 Samuel 7
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
1
Патша хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне, Ҫӳлхуҫа ӑна унӑн мӗнпур таврари тӑшманӗсенчен сыхӑ, лӑпкӑ усранӑ чухне
2
патша Нафан пророка ҫапла каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Турӑ саккунӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.
3
Нафан патшана каланӑ: чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, тенӗ.
4
Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
5
кай та Манӑн Давид чурама кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт эсӗ тӑвасшӑн-им?
6
Израиль ывӑлӗсене Египетран илсе тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа паян кунччен Эпӗ хӑҫан Ҫуртра пурӑннӑ? хӳшӗре те чатӑрта анчах куҫса ҫӳренӗ.
7
Пӗтӗм Израиль ывӑлӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн Израиль халӑхне кӗтсе ҫӳреме лартнӑ хӑш йӑха та пулин Эпӗ: «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каланӑ-и?
8
Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм;
9
вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна тӗп турӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм.
10
Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса парӑп, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла тӑвӑп, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен канӑҫсӑрланмӗ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек,
11
Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ; мӗнпур тӑшманна тӗп туса тӑнӑҫлӑн усрӑп сана. Ҫӳлхуҫа сана пӗлтерсе хурать: Вӑл санӑн килне туса ҫитерӗ.
12
Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.
13
Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ те, Эпӗ унӑн патшалӑхне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.
14
Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ; вӑл ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, Эпӗ ӑна ар туйипе этем ывӑлӗсем урлӑ хаса парӑп;
15
анчах унран Хамӑн ырӑлӑхӑма туртса илмӗп: вӑл Эпӗ сан умӑнтан сирнӗ Саул мӗн курнине — Манӑн ырӑлӑхӑмсӑр тӑрса юлнине — курмӗ.
16
Санӑн килӳ, санӑн патшалӑху Ман умӑмра ӗмӗр-ӗмӗр тӗреклӗ пулӗ, санӑн аслӑ пукану ӗмӗрӗпех тӗреклӗ ларӗ.
17
Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан йӑлтах Давида каласа панӑ.
18
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, мана ҫаплах ҫӗклеме камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?
19
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хутӑн. Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, ара, Эсӗ ҫынсемпе ялан ҫапла калаҫатӑн-им?
20
Сана Давид тата мӗнех калама пултарӗ? Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна пӗлетӗн!
21
Эсӗ ҫакна Хӑвӑн сӑмахушӑн тата Хӑвӑн чӗрӳ хушнипе тӑватӑн — Хӑвӑн чуруна ҫак аслӑлӑха уҫса паратӑн.
22
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ пур тӗлӗшпе те аслӑ! хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
23
Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Хӑвӑн ятна чапа кӑларса, Хӑвӑн халӑху умӗнче аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, ӑна Египет аллинчен туртса илнӗ, унти халӑхсене, вӗсен туррисене хӑваласа янӑ.
24
Эсӗ Израиль халӑхне ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн халӑху турӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ унӑн Турри пулса тӑтӑн.
25
Халӗ вара, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Хӑвӑн чуру пирки, унӑн килӗ пирки каланӑ сӑмахна ҫирӗплет, Ху каланине тӳрре кӑлар.
26
Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, теччӗр. Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.
27
Эсӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑвӑн чуруна: «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, Санӑн чуру хӑйӗн чӗрине Сана кӗлтума, ҫакӑ кӗлӗпе кӗлтума, хатӗрлесе ҫитерчӗ.
28
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм! Эсӗ — Турӑ, Санӑн сӑмахусем шанчӑклӑ, Эсӗ Хӑвӑн чуруна пысӑк ырӑлӑх пӗлтерсе хутӑн.
29
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурун килне пиллеме кӑмӑл тусамччӗ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Санӑн умӑнта пултӑр — ӗнтӗ Эсӗ ҫакӑн ҫинчен пӗлтерсе хутӑн. Эсӗ пиллӗх парсассӑн Санӑн чурун килӗ пиллӗхлӗ пулӗ, ӗмӗр-ӗмӗр вӑл [Сан умӑнта тӑрӗ].
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24