bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 3
2 Samuel 3
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
1
Саул килӗпе Давид килӗ хушшинчи хирӗҫӳ вӑраха тӑсӑлнӑ. Давид вӑйланса та вӑйланса пынӑ, Саул килӗ вара хавшаса та хавшаса пынӑ.
2
Давидӑн Хевронра [ултӑ] ывӑл ҫуралнӑ. Малтанхи ывӑлне, Амнона, Изреель хӗрӗ Ахиноама ҫуратса панӑ;
3
иккӗмӗш [ывӑлне], Далуиана, — Авигея, Навал арӑмӗ пулнӑскер, Кармил хӗрӗ; виҫҫӗмӗшне — Авессалома, — Мааха, Гессур патши Фалмай хӗрӗ, ҫуратса панӑ;
4
тӑваттӑмӗшне, Адонияна, — Аггифа; пиллӗкӗмӗшне, Сафатияна, — Авитала;
5
улттӑмӗшне, Иефераама, Давид арӑмӗ Эгла ҫуратнӑ. Давидӑн ҫак ывӑлӗсем Хевронра ҫуралнӑ.
6
Саул килӗпе Давид килӗ хушшинче хирӗҫӳ пынӑ вӑхӑтра Авенир вара Саул килӗ майлӑ пулнӑ.
7
Саулӑн Рицпа ятлӑ ҫум-арӑм пулнӑ, вӑл Айя хӗрӗ пулнӑ. [Ун патне Авенир кӗнӗ.] [Иевосфей] ӗнтӗ Авенира каланӑ: мӗншӗн эсӗ ман аттемӗн ҫум-арӑмӗ патне кӗтӗн? тенӗ.
8
Авенира Иевосфей сӑмахӗсем тарӑхтарсах янӑ та, вӑл вара ҫапла каланӑ: эпӗ йытӑ пуҫӗ-им? Эпӗ, Иудӑна хирӗҫ тӑрса, Саул аҫун килне, унӑн тӑванӗсене, унӑн тусӗсене ырӑ турӑм, сана та Давид аллине ӳкермерӗм, эсӗ вара халӗ ман ҫумра хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен ҫылӑх шыратӑн.
9
Акӑ [паян] эпӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн мӗн тума тупа тунине тӳрре кӑларатӑп: патшалӑха Саул килӗнчен туртса илетӗп те Давида Израильпе Иуда патши пулма, Данран пуҫласа Вирсавия таран тытса тӑма, лартатӑп — ҫапла тумастӑп пулсассӑн, Турӑ Авенира ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр! тенӗ.
11
Иевосфей ӗнтӗ Авенира хирӗҫлеме пултарайман: вӑл унран хӑранӑ.
12
Авенир вара хӑйӗн элчисене Давид патне [Хеврона, вӑл пурӑннӑ ҫӗре]: камӑн ҫӗрӗ ку? тесе калама янӑ; тата ҫапла калама хушнӑ: манпа килӗшӳ ту та, манӑн аллӑм санпа пӗрле пулӗ, вӑл пӗтӗм Израиль халӑхне сан майлӑ ҫавӑрӗ.
13
[Давид] каланӑ: юрӗ, эпӗ санпа килӗшӳ тӑвӑп, анчах санран пӗр япала пирки ыйтатӑп — акӑ мӗн: манпа курнӑҫма килнӗ чухне эхер те хӑвпа пӗрле Саул хӗрне Мелхолӑна илсе килмесессӗн, эсӗ ман сӑн-питӗме кураймӑн, тенӗ.
14
Давид ӗнтӗ Саул ывӑлӗ Иевосфей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Мелхола арӑмӑма пар, эпӗ ӑна ҫӗр филистим ӳтне кастарнӑшӑн илнӗ, тенӗ.
15
Иевосфей хӑйӗн ҫыннисене янӑ та Мелхолӑна упӑшкинчен — Лаиш ывӑлӗнчен Фалтийрен — уйӑрса илсе килнӗ.
16
Мелхолӑпа пӗрле унӑн упӑшки те пынӑ, арӑмне вӑл Бахурима ҫитиччен куҫҫулӗ юхтарса ӑсатнӑ; анчах Авенир ӑна: таврӑн каялла, тенӗ. Вара вӑл каялла таврӑннӑ.
17
Авенир Израилӗн аслӑ ҫыннисене каланӑ: ӗнер те, виҫӗмкун та эсир Давид хӑвӑрӑн патшӑр пултӑр тесе ӗмӗтленеттӗрччӗ;
18
халӗ тӑвӑр ҫакна, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Давида ҫапла каланӑ: «Давид чурамӑм аллипе Эпӗ Хамӑн Израиль халӑхне филистимсен аллинчен, унӑн мӗнпур тӑшманӗсен аллинчен ҫӑлӑп» тенӗ.
19
Авенир ӗнтӗ Вениамин ҫыннисене те ҫаплах каланӑ. Унтан Авенир Израильпе пӗтӗм Вениамин килӗ мӗн шухӑшланине Давида пӗлтерме Хеврона кайнӑ.
20
Авенир Давид патне Хеврона ҫитнӗ, унпа пӗрле ҫирӗм ҫын пулнӑ, Давид Авенирпа ун ҫыннисем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ.
21
Авенир ҫавӑн чухне Давида каланӑ: акӑ тӑратӑп та каятӑп, патша хуҫамӑм патне Израилӗн пӗтӗм халӑхне пуҫтарса килетӗп; вӗсем санпа килӗшӳ тӑвӗҫ те, хӑвӑн чуну кӑмӑлланӑ пек, эсӗ пуринӗн те патши пулса тӑрӑн, тенӗ. Давид вара Авенира чарса тӑман, лешӗ ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
22
Акӑ ӗнтӗ Давид тарҫисем Иоавпа пӗрле ҫапӑҫуран таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле пысӑк тупӑш илсе килнӗ; Авенир ун чухне Хевронра Давидпа пӗрле пулман ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн Давид ӑна чарса тӑман та, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайнӑ.
23
Иоав тата унпа пӗрле ҫӳренӗ пӗтӗм ҫар каялла таврӑнсассӑн, Иоава ҫапла каласа панӑ: патша патне Авенир, Нир ывӑлӗ, килнӗччӗ, патша ӑна тытса тӑмарӗ те, вӑл ыррӑн-сыввӑн тухса кайрӗ, тенӗ.
24
Иоав ӗнтӗ патша патне пынӑ та: мӗн турӑн эсӗ? тенӗ. Акӑ сан патна Авенир килнӗ пулнӑ; мӗншӗн кӑларса ятӑн ӑна, мӗншӗн-ха вӑл тухса кайнӑ?
25
Эсӗ Авенира, Нир ывӑлне, пӗлетӗн: вӑл сана улталама, эсӗ ӑҫтан кӗрсе ӑҫтан тухса ҫӳренине, эсӗ мӗн тунине пӗлсе кайма килнӗ, тенӗ.
26
Иоав вара Давид патӗнчен тухнӑ та хӑйӗн ҫыннисене Авенир хыҫҫӑн ӑна хӑваласа ҫитме янӑ; вӗсем ӑна Сир ҫӑлӗ патӗнчен каялла илсе килнӗ, Давида ҫакӑн ҫинчен пӗлтермен.
27
Авенир Хеврона таврӑнсассӑн, вӑрттӑн калаҫмалли пур тесе, Иоав ӑна хапхан шал енне илсе кӗнӗ те унта хырӑмӗнчен чиксе пӑрахнӑ. Авенир ҫапла Иоавпа пӗртӑван Асаил юнӗшӗн вилнӗ.
28
Кайран Давид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те каланӑ: Нир ывӑлӗ Авенир юнӗшӗн эпӗ те, ман патшалӑхӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрне те айӑплӑ пулас ҫук;
29
айӑпӗ Иоав пуҫӗпе ун ашшӗн килӗ ҫине ӳктӗр; Иоав килӗ нихӑҫан та вӑрлӑхӗ юхса ҫӳрекен ҫынсӑр е тилҫе ернӗ ҫынсӑр, е туяпа ҫӳрекенсӗр, е хӗҫрен пуҫ хуракансӑр, е ҫӑкӑрсӑр аптӑракансӑр ан пултӑр, тенӗ.
30
Иоавпа унӑн Авесса шӑллӗ Авенира ӗнтӗ Гаваон патӗнчи ҫапӑҫура Асаила — хӑйсен пӗртӑванне — вӗлернӗшӗн вӗлернӗ.
31
Вара Давид Иоава тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫынна ҫапла каланӑ: тумтирӗрсене туртса ҫурӑр, хурлӑх тумтирӗ тӑхӑнӑр, Авениршӑн хӳхлӗр, тенӗ. Давид патша ӗнтӗ унӑн тупӑкӗ хыҫҫӑн пынӑ.
32
Авенира Хевронра пытарнӑ чухне патша Авенир тупӑкӗ умӗнче татӑлса макӑрнӑ; пӗтӗм халӑх та макӑрнӑ.
33
Патша Авениршӑн хурланса ҫапла каласа макӑрнӑ: Авенирӑн йӗксӗк вилӗмӗпе вилмеллеччӗ-и вара?
34
Аллусене сӑнчӑрламан пулнӑ, урусене тӑлламан пулнӑ, анчах эсӗ хурах аллинчен ӳксе вилнӗ пек вилтӗн. Пӗтӗм халӑх уншӑн тата хытӑрах йӗре пуҫланӑ.
35
Каҫ пуличчен пӗтӗм халӑх Давид патне пынӑ та ӑна апат ҫиме сӗннӗ, анчах Давид: эпӗ хӗвел аниччен ҫӑкӑр е мӗн те пулин астивсе пӑхас пулсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тесе тупа тунӑ.
36
Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм халӑх пӗлнӗ; патша мӗн туни пӗтӗмпех килӗшнӗ пек, ҫапла калани те халӑха килӗшнӗ.
37
Вара ҫав кун пӗтӗм халӑх, пӗтӗм Израиль Авенирӑн — Нир ывӑлӗн — вилӗмӗ патшаран килменнине пӗлнӗ.
38
Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: пӗлетӗр-и, ҫакӑ кун Израильре ҫулпуҫ, чаплӑ ҫын, пуҫ хучӗ;
39
эпӗ, патшана ларма ҫу сӗрнӗ ҫын пулсан та, халлӗхе вӑйсӑр-ха, ку ҫынсем вара, Саруия ывӑлӗсем, манран вӑйлӑрах; усал тӑвакана усаллӑхне кура Ҫӳлхуҫа тавӑрса патӑр! тенӗ.
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24