bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 21
2 Samuel 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
1
Давид вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫинче виҫӗ ҫул умлӑн-хыҫлӑн выҫлӑх пулнӑ. Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ. Ҫӳлхуҫа ҫапла каланӑ: ку вӑл Саулшӑн, унӑн юнӑҫлӑ килӗшӗн, вӑл Гаваон ҫыннисене вӗлернӗшӗн ҫитнӗ, тенӗ.
2
Давид вара Гаваон ҫыннисене чӗнтернӗ те вӗсемпе калаҫнӑ. Гаваон ҫыннисем Израиль ывӑлӗсем мар, аморрейсен чӗрӗ юлнӑ юлашки ҫыннисем пулнӑ; израильсем вӗсене, тивместпӗр тесе, тупа тунӑ пулнӑ, анчах Саул, Израильпе Иуда тӑхӑмӗсемшӗн тӑрӑшса, вӗсене тӗп тума шутланӑ.
3
Давид Гаваон ҫыннисене каланӑ: ман сирӗншӗн мӗн тӑвас-ха, Ҫӳлхуҫа халӑхне сирӗнтен пиллӗх пултӑр тесе, сире мӗнле ҫырлахтарас-ха? тенӗ.
4
Гаваон ҫыннисем ӑна каланӑ: пире Саулран, унӑн килӗнчен ылтӑн та, кӗмӗл те кирлӗ мар, Израильре пирӗн никама та вӗлерме ирӗк ҫук, тенӗ. Патша каланӑ: мӗн кирлӗ вара сире? сирӗншӗн ҫавна тӑвӑп эпӗ, тенӗ.
5
Вӗсем патшана каланӑ: пирӗн халӑха пӗтернӗ, пирӗн халӑха Израилӗн нихӑш ҫӗрӗнче те юлмалла мар кӑклама шутланӑ ҫын кирлӗ пире,
6
унӑн ӑрӑвӗнчен ҫичӗ ҫын пар та пире, эпир вӗсене Ҫӳлхуҫа суйласа илнӗ Саулӑн хулинче, Гивӑра, Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакса хурӑпӑр, тенӗ. Патша: ҫапла тӑвӑп, тенӗ.
7
Анчах патша, хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен.
8
Патша Айя хӗрӗн Рицпан икӗ ывӑлне, Саула ҫуратса панӑ Арманпа Мемфивосфее, тата Саул хӗрӗн Мерован пилӗк ывӑлне, Адриэла — Мехола ҫыннин Верзеллийӗн ывӑлне — ҫуратса панӑскерсене, суйласа илнӗ те
9
Гаваон ҫыннисен аллине панӑ, вара лешӗсем вӗсене ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакнӑ. Ҫиччӗшӗ пурте пӗрлех вилнӗ; вӗсене ӗҫҫи пуҫлансан, урпа вырма тухсан, вӗлернӗ.
10
Айя хӗрӗ Рицпа хуйхӑ тумтирӗ илнӗ те ӑна ҫавӑнта ту ҫине сарса хунӑ, ӗҫҫи пуҫламӑшӗнчен пуҫласа Турӑ шывӗ тӳперен тӑкӑнма тытӑничченех ҫавӑнта ларнӑ, вилесене кӑнтӑрла вӗҫен кайӑксенчен, ҫӗрле тискер кайӑксенчен сыхланӑ, вӗсене тӗкӗнме паман.
11
Айя хӗрӗ Рицпа, Саулӑн ҫум-арӑмӗ, мӗн тунине Давида пӗлтернӗ. [Ҫакнӑ ҫынсем типсе кайнӑ; вара вӗсене улӑпсен йӑхӗнчи Дан, Иоя ывӑлӗ, илсе кайнӑ.]
12
Давид ӗнтӗ Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене Галаадри Иавис ҫыннисенчен кайса илнӗ: филистимсем Саула Гелвуй тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ хыҫҫӑн унӑн ӳчӗпе Ионафан ӳтне Беф-Санра ҫакса хурсан, Иавис ҫыннисем вӗсене вӑрттӑн хӑйсен хулине илсе кайнӑ пулнӑ.
13
Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.
14
Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ. Патша мӗн хушнине йӑлтах тунӑ та, Турӑ вара ҫӗршывшӑн кӗлтунине илтнӗ, ҫырлахнӑ.
15
Каллех филистимсемпе израильсем хушшинче вӑрҫӑ пуҫланнӑ. Давидпа унӑн тарҫисем тухнӑ та филистимсемпе ҫапӑҫнӑ; Давид ӗшенсе ҫитнӗ.
16
Ҫавӑн чухне Рефаимсен тӑхӑмӗсенчен пӗри, Иесвий, Давида вӗлересшӗн пулнӑ: унӑн сӑнни виҫҫӗр пӑхӑр сикль йывӑрӑш тайнӑ, пилӗкӗнчен тата ҫӗнӗ хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ.
17
Патшана вилӗмрен хӑтӑлма Саруия ывӑлӗ Авесса пулӑшнӑ, [Авесса Давида ҫӑлса хӑварнӑ,] вӑл филистим ҫыннине амантса вӗлерсе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Давид ҫыннисем тупа туса каланӑ: урӑх эсӗ пирӗнпе пӗрле вӑрҫа тухмӑн, Израиль ҫути сӳнсе ан лартӑр, тенӗ.
18
Унтан каллех Гоб теекен вырӑнта филистимсемпе вӑрҫӑ пулса иртнӗ; Хушат ҫынни Совохай ҫавӑн чухне Рефаимсен тӑхӑмӗсен пӗр ҫыннине, Сафута, вӗлернӗ.
19
Гоб теекен вырӑнта тепӗр ҫапӑҫу та пулса иртнӗ; ҫавӑн чухне Елханан — Вифлеем ҫыннин Ягаре-Оргимӑн ывӑлӗ — Геф ҫыннине Голиафа вӗлернӗ, лешӗн сӑнӑ аври те пир тӗртекенсен хивси пекех пулнӑ.
20
Геф хулинче те ҫапӑҫу пулса иртнӗ; унта ҫӳллӗ те капмар пӗр ҫын пулнӑ; алли те, ури те унӑн ултшар пӳрнеллӗ пулнӑ, пурӗ — ҫирӗм тӑватӑ пӳрне, ҫавӑ та Рефаим тӑхӑмех пулнӑ,
21
вӑл израильсене усал сӑмахсемпе хӑртнӑ; ӑна вара Ионафан — Давид пиччӗшӗн Сафайӑн ывӑлӗ — вӗлернӗ.
22
Ҫавсем тӑваттӑшӗ те Гефра пурӑнакан Рефаим йӑхӗн ҫыннисем пулнӑ, вӗсем Давидпа ун тарҫисен аллинчен пӗтнӗ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24