bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 20
2 Samuel 20
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
1
Унта, ӑнсӑртран тенӗ пек, Савей ятлӑ пӗр киревсӗр ҫын пулнӑ, вӑл Бихри ывӑлӗ, Вениамин ҫынни пулнӑ; ҫавӑ трупа кӑшкӑртса янӑ та каланӑ: Давидра пирӗн пай ҫук, Иессей ывӑлӗнче пирӗн тӳпе ҫук; израильсем, пурте чатӑрӑрсене саланӑр! тенӗ.
2
Израильсем пурте Давидран уйӑрӑлнӑ та Бихри ывӑлӗ Савей хыҫҫӑн кайнӑ; иудейсем вара Иорданран пуҫласа Иерусалим таранах хӑйсен патши майлӑ пулнӑ.
3
Давид Иерусалимри керменне таврӑннӑ та кил хураллама хӑварнӑ вунӑ ҫум-арӑмне уйрӑм ҫурта вырӑнаҫтарнӑ, вӗсене ҫавӑнта тытса-пӑхса усранӑ, анчах патша вӗсем патне ҫӳремен. Вӗсем унта мӗн виличченех тӑлӑх арӑмӑн пурӑннӑ.
4
Давид Амессая каланӑ: виҫӗ кун хушшинче иудейсене ман патӑма пуҫтар, ху та кунта кил, тенӗ.
5
Амессай иудейсене чӗнме кайнӑ, анчах палӑртнӑ вӑхӑта таврӑнма ӗлкӗреймен.
6
Давид вара Авессана каланӑ: халӗ Бихри ывӑлӗ Савей пирӗншӗн Авессаломран та усалрах ӗҫ тӑвӗ; хуҫу тарҫисене ил те ӑна йӗрлесе кай — ҫирӗплетнӗ хуласене ан тартӑр вӑл, пирӗн куҫран ан ҫухалтӑр, тенӗ.
7
Бихри ывӑлне Савее йӗрлеме Авесса хыҫҫӑн Иерусалимран тата Иоав ҫыннисем, хелефейсемпе фелефейсем, мӗнпур паттӑр тухса кайнӑ.
8
Гаваон ҫывӑхӗнчи пысӑк чул патӗнче вӗсене Амессай тӗл пулнӑ. Иоав ҫар тумне тӑхӑннӑ пулнӑ, пилӗкӗнчен хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ. Хӗҫӗ унӑн йӗнӗре пулнӑ, ӑна ҫӑмӑлллӑнах кӑларнӑ, ҫӑмӑлллӑнах каялла чикнӗ.
9
Иоав Амессая: сывӑ-и, тӑванӑм? тенӗ. Чуптӑвас тесе, Иоав сылтӑм аллипе ӑна сухалӗнчен ярса тытнӑ.
10
Амессай ӗнтӗ Иоав аллинчи хӗҫрен сыхланман та, лешӗ ӑна хырӑмран чикнӗ, Амессайӑн ӑшчикӗ ҫӗр ҫине тухса ӳкнӗ, Иоав иккӗмӗш хут чикмен те — Амессай вилсе выртнӑ. Иоавпа унӑн шӑллӗ Авесса вара Бихри ывӑлне Савее малалла хӑваласа кайнӑ.
11
Иоавӑн пӗр ҫынни Амессай вилли патӗнче кӑшкӑрса тӑнӑ: Иоава парӑннисем, Давид майлисем, пурте Иоав хыҫҫӑн кайӑр! тенӗ.
12
Амессай вара, [вилнӗскер,] ҫул варринче юн ӑшӗнче выртнӑ; леш ҫынни, пӗтӗм халӑх тата иртен-ҫӳрен виле патӗнче чарӑнса тӑнине курса, Амессая ҫул ҫинчен хирелле сӗтӗрсе кайнӑ та ӑна тумтирпе витсе хӑварнӑ.
13
Амессая ҫул ҫинчен сӗтӗрсе кайса пӑрахсассӑн, пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иоав хыҫҫӑн Бихри ывӑлне Савее йӗрлесе кайнӑ.
14
Иоав вара Израилӗн пӗтӗм йӑхӗ урлӑ иртсе Авел-Беф-Мааха патне ҫитнӗ, кайран пӗтӗм Берим урлӑ иртнӗ; [ҫавӑнти хуласенче пурӑнакансем пурте] пуҫтарӑннӑ та ун хыҫҫӑн пынӑ.
15
Савее ӗнтӗ Авел-Беф-Мааха хулинче хӑваласа ҫитнӗ; хулине хупӑрласа илнӗ; хула ҫумне тӑпрас купаласа хӳме патнех ҫывӑхарнӑ, Иоавпа пӗрле пынӑ ҫынсем пурте хӳмене аркатма тӑрӑшнӑ.
16
Ҫавӑн чухне пӗр ӑслӑ хӗрарӑм хула хӳми ҫинчен кӑшкӑрса каланӑ: итлӗр, итлӗр, Иоава калӑр-ха — кунта килтӗр, эпӗ унпа калаҫса пӑхасшӑн, тенӗ.
17
Иоав ун патне пынӑ та, хӗрарӑм ӑна: Иоав эсӗ-и? тенӗ. Иоав: эпӗ, тенӗ. Хӗрарӑм каланӑ: хӑвӑн чурун сӑмахӗсене итле, тенӗ. Иоав: итлетӗп, тенӗ.
18
Хӗрарӑм каланӑ: унччен ҫапла каларӑш пурччӗ: «ыйтас тетӗн пулсан, Авелра ыйт» тетчӗҫ; ӗҫе ҫапла татса панӑ. [Израильсен шанчӑклӑ ҫыннисем юлнӑ-и? Ӗнтӗ Авелра ыйтчӑр: юлнӑ-и?]
19
Эпӗ — Израилӗн тӑнӑҫлӑ та шанчӑклӑ хулисенчен, эсӗ вара ҫак хулана, Израиль [хулисенӗн] амӑшне, тӗп тӑвасшӑн-и? Эсӗ мӗншӗн Ҫӳлхуҫа еткерне аркатасшӑн?
20
Иоав вара ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ун пек тӑвас ҫук — ҫӗмӗрмӗп те, аркатмӑп та!
21
Ку ун пек мар; анчах Ефрем тӑвӗ ҫинчен килнӗ ҫын — Савей ятлӑскер, Бихри ывӑлӗ — Давид патша ҫине алӑ ҫӗклерӗ; пӗр ҫавна ҫеҫ тытса парӑр мана, вара эпӗ хула патӗнчен кайӑп, тенӗ. Хӗрарӑм вара Иоава каланӑ: акӑ унӑн пуҫне сана хӳме ҫинчен пӑрахса парӗҫ, тенӗ.
22
Хӗрарӑм пӗтӗм халӑхпа канашланма кайнӑ, хӑйӗн ӑслӑ сӑмахне пӗлтернӗ, [пӗтӗм хулана Бихри ывӑлӗн Савейӗн пуҫне касма сӗнсе калаҫнӑ]. Савей пуҫне каснӑ та Иоава пӑрахса панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн [Иоав] трупа кӑшкӑртса янӑ, хулана хупӑрланӑ [ҫынсем] пурте хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ; Иоав ӗнтӗ Иерусалима патша патне таврӑннӑ.
23
Вара Иоава пӗтӗм Израиль ҫарӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Иодай ывӑлӗ Ванея — хелефейсемпе фелефейсен пуҫлӑхӗ,
24
Адорам — хырҫӑ пуҫтараканӗ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ,
25
Суса ҫыруҫӑ пулса тӑнӑ; Садокпа Авиафар унчченхи пекех тӗп священниксем пулнӑ;
26
ҫавӑн пекех Давид патӗнче Иаир ҫынни Ира та священник пулнӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24