bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 6
2 Samuel 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 7 →
1
Давид каллех Израилӗн чи лайӑх ҫар ҫыннисене пуҫтарнӑ — вӑтӑр пин ҫын.
2
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫын херувимсем ҫинче ларакан Саваоф Турӑ ячӗпе хисепленекен Турӑ саккунӗн арчине Иуда ҫӗрӗнчи Ваалран куҫарса килме кайнӑ.
3
Турӑ саккунӗн арчине ҫӗнӗ ҫар урапи ҫине лартнӑ та ӑна тӳпемре ларакан Аминадав ҫуртӗнчен турттарса тухнӑ. Ҫӗнӗ ҫар урапине Аминадав ывӑлӗсем — Оза тата Ахио — тытса пынӑ.
4
Турӑ саккунӗн арчине лартнӑ ҫар урапине Аминадавӑн тӳпемре вырӑнаҫнӑ ҫуртӗнчен хускатса тухнӑ; [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчи умӗнче Ахио утса пынӑ.
5
Давид тата пӗтӗм Израиль ывӑлӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче кипарис йывӑҫӗнчен тунӑ сӑпрайсем каласа пынӑ, цитра, псалтирь, параппан, систр, кимвал сассисем янӑраса тӑнӑ.
6
Нахон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи [ан ӳктӗр тесе,] аллине ун еннелле тӑснӑ.
7
Анчах Ҫӳлхуҫа Озана ҫилленнӗ, ҫапла чӑрсӑрланнӑшӑн Турӑ ӑна ҫавӑнтах, Турӑ саккунӗн арчи умӗнчех, вӗлерсе пӑрахнӑ.
8
Ҫӳлхуҫа Озана вӗлерсе пӑрахнӑшӑн Давид питех те куляннӑ. Ҫав вырӑна паянхи кунчченех Оза вилнӗ вырӑн теҫҫӗ.
9
Ҫав кун Давид Ҫӳлхуҫаран хӑраса ӳкнӗ те: Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хам пата епле илсе кӗрес-ха? тенӗ.
10
Давид вара Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫынни Аведдар ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.
11
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчи Геф ҫынни Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдара тата унӑн пӗтӗм килне пилленӗ.
12
Давид патша патне «Турӑ саккунӗн арчишӗн Аведдара тата унӑн мӗн пуррине пурне те Ҫӳлхуҫа пилленӗ» тесе хыпар ҫитерсессӗн, Давид кайнӑ та Турӑ саккунӗн арчине Аведдар ҫуртӗнчен Давид хулине чаплӑн куҫарса килнӗ.
13
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракансем ултшар утӑм тумассерен вӑл парнелӗх пӑру тата така панӑ.
14
Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнӑҫлӑн сиккелесе-ташласа пынӑ, хӑй вӑл йӗтӗн ефод тӑхӑннӑ пулнӑ.
15
Давид тата мӗнпур Израиль халӑхӗ Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине ҫапла савӑнса, хаваслӑн кӑшкӑрса, трупа кӑшкӑртса ҫӗклесе пынӑ.
16
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине Давид хулине илсе кӗнӗ чухне Мелхола, Саул хӗрӗ, чӳречерен пӑхса тӑнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче сиккелесе те ташласа пыракан Давид патшана курсассӑн, вӑл ӑна хӑй ӑшӗнче хурланӑ.
17
Ҫӳлхуҫа саккунӗн арчине кӗлӗ чатӑрӗн варрине хӑйӗн вырӑнне лартнӑ, ку чатӑра Давид ун валли тутарнӑ пулнӑ; вара Давид Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ.
18
Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳрсе пӗтерсессӗн, Давид халӑха Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе пилленӗ;
19
ун хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм халӑха, израильсен пысӑк йышне, [Данпа Вирсавия хушшинче пурӑнакансене] — арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те — кашнинех пӗрер ҫӑкӑр, пӗрер татӑк ӑшаланӑ аш тата пӗрер иҫӗм кукӑлӗ валеҫсе панӑ. Вара ҫынсем килӗсене саланнӑ.
20
Давид хӑйӗн килне пиллеме таврӑнсан, Саул хӗрӗ Мелхола ӑна хирӗҫ тухнӑ [та ӑна саламласа] ҫапла каланӑ: паян Израиль патши хӑйне еплерех чапа кӑларчӗ, ниме тӑман ҫын ҫарамасланнӑ пек, хӑйӗн чурисен арӑмӗсем умӗнче ҫарамасланчӗ! тенӗ.
21
Давид Мелхолӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа умӗнче [ташлӑп эпӗ, Ҫӳлхуҫа мухтавлӑ], Вӑл мана санӑн аҫупа унӑн килӗнчен те маларах хучӗ, мана Ҫӳлхуҫа халӑхӗн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулма ҫирӗплетрӗ; Ҫӳлхуҫа умӗнче кӗвӗ те калӑп, ташлӑп та;
22
эпӗ хама тата ытларах та хурлӑп, хама хам ытларах та кӗҫӗне хурӑп, анчах эсӗ калакан хӑрхӑмсем умӗнче эпӗ мухтавлӑ пулӑп, тенӗ.
23
Саул хӗрӗн Мелхолӑн вара хӑй виличчен те ача пулман.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24