bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 12
2 Samuel 12
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 13 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫа вара Давид патне Нафан [пророка] янӑ, лешӗ ун патне пынӑ та каланӑ: пӗр хулара икӗ ҫын пулнӑ, пӗри — пуян, тепӗри — чухӑн;
2
пуяннин вак выльӑх та, шултӑра выльӑх та питӗ йышлӑ пулнӑ,
3
чухӑннин вара пӗртен-пӗр сурӑхсӑр пуҫне нимӗн те пулман, вӑл ӑна путеклех туяннӑ та ҫитерсе ӳстернӗ, ҫак путек унӑн ачисемпе пӗрле ӳснӗ; унӑн ҫиес ҫӑкӑрне ҫинӗ, унӑн алтӑрӗнчен ӗҫнӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумӗнче ҫывӑрнӑ, вӑл уншӑн хӗрӗ пекех пулнӑ;
4
пуян ҫын патне ҫулҫӳрен кӗнӗ те, лешӗ ҫулҫӳрен валли [апат] хатӗрлеме хӑйӗн сурӑхне е вӑкӑрне хӗрхеннӗ, вӑл ӗнтӗ чухӑнӑн сурӑхне пуснӑ та ҫав ҫын валли апат хатӗрленӗ.
5
Давид ҫак ҫынна тарӑхса кайнӑ та Нафана каланӑ: Турӑ пур! ҫавӑн пек тунӑ ҫын вилӗме тивӗҫлӗ;
6
ҫапла тунӑшӑн, хӗрхенме пӗлменшӗн унӑн сурӑхшӑн тӑватӑ хут тӳлемелле, тенӗ.
7
Нафан вара Давида каланӑ: [ҫавӑн пек тунӑ] ҫын — эсӗ вӑл, тенӗ. Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ ҫапла калать: Эпӗ сана Израиль патши пулма ҫу сӗртӗм, Эпӗ сана Саул аллинчен хӑтартӑм,
8
сана хуҫун ҫуртне тата хуҫун арӑмӗсене патӑм, сана Израильпе Иуда килне патӑм, [саншӑн] ҫакӑ та сахал пулсассӑн, сана тата та хушса панӑ пулӑттӑм;
9
мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахне уямарӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче усал ӗҫ турӑн? Хет ҫыннине Урияна эсӗ хӗҫпе вӗлертӗн; унӑн арӑмне хӑвӑн арӑму турӑн, Урияна вара аммонсен хӗҫӗпе вӗлертӗн;
10
Мана уяманшӑн тата хет ҫыннин Уриян арӑмне хӑвӑн арӑму пулма илнӗшӗн санӑн килӳнтен ӗмӗрӗпе те хӗҫ хӑпмӗ, тесе калать, тенӗ.
11
Ҫапла калать Ҫӳлхуҫа: акӑ Эпӗ сан ҫине хӑвӑн килӳнтенех усаллӑх ярӑп, хӑвӑн куҫу умӗнчех арӑмусене илӗп те вӗсене хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна парӑп, вӑл вара санӑн арӑмусемпе ҫак хӗвел умӗнчех ҫывӑрӗ;
12
эсӗ вӑрттӑн турӑн, Эпӗ вара ҫакна пӗтӗм Израиль умӗнче, хӗвел умӗнче тӑвӑп, тет.
13
Давид ӗнтӗ Нафана каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗм, тенӗ. Нафан Давида каланӑ: Ҫӳлхуҫа санӑн ҫылӑхна каҫарчӗ; эсӗ вилместӗн,
14
анчах эсӗ ҫак ӗҫӳпе Ҫӳлхуҫа тӑшманӗсене Ӑна хурлама сӑлтав тупса патӑн, ҫавӑнпа та санӑн ҫуралнӑ ывӑлу вилӗ, тенӗ.
15
Нафан ӗнтӗ килне кайнӑ. Давида Урия арӑмӗ ҫуратса панӑ ача вара Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе чирлесе ӳкнӗ.
16
Давид ӗнтӗ ачашӑн Турра тархасласа кӗлтунӑ, Давид типӗ тытнӑ, пӗр-пӗччен ҫӗр ҫинче выртса ҫӗр каҫнӑ.
17
Ун патне хӑй йӑхӗнчи аслӑ ҫынсем пынӑ, ӑна ҫӗртен ҫӗклесе тӑратасшӑн пулнӑ; анчах вӑл тӑрасшӑн пулман, вӗсемпе пӗрле апат та ҫимен.
18
Ҫиччӗмӗш кунхине ача вилнӗ, тарҫисем Давида ача вилсе кайни ҫинчен пӗлтерме хӑранӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: ача пурӑннӑ чухне эпир ӑна йӑпатса калаҫаттӑмӑр, вӑл пире ун чухне те итлемерӗ, «ача вилчӗ» тесе мӗнле калас-ха ӑна? Вӑл мӗн те пулин ырӑ мар ӗҫ туса хурӗ, тенӗ.
19
Давид ӗнтӗ тарҫисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнине курнӑ та ача вилнине ӑнкарса илнӗ, Давид хӑйӗн тарҫисенчен ыйтнӑ: ача вилчӗ-им? тенӗ. Ӑна: вилчӗ, тенӗ.
20
Ун хыҫҫӑн Давид ҫӗр ҫинчен тӑнӑ, ҫӑвӑннӑ, ҫупа сӗрӗннӗ, тумтирне улӑштарнӑ, вара Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайнӑ, кӗлтунӑ. Киле таврӑнсассӑн хӑйне апат пама хушнӑ та, вӑл апатланнӑ.
21
Тарҫисем ӑна каланӑ: эсӗ мӗншӗн ҫапла тӑватӑн? ача чӗрӗ чухне эсӗ типӗ тытрӑн, макӑртӑн, [ҫывӑрмарӑн]; ача вилчӗ те, эсӗ ура ҫине тӑтӑн, апат ҫирӗн, [ӗҫрӗн], тенӗ.
22
Давид каланӑ: ача чӗрӗ чухне эпӗ типӗ тытрӑм, макӑртӑм, кам пӗлес пур, тен, Ҫӳлхуҫа мана каҫарӗ те, ача чӗрӗ юлӗ тесе шухӑшларӑм.
23
Халӗ вара ача вилчӗ; мӗншӗн типӗ тытмалла-ха манӑн? Эпӗ ӑна каялла тавӑрӑп-и? Эпӗ ун патне кайӑп, анчах вӑл ман патӑма таврӑнмӗ.
24
Давид ӗнтӗ хӑйӗн арӑмне Вирсавияна йӑпатнӑ, ун патне кӗнӗ, унпа ҫывӑрнӑ; Вирсавия [йывӑрланнӑ та] ывӑл ҫуратнӑ, ӑна Соломон тесе ят панӑ. Ҫӳлхуҫа Соломона юратнӑ,
25
Вӑл унта Нафан пророка янӑ та, лешӗ Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх ачана Иедидиа тесе ят панӑ.
26
Иоав ӗнтӗ аммонсен хулине Раввӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, патша хулине халь-халь ярса илесси ҫеҫ юлнӑ.
27
Иоав вара Давид патне ҫапла калама ҫын янӑ: эпӗ Раввӑна тапӑнтӑм та хула шывне ярса илтӗм;
28
халӗ ӗнтӗ ытти халӑха пуҫтар та хула патне килсе ӑна ярса ил: эпӗ ярса илес пулсассӑн, ӑна манӑн ята парӗҫ.
29
Давид вара пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ та Равва патне ҫитнӗ, ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна туртса илнӗ.
30
Давид вӗсенӗн патши пуҫӗнчен пуҫкӑшӑльне хывса илнӗ, — унта пӗр талант ылтӑн та темӗн чухлӗ хаклӑ йышши чул пулнӑ, — Давид ӑна хӑйӗн пуҫне тӑхӑннӑ, тата хуларан питӗ нумай пурлӑх илсе тухнӑ.
31
Унти халӑха вара хуларан илсе тухнӑ та вӗсене пӑчкӑ, тимӗр тӑпачӑ, тимӗр пуртӑ айне тунӑ, вӗсене ҫунакан кӑмакана пӑрахнӑ. Аммонсен мӗнпур хулине вӑл ҫапла тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид тата пӗтӗм халӑх Иерусалима таврӑннӑ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24