bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 24
2 Samuel 24
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
1
Ҫӳлхуҫа Израиле каллех ҫилленсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа Вӑл Давида халӑх йышне шута илме чарман, Давид ӗнтӗ: кайӑр та Израильпе Иудӑна шутласа тухӑр, тенӗ.
2
Патша вара хӑй ҫумӗнчи ҫарпуҫа Иоава каланӑ: Израилӗн [тата Иудӑн] пӗтӗм йӑхӗ патне Данран пуҫласа Вирсавия таран ҫитсе кил, халӑх йышне шутласа тухӑр, эпӗ мӗн чухлӗ ҫын пулнине пӗлем, тенӗ.
3
Иоав патшана каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру халӑх йышне хальхи чухлӗ тепре хуштӑр, тата ҫӗр хут ытларах хуштӑр, патша хуҫамӑн куҫӗ ҫакна куртӑр; анчах патша хуҫамӑм мӗншӗн ҫак ӗҫе тӑвасшӑн-ха? тенӗ.
4
Анчах патша Иоавпа ҫарпуҫсене каланӑ сӑмах ҫӗнтернӗ. Иоав ҫарпуҫсемпе пӗрле Израиль халӑхне шутлама тухса кайнӑ.
5
Вӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ та Гад айлӑмӗн варринче, Иазер енче вырӑнаҫнӑ Ароер хулинче, унӑн сылтӑм хутлӑхӗнче, чарӑнса тӑнӑ;
6
унтан Галаада тата Тахтим-Ходши ҫӗрне ҫитнӗ; Дан-Яан хулинче пулнӑ, Сидон тавра ҫаврӑннӑ;
7
Тир керемӗ патне ҫитнӗ, хивейсемпе ханаансен мӗнпур хулинче пулнӑ, Иудейӑн кӑнтӑр енне Вирсавияна тухнӑ;
8
пӗтӗм ҫӗре ҫаврӑнса тухнӑ та тӑхӑр уйӑх та ҫирӗм кунран Иерусалима таврӑннӑ.
9
Вара Иоав халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва патшана панӑ; ун тӑрӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ, вӑйпитти израильсем сакӑрҫӗр пин ар, иудейсем пилӗкҫӗр пин пулнӑ.
10
Халӑх йышне шута илсе тухсассӑн, Давид чӗри картах сикнӗ. Давид ӗнтӗ Ҫӳлхуҫана каланӑ: ҫапла туса йывӑр ҫылӑха кӗтӗм эпӗ; Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ Сана йӑлӑнатӑп, Хӑвӑн чурун ҫылӑхне каҫарсам: эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.
11
Тепӗр кун ирхине, Давид вӑрансассӑн, Гад пророка — Давид витӗркуранне — Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ:
12
пыр, Давида кайса пӗлтер: Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп; хӑв валли вӗсенчен пӗрне суйласа ил — сана ҫавӑ ҫитӗ.
13
Гад вара Давид патне пынӑ та ӑна ҫапла пӗлтерсе каланӑ: суйласа ил — санӑн ҫӗршывунта ҫичӗ ҫул хушши выҫлӑх пулмалла-и, санӑн хӑвӑн тӑшманусенчен виҫӗ уйӑх тарса ҫӳремелле-и, вӗсем сана йӗрлеччӗр-и е санӑн ҫӗршывунта виҫӗ кун хушши мур чирӗ ҫӳретӗр-и? халӗ шутла та хама Янӑскерне манӑн мӗнле хуравламаллине татса пар, тенӗ.
14
Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ. [Давид тулӑ вырнӑ вӑхӑтра мур чирне суйласа илнӗ.]
15
Ҫӳлхуҫа вара ҫав ирех израильсем ҫине мур чирӗ янӑ, вӑл палӑртнӑ вӑхӑт вӗҫне ҫитиччен тӑсӑлнӑ, [халӑх хушшинче мур чирӗ пуҫланнӑ,] Данпа Вирсавия хутлӑхӗнче ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.
16
Иерусалима пӗтермешкӗн [Турӑ] Ангелӗ ун ҫине аллине тӑснӑ; анчах Ҫӳлхуҫа хулана хӗрхеннӗ те халӑха пӗтерекен Ангела каланӑ: ҫитӗ, халӗ аллуна ус, тенӗ. Турӑ Ангелӗ ҫав вӑхӑтра иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ патӗнче пулнӑ.
17
Халӑха пӗтерекен Ангела курсассӑн, Давид Ҫӳлхуҫана ҫапла каланӑ: ӗнтӗ эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ [кӗтӳҫӗ] йӗркесӗр хӑтлантӑм; кусем — сурӑхсем, вӗсем мӗн тунӑ? Санӑн аллу манӑн тата ман аттемӗн килӗ еннелле ҫаврӑнтӑр, тенӗ.
18
Гад ҫав кун Давид патне пынӑ та каланӑ: пыр, иевусей ҫынни Орна йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ ларт, тенӗ.
19
Давид, Гад [пророк] сӑмахне итлесе, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ.
20
Орна пӑхнӑ та хӑй патнелле килекен патшапа ун тарҫисене курах кайнӑ, вӑл хирӗҫ тухнӑ, ӳпне ӳксе, патшана пуҫҫапнӑ.
21
Орна каланӑ: патша хуҫамӑм хӑйӗн чури патне мӗн тума килчӗ-ши? тенӗ. Давид каланӑ: йӗтемне сутӑн илме, халӑх вилме чарӑнтӑр тесе унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тумалла, тенӗ.
22
Орна Давида каланӑ: патша хуҫамӑма мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те илтӗр, парнине те кӳтӗр. Акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтармашкӑн вӑкӑрсем пур, вутӑ турттарса килме урапа та, ут хатӗрӗ те пур.
23
Патшамӑм, Орна ҫакна йӑлтах патшана парать, тенӗ. Орна патшана тата та каланӑ: Ҫӳлхуҫа Турру сана ырӑлӑх кӳтӗр! тенӗ.
24
Патша Орнана ҫапла каланӑ: ҫук, эпӗ хакне тӳлетӗп, Ҫӳлхуҫа Туррӑма тӳлевсӗр илнӗ парне кӳместӗп, тенӗ. Вара Давид йӗтемпе вӑкӑрсене аллӑ сикль кӗмӗл тӳлесе туяннӑ.
25
Ун хыҫҫӑн Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ. [Каярахпа Соломон парне вырӑнне аслӑлатнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл пӗчӗк пулнӑ.] Вара Ҫӳлхуҫа ҫырлахнӑ, израильсем вилме чарӑннӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24