bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 22
2 Samuel 22
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
1
Хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм тӑшманӗсен аллинчен тата Саул аллинчен хӑтарнӑ кун Давид Ҫӳлхуҫана мухтаса юрӑ юрланӑ, вӑл ҫапла каланӑ:
2
Ҫӳлхуҫа — манӑн тӗрекӗм, манӑн хӑватӑм, мана Хӑтараканӗ.
3
Туррӑм — манӑн чул хысакӑм; эпӗ Ӑна шанатӑп; Вӑл — манӑн хулканӑм, мана ҫӑлакан мӑйрака, манӑн хӳтлӗхӗм, манӑн тарса пытанмалли вырӑнӑм; мана Ҫӑлаканӗ, Эсӗ мана инкек-синкекрен хӑтартӑн!
4
Мухтава тивӗҫлӗ Ҫӳлхуҫана чӗнӗп те — хамӑн тӑшмансенчен ҫӑлӑнӑп.
5
Мана вилӗм хумӗсем хупӑрларӗҫ, мана капланса килнӗ йӗркесӗр ӗҫсем хӑратрӗҫ;
6
тамӑк сӑнчӑрӗсем явса илчӗҫ мана, вилӗм танатисем явакларӗҫ мана.
7
Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм, хамӑн Туррӑма тархасларӑм — Вӑл манӑн сассӑма Хӑйӗн [сӑваплӑ] керменӗнчен илтрӗ, эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Унӑн хӑлхине ҫитрӗ.
8
[Ҫӳлхуҫа вӗсене] ҫилленчӗ те — ҫӗр чӗтрерӗ, силленчӗ, тӳпе никӗсӗсем кисренсе хускалчӗҫ.
9
Унӑн ҫиллипе тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен хыпса ҫӑтакан вут-ҫулӑм тапса тухрӗ; Унран шӗл-кӑвар тӑкӑнса пычӗ.
10
Вӑл пӗлӗте тайӑлтарчӗ те — аяла анчӗ; Унӑн ури айӗнче — сӗм тӗттӗм;
11
херувимсем ҫине ларчӗ те — вӗҫсе кайрӗ, ҫил ҫуначӗ ҫинче вӗҫсе пычӗ;
12
тӳпери пӗлӗтсен шывне ҫӑралатса, сӗмлӗхе Хӑйӗн пӗркенчӗкӗ турӗ;
13
Ун умӗнче ялтӑртатакан ҫутӑран вутлӑ кӑвар хыпса ҫунчӗ.
14
Тӳпере Ҫӳлхуҫа кӗмсӗртеттерсе ячӗ, Ҫӳлти Турӑ ҫапла сасӑ пачӗ;
15
ҫӗмренӗсемпе печӗ те — вӗсене салатрӗ; ҫиҫӗмне [ҫиҫтерчӗ те] — вӗсене тӗп турӗ.
16
Ҫӳлхуҫанӑн хаяр сассипе, Унӑн ҫилли ҫил пек вӗрсе тӑнипе тинӗс тӗпӗсем курӑнчӗҫ, тӗнченӗн тӗпӗ-никӗсӗ уҫӑлчӗ.
17
Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ;
18
мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.
19
Вӗсем хӗн-асаплӑ кунӑмра мана хирӗҫ тӑчӗҫ, анчах Ҫӳлхуҫа манӑн тӗрекӗм пулчӗ,
20
мана ирӗк вырӑна илсе тухрӗ, мана хӑтарчӗ: Вӑл мана кӑмӑллать.
21
Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, аллӑм тасине кура тавӑрса пачӗ мана:
22
эпӗ Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳрерӗм, хамӑн Туррӑм умӗнче усал ҫын пулмарӑм;
23
умӑмрах Унӑн пӗтӗм ӳкӗчӗ, эпӗ Унӑн йӗркисенчен пӑрӑнмарӑм,
24
Унӑн умӗнче айӑпсӑр пултӑм, ҫылӑха кӗресрен сыхлантӑм.
25
Ҫӳлхуҫа мана тӳрӗлӗхӗме кура тавӑрса пачӗ, мана Хӑй куҫӗ умӗнче таса пулнине кура тавӑрса пачӗ.
26
Эсӗ ырӑ ҫыншӑн ырӑ, тӳрӗ ҫыншӑн тӳрӗ,
27
таса ҫыншӑн таса пулатӑн, ултавлӑ ҫынна ултавне кура тавӑрса паратӑн.
28
Эсӗ хурлӑх тӳсекенсене ҫӑлатӑн, мӑнаҫлисем ҫине пӑхса илетӗн те — вӗсене кӗҫӗнлететӗн.
29
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — манӑн ҫуттӑм; Ҫӳлхуҫа манӑн сӗмлӗхе ҫутӑлтарать.
30
Санпа пӗрле эпӗ тӑшман ҫарне аркататӑп, Туррӑмпа пӗрле хӳме урлӑ каҫатӑп.
31
Турӑ! — Унӑн ҫулӗ айӑпсӑр, Ҫӳлхуҫанӑн сӑмахӗ таса. Хӑйне шанакансемшӗн пуриншӗн те хулкан Вӑл.
32
Ҫӳлхуҫасӑр пуҫне кам Турӑ пултӑр тата? пирӗн Турӑсӑр пуҫне кам тата хута кӗрекенӗ?
33
Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать;
34
манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать;
35
аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать.
36
Эсӗ мана Хӑвӑн ҫӑлакан хулканна паратӑн, Санӑн ырӑлӑху мана асла кӑларать.
37
Эсӗ мана пысӑк утӑмпа уттаратӑн, урасем такӑнмаҫҫӗ манӑн.
38
Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, вӗсене аркататӑп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп;
39
вӗсене ҫӗмӗретӗп, аркататӑп, вӗсем тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ.
40
Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхатӑн, мана хирӗҫ тӑракансене ура айне ӳкеретӗн;
41
Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартатӑн, эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп:
42
вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест;
43
эпӗ вӗсене тусан авӑснӑ пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп, ҫӑратӑп.
44
Эсӗ мана халӑхӑм пӑлхавӗнчен хӑтартӑн, мана ют ӑрусен пуҫлӑхӗ пулма сыхласа хӑвартӑн; хам пӗлмен халӑхсемех мана ӗҫлесе тӑраҫҫӗ;
45
ман ҫинчен илтнипех мана пӑхӑнаҫҫӗ; ют ӑру ҫыннисем ман умра йӑпӑлтатаҫҫӗ;
46
ют халӑх ҫыннисем хӑйсен хӳтлӗхӗсенчех сӑнран кайса чӗтресе тӑраҫҫӗ.
47
Ҫӳлхуҫа чӗрӗ, мана хӳтӗлекен мухтавлӑ! Мана ҫӑлакан Турӑ асла тухтӑр!
48
Маншӑн тавӑракан Турӑ, халӑхсене мана пӑхӑнтаракан Турӑ,
49
мана тӑшмансенчен хӑтаракан Турӑ асла тухтӑр! Эсӗ мана хама хирӗҫ тӑракансенчен ҫӳле ҫӗклерӗн, мана хаяр ҫынран хӑтартӑн.
50
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫавӑнпа Сана ют халӑхсем хушшинче мухтавлӑп, Санӑн ятна аслӑласа юрлӑп:
51
Эсӗ — Хӑвӑн патшуна хӑватлӑн ҫӑлаканӗ, Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давида, унӑн йӑхне ӗмӗр-ӗмӗр ырӑлӑх кӑтартаканӗ!
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24