bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 4
2 Samuel 4
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
1
Саул ывӑлӗ [Иевосфей] Авенир Хевронра вилни ҫинчен илтнӗ те, унӑн алли лӑштӑрах усӑннӑ, ӗнтӗ пӗтӗм Израиль аптӑраса ӳкнӗ.
2
Саул ывӑлӗн [Иевосфейӗн] икӗ ҫарпуҫ пулнӑ; пӗри Баана ятлӑ, тепӗри Рихав ятлӑ пулнӑ, вӗсем Вениамин йӑхӗнчи Реммонӑн, Беероф хули ҫыннин, ывӑлӗсем пулнӑ, Беероф вара Вениамин ҫӗрӗ шутланнӑ.
3
Беероф халӑхӗ Гифаим хулине тарса кайнӑ пулнӑ та ҫак кунчченех унта аякран куҫса килнӗ ҫынсем пулса пурӑннӑ.
4
Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ уксах пулнӑ. Саулпа Ионафан пирки Изреельрен хыпар ҫитнӗ чухне вӑл пиллӗкре пулнӑ, ача пӑхакан хӗрарӑм ӑна йӑтнӑ та тарма пуҫланӑ. Вӑл васкаса чупнӑ чухне ача ӳкнӗ те уксах пулса юлнӑ. Унӑн ячӗ — Мемфивосфей.
5
Беероф ҫынни Реммонӑн ывӑлӗсем Рихавпа Баана кун хӗрсе кӑна ҫитнӗ чухне Иевосфей ҫурчӗ патне пынӑ; лешӗ кӑнтӑрла вырӑн ҫинче ҫывӑрнӑ.
6
[Хапха хуралҫи, тулӑ тасатаканскер, тӗлӗрсе ҫывӑрса кайнӑ пулнӑ та,] Рихавпа Баана, пӗртӑвансем, тулӑ илме килнӗ ҫынсем пек пулса, пӳрте кӗнӗ; вӗсем Иевосфее хырӑмран чикнӗ те тухса тарнӑ.
7
Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ;
8
Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.
9
Давид вара Рихавпа Баанана — пӗртӑвансене, Беероф ҫынни Реммонӑн ывӑлӗсене — хуравласа каланӑ: Турӑ пур! Вӑл ман чунӑма пӗтӗм инкекрен хӑтарчӗ! тенӗ;
10
эпӗ ӗнтӗ хама: «Саулпа [Ионафан] вилчӗҫ» тесе хыпарлакана, хӑйне савӑнӑҫлӑ хыпарҫӑ тесе шутлакана, парне парас вырӑнне Секелагра тытса вӗлерттертӗм пулсассӑн,
11
халӗ сире — айӑпсӑр ҫынна хӑйӗн килӗнче, хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӗлернӗ юрӑхсӑр ҫынсене — хӑвӑр юхтарнӑ юншӑн шыраса илмӗп-и вара, сире ҫӗр ҫинчен тӗп тумӑп-и? тенӗ.
12
Тарҫисене хушнӑ та Давид, лешӗсене вӗлернӗ вара, вӗсен аллисемпе урисене касса татнӑ, вӗсене Хевронри пӗве хӗррине ҫакса хунӑ. Иевосфей пуҫне вара Хевронра Авенир тупӑклӑхне пытарнӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24