bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 17
2 Samuel 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 18 →
1
Ахитофел Авессалома каланӑ: вуникӗ пин ҫын суйласа илем те кӗҫӗрех Давида хӑвалама тухса каям, тенӗ;
2
вӑл ӗшенсе ҫитнӗ чухне, алли усӑннӑ чухне тапӑнӑп та ӑна сехӗрлентерсе ӳкерӗп; унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем тарса саланӗҫ; эпӗ патшана ҫеҫ вӗлерӗп,
3
мӗнпур ҫынна сан майлӑ ҫавӑрӑп; вӗсем хушшинче пӗр ҫын пулмасанах, — эсӗ шӑпах ҫавӑн чунне шыратӑн ӗнтӗ, — пӗтӗм халӑх лӑпланӗ.
4
Ку сӑмах Авессалома та, Израилӗн аслӑ ҫыннисене те килӗшнӗ.
5
Вара Авессалом каланӑ: Архи ҫыннине Хусие чӗнсе килӗр-ха; тата вӑл мӗн каланине итлесе пӑхар, тенӗ.
6
Хусий ӗнтӗ Авессалом патне пынӑ. Авессалом ӑна ҫапла тесе каланӑ: Ахитофел акӑ мӗнле калать; вӑл каланӑ пек тумалла-и? апла мар пулсан, эсӗ кала, тенӗ.
7
Хусий Авессалома каланӑ: ку хутӗнче Ахитофел панӑ канаш лайӑх мар, тенӗ.
8
Хусий тата малалла каланӑ: эсӗ хӑвӑн аҫуна, унӑн ҫыннисене пӗлетӗн; вӗсем хӑюллӑ, тата вӗсем ҫурисене туртса илнӗ хирти упа ами пекех хаярланса ҫитнӗ, [тата хир сысни пекех тискер,] санӑн аҫу — ҫапӑҫма хастар ҫын; вӑл халӑхпа пӗрле ҫӗр каҫма юлмасть.
9
Халӗ вӑл пӗр-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗнче е урӑх вырӑнта пытанса тӑрать, вӗсене малтан тапӑннӑ чухне сан ҫыннусенчен кам та пулсан вилсессӗн, ҫынсем илтӗҫ те: «Авессалом хыҫҫӑн кайнӑ ҫынсем вилсе выртрӗҫ» тейӗҫ,
10
ун чухне чи хӑюлли те, арӑслан чӗрелли те сехӗрленсе ӳкӗ — санӑн аҫу мӗнле паттӑррине, унпа пӗрле ҫӳрекенсем мӗнле хӑюллине пӗтӗм Израиль пӗлет.
11
Ҫавӑнпа та ҫапла канаш паратӑп: сан патна пӗтӗм Израиль — Данран пуҫласа Вирсавия таранах — тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пӗрчи пек йышлӑн пуҫтарӑнтӑр та, эсӗ ху вӗсемпе пӗрле кайӑн;
12
вара эпир, вӑл кирек хӑш вырӑнта пулсассӑн та, ӑна хирӗҫ тухӑпӑр та, ҫӗр ҫине сывлӑм ӳкнӗ пек, ӑна тапӑнӑпӑр; унпа пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗри те чӗрӗ юлаймӗ;
13
эхер те вӑл пӗр-пӗр хулана тарсассӑн, пӗтӗм Израиль ҫав хула патне вӗренсем илсе пырӗ те, эпир вӑл хулана пӗр чул юлмиччен юханшыва кайса пӑрахӑпӑр, тенӗ.
14
Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом та, пӗтӗм Израиль те: Архи ҫынни Хусийӗн канашӗ Ахитофел канашӗнчен лайӑхрах, тенӗ. Ҫапла майпа Ҫӳлхуҫа, Авессалом ҫине инкек ямашкӑн, Ахитофелӑн чи лайӑх канашне пӑрахӑҫламалла тунӑ.
15
Хусий вара Садокпа Авиафар священниксене каланӑ: Ахитофел ӗнтӗ Авессаломпа Израилӗн аслӑ ҫыннисене ҫапла-ҫапла канаш пачӗ, эпӗ ҫапла-ҫапла канаш патӑм.
16
Халӗ часрах ҫын ярӑр та Давида ҫапла калӑр: кӗҫӗр пушхирти тӳремлӗхре ан юл, патша тата унпа пӗрле ҫӳрекен ҫынсем ан пӗтчӗр тесессӗн, часрах тепӗр енне каҫса кай, тейӗр, тенӗ.
17
Ионафанпа Ахимаас вара Рогель ҫӑлкуҫӗ патӗнче тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен хулара курӑнма юраман; ҫавӑнпа та вӗсем патне хӗрарӑм тарҫӑ пынӑ та вӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ, кусем ӗнтӗ патшана хыпарлама кайнӑ.
18
Анчах вӗсене пӗр ҫамрӑк курнӑ та Авессалома евитленӗ; лешӗсем иккӗшӗ те васкасах кайнӑ та Бахурима пӗр ҫын килне ҫитсе ӳкнӗ, ҫав ҫыннӑн картишӗнче пусӑ пулнӑ, вӗсем ҫавӑнта пытаннӑ.
19
Ҫав ҫын арӑмӗ пусӑ ҫӑварне ҫивитти витнӗ те ун ҫине кӗрпе сапнӑ, ҫапла вара нимӗн те паллӑ пулман.
20
Авессалом чурисем хӗрарӑм патне киле пынӑ та: Ахимааспа Ионафан ӑҫта? тенӗ. Хӗрарӑмӗ каланӑ: вӗсем кӗре каҫӑ тӗлӗнчен каҫса кайрӗҫ, тенӗ. Кусем шыранӑ та лешӗсене, анчах тупайман, вара Иерусалима таврӑннӑ.
21
Вӗсем кайсанах, лешӗсем пусӑран тухнӑ та Давид патша патне ҫитсе хыпарланӑ, Давида ҫапла каланӑ: хускалӑр та часрах шыв урлӑ каҫӑр; ӗнтӗ Ахитофел сирӗн пирки ҫапла-ҫапла канаш панӑ, тенӗ.
22
Давид тата унпа пӗрле пулнӑ мӗнпур ҫын хускалнӑ та Иордан урлӑ каҫса кайнӑ; тул ҫутӑлнӑ тӗле Иордан урлӑ каҫман пӗр ҫын та юлман.
23
Ахитофел, хӑйӗн канашӗ пурнӑҫланманнине курсассӑн, ашакне йӗнерлесе утланнӑ та хӑйӗн килне, хӑйӗн хулине, тухса кайнӑ, кил-йышне халал хӑварнӑ та ҫакӑнса вилнӗ, ӑна ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ.
24
Давид Маханаим хулине ҫитнӗ, Авессалом вара пӗтӗм Израильпе пӗрле Иордан урлӑ каҫнӑ.
25
Авессалом ӗнтӗ Иоав вырӑнне Амессая ҫарпуҫ тунӑ. Амессай Изреельре пурӑнакан Иефер ятлӑ пӗр ҫыннӑн ывӑлӗ пулнӑ; унӑн амӑшӗ Авигея — Наас хӗрӗ, Иоав амӑшӗн Саруиян йӑмӑкӗ — пулнӑ.
26
Авессаломпа Израиль ҫыннисем Галаад ҫӗрӗ ҫинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
27
Давид Маханаима ҫитсен, аммонсен хулинче Раввӑра пурӑннӑ Наас ывӑлӗ Сови, Лодавар ҫыннийӗн Аммиилӑн ывӑлӗ Махир тата Роглим хулинчи Галаад ҫынни Верзеллий
28
[выртса тӑма] вунӑ вырӑн, [вунӑ] чашӑк, тӑм савӑт-сапа, Давидпа унӑн ҫыннисене ҫитерме апат валли тулӑ, урпа, ҫӑнӑх, вир кӗрпи, пӑрҫа, ясмӑк, ӑшаланӑ тӗшӗ,
29
пыл, ҫу, сурӑхсем, ӗне чӑкӑчӗ илсе пынӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: халӑх выҫӑ, ывӑннӑ тата пушхирте шывсӑр антӑхнӑ, тенӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24