bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 5
2 Samuel 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Израилӗн мӗнпур йӑхӗ Давид патне Хеврона пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ;
2
ӗнерпе виҫӗмкун кӑна-ха, Саул пирӗн патша пулнӑ чухне, эсӗ Израиль ҫыннисене ҫапӑҫӑва илсе ҫӳреттӗн; Ҫӳлхуҫа сана ҫапла каларӗ: малашне Манӑн Израиль халӑхне эсӗ пӑхса усрӑн, эсӗ Израиль ҫулпуҫӗ пулӑн, терӗ.
3
Вара Израилӗн мӗнпур аслӑ ҫынни патша патне Хеврона пынӑ та, Давид патша вӗсемпе Ҫӳлхуҫа умӗнче халал хывнӑ; Давида [пӗтӗм] Израиль патши пулма ҫу сӗрнӗ.
4
Патшана ларнӑ чухне Давид вӑтӑрта пулнӑ; вӑл хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ.
5
Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх таран Иудея патши пулнӑ, пӗтӗм Израильпе Иудея патши пулса вӑтӑр виҫӗ ҫул Иерусалимра патшара ларнӑ.
6
Патшапа унӑн ҫыннисем, иевусейсене хирӗҫ кайса, Иерусалима тапӑннӑ, иевусейсем ҫак ҫӗршыв ҫыннисемех пулнӑ; анчах вӗсем Давида: эсӗ кунта кӗреймӗн; сана суккӑрсемпе чӑлахсем хӑваласа ярӗҫ, тенӗ, ку ӗнтӗ «Давид кунта кӗреймӗ» тенине пӗлтернӗ.
7
Анчах Давид Сион керемне парӑнтарнӑ: ку — Давид хули.
8
Вара Давид ҫав кун каланӑ: иевусейсене вӗлернӗ чухне кирек хӑшӗ те Давид чунне курайман уксахсемпе суккӑрсене те сӑнӑпа чиктӗр, тенӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ суккӑрпа уксах [Ҫӳлхуҫа] ҫуртне кӗреймӗ, теҫҫӗ.
9
Давид кереме вырӑнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна Давид хули тесе ят панӑ, хулана вӑл йӗри-таврашӗпех, Милло теекен вырӑнтан пуҫласа йӗри-таврах, шалтан та, тулашӗнчен те тӗреклӗлетнӗ.
10
Давид ӗҫӗсем ӑнӑҫсах пынӑ, вӑл вӑй илсе ҫӗкленнӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа Турӑ унпа пӗрле пулнӑ.
11
Хирам, Тир патши, Давид патне элчӗсем янӑ, вӗсемпе пӗрле кедр пӗрене тата каскалакансемпе чул купалакансем ярса панӑ; вӗсем Давида ҫурт лартса панӑ.
12
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид хӑйне Ҫӳлхуҫа Израиль патши пулма ҫирӗплетнине, Вӑл ӑна Хӑйӗн Израиль халӑхӗшӗн ҫӗкленине ӑнланса илнӗ.
13
Хевронран куҫса килнӗ хыҫҫӑн Давид Иерусалимран та ҫум-арӑмсемпе арӑмсем илнӗ.
14
Давидӑн ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ. Акӑ Иерусалимра ҫуралнисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон,
15
Евеар, Елисуа, Нафек, Иафиа,
16
Елисама, Елидае, Елифалеф, [Самае, Иосиваф, Нафан, Галамаан, Иеваар, Феисус, Елифалаф, Нагев, Нафек, Ионафан, Леасамис, Ваалимаф тата Елифааф].
17
Давида Израиль патши пулма ҫу сӗрнине пӗлсессӗн, филистимсем пурте Давида шырама хускалнӑ. Давид ҫакна илтнӗ те кереме кайнӑ.
18
Филистимсем ҫитнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ.
19
Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и? вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ. Ҫӳлхуҫа Давида каланӑ: кай, Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.
20
Давид вара Ваал-Перацим теекен вырӑна кайнӑ, ҫавӑнта филистимсене аркатса тӑкнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Давид каланӑ: Ҫӳлхуҫа ман тӑшманӑмсене ман умрах шыв юхӑмӗ аркатнӑ-ҫӗмӗрнӗ евӗр хирсе тӑкрӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна Ваал-Перацим тесе ят панӑ.
21
[Филистимсем] унта хӑйсен йӗрӗхӗсене пӑраха-пӑраха хӑварнӑ та, Давид ҫыннисем вӗсене пуҫтарнӑ, патша ҫавсене [вутра ҫунтарса яма хушнӑ.]
22
Филистимсем каллех килнӗ те Рефаим айлӑмне вырӑнаҫса тӑнӑ.
23
Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: [манӑн филистимсене хирӗҫ каймалла-и, вӗсене манӑн аллӑма парӑн-и? тенӗ.] Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: хирӗҫ ан тух, хыҫалтан ҫаврӑн та пурҫӑн йывӑҫҫи ӳсекен ката енчен пыр;
24
пурҫӑн йывӑҫҫисем ҫийӗн ҫын утнӑ пек сасӑ илтсессӗн хускал, ҫавӑн чухне филистимсен ҫарне пӗтерме сан умӑнтан Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, тенӗ.
25
Давид Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ та филистимсене Гавая хулинчен пуҫласа Газер хули таранах аркатса тӑкнӑ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24