bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 11
2 Samuel 11
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 12 →
1
Ҫулталӑкран, патшасем вӑрҫӑ хускатас вӑхӑт ҫитсессӗн, Давид Иоава, унпа пӗрле хӑйӗн тарҫисене тата израильсенӗн пӗтӗм ҫарне вӑрҫа кӑларса янӑ; вара вӗсем аммонсене парӑнтарнӑ та Равва хулине хупӑрласа илнӗ; Давид Иерусалимра юлнӑ.
2
Пӗррехинче каҫхине Давид вырӑн ҫинчен тӑрсан, патша керменӗн лаптак тӑрринче уткаласа ҫӳренӗ чухне, шыва кӗрекен хӗрарӑма курах кайнӑ; хӗрарӑмӗ питӗ хитре пулнӑ.
3
Вара Давид ку хӗрарӑм кам иккенне пӗлме янӑ. Ӑна ҫапла пӗлтернӗ: ку — Вирсавия, Елиам хӗрӗ, хет ҫыннин Уриян арӑмӗ, тенӗ.
4
Давид хӑйӗн тарҫисене ӑна илсе килме янӑ; хӗрарӑм ӗнтӗ ун патне килнӗ, Давид унпа ҫывӑрнӑ. Тасамарлӑхӗнчен тасалсассӑн, Вирсавия хӑйӗн килне таврӑннӑ.
5
Ку хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ та, вӑл Давид патне «эпӗ йывӑрлантӑм» тесе пӗлтерме ҫын янӑ.
6
Давид вара Иоав патне ҫын янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: хет ҫыннине Урияна ман патӑма килме кала. Иоав ӗнтӗ Урияна Давид патне янӑ.
7
Урия ун патне килнӗ те, Давид унран Иоав ҫинчен, ҫар ҫыннисем ҫинчен тата вӑрҫӑри лару-тӑру ҫинчен ыйтса пӗлнӗ.
8
Давид Урияна каланӑ: килне кай та уруна ҫу, тенӗ. Урия патша керменӗнчен тухнӑ кӑна, ун хыҫҫӑнах патша парнине йӑтса пынӑ.
9
Анчах Урия патша керменӗн хапхи умӗнчех хуҫи тарҫисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ, килне кайман.
10
Давида ҫапла каласа хыпар ҫитернӗ: Урия килне каймарӗ, тенӗ. Давид вара Урияна каланӑ: акӑ эсӗ аякран килнӗ, мӗншӗн-ха хӑвӑн килне каймарӑн? тенӗ.
11
Урия Давида каланӑ: [Турӑ] саккунӗн арчи те, Израиль те, Иуда та — чатӑрсенче, Иоав хуҫамӑм та, хуҫамӑн чурисем те — хирте, манӑн вара килӗме ӗҫме те ҫиме тата арӑмӑмпа ҫывӑрма каймаллаччӗ-и? санӑн пурӑнӑҫупа, санӑн чунун пурӑнӑҫӗпе тупа тӑватӑп, эпӗ ҫапла тӑваймастӑп, тенӗ.
12
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Урияна каланӑ: паянлӑха та кунтах юл, ыран сана кӑларса ярӑп, тенӗ. Урия тепӗр кунччен Иерусалимрах юлнӑ.
13
Давид ӑна хӑй патне чӗннӗ, Урия патша умӗнче ҫинӗ те, ӗҫнӗ те, Давид ӑна ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ. Анчах Урия каҫпа та килне кайман, каллех хуҫи чурисемпе пӗрле ҫывӑрнӑ.
14
Ир ҫинче Давид вара Иоав патне ҫыру ҫырнӑ та ӑна Урия урлӑ парса янӑ.
15
Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ӑҫта чи вирлӗ ҫапӑҫу пулать, Урияна ҫавӑнта тӑрат, хӑвӑр унран пӑрӑнӑр, вӑл вилмелли вырӑнта тӑтӑр, вилтӗр» тенӗ.
16
Ҫавӑнпа та, хулана ҫавӑрса илнӗ чухне аммонсен чи харсӑр ҫыннисем хӑш тӗлте хӳтӗленнине пӗлсе, Иоав ҫав вырӑна Урияна тӑратнӑ.
17
Ҫынсем хуларан тухнӑ та Иоавпа ҫапӑҫу пуҫарнӑ, халӑх хушшинчен тата Давид тарҫисем хушшинчен темиҫе ҫын пӗтнӗ; вӗсемпе пӗрле хет ҫыннине Урияна та вӗлернӗ.
18
Вара Иоав ҫапӑҫу мӗнле иртни ҫинчен Давида пӗлтерме ҫын янӑ.
19
Каякан ҫыннине ҫапла хушса янӑ: эсӗ патшана ҫапӑҫу ҫинчен каласа панӑ чухне
20
патша ҫилленсе кайнине курсассӑн, вӑл сана ҫапла каласассӑн: «Мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им?
21
Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ, [ӑна лектерекенӗ] хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ?» тесессӗн, эсӗ: «санӑн чуру хет ҫынни Урия та вилчӗ» теме ан ман, тенӗ.
22
[Иоав янӑ ҫын патша патне Иерусалима] ҫитнӗ те Иоав мӗн хушса янине, ҫапӑҫу мӗнле пулса иртнине пӗтӗмпех Давида каласа кӑтартнӑ. [Давид Иоава ҫилленсе кайса ҫав ҫынна каланӑ вара: мӗншӗн эсир хула ҫывӑхнех ҫапӑҫма пынӑ? эсир хӑвӑра хӳме ҫинчен пеме пултарасса пӗлмен-им? Авимелеха, Иероваал ывӑлне, кам вӗлерчӗ? хӳме ҫинчен арман чулӗн катӑкне пӑрахаканӗ хӗрарӑм пулмарӗ-и-ха, ҫавна пула вӑл Тевецра вилмерӗ-и-ха? Мӗншӗн эсир хӳме ҫывӑхнех пынӑ? тенӗ.]
23
Иоав янӑ ҫын Давида каланӑ: ҫав ҫынсем пире хӳтерме тытӑнчӗҫ, пирӗн пата хирех тухрӗҫ, эпир вӗсене хапха умне ҫитиех хӑваларӑмӑр;
24
вара тӗкӗрҫӗсем хӳме ҫинчен санӑн чурусене пеме пуҫларӗҫ те, патша чурисенчен хӑш-пӗри вилчӗ; санӑн чуру та, хет ҫынни Урия, вилчӗ.
25
Давид вара Иоав янӑ ҫынна каланӑ: Иоава кала: «Ку ӗҫ сана ан пӑшӑрхантартӑр — хӗҫ вӑл пӗр чухне пӗрин, тепӗр чухне тепӗрин пуҫне ҫиет; хулана хирӗҫ вирлӗрех ҫапӑҫ та аркатса тӑк ӑна». Ҫапла хавхалантар ӑна, тенӗ.
26
Урия арӑмӗ хӑйӗн упӑшки вилни ҫинчен илтнӗ те уншӑн хытӑ макӑрнӑ.
27
Хӳхлев вӑхӑчӗ иртсессӗн Давид ҫын янӑ та ӑна хӑйӗн килне илсе килтернӗ. Вӑл вара Давид арӑмӗ пулса тӑнӑ, ӑна ывӑл ҫуратса панӑ. Давид тунӑ ҫак ӗҫ Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫ пулнӑ.
← Chapter 10
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 12 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24