bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 2
2 Samuel 2
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 3 →
1
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ: манӑн Иудӑн пӗрпӗр хулине каймалла-ши? тенӗ. Турӑ ӑна: кай, тенӗ. Давид вара: ӑҫта каяс? тенӗ. Вӑл каланӑ: Хеврона, тенӗ.
2
Давид вара ҫавӑнта кайнӑ, унӑн икӗ арӑмӗ те — Изреель хӗрӗ Ахиноама тата Навал арӑмӗ пулнӑ Авигея, Кармил хӗрӗ — пӗрле пынӑ.
3
Хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене те Давид хӑйсен кил-йышӗпе пӗрле илсе кайнӑ, вӗсем Хеврон хулинче вырӑнаҫнӑ.
4
Иуда арӗсем ҫитнӗ те ҫавӑнта Давида Иудея ҫӗрӗн патши пулма ҫу сӗрнӗ. Галаадри Иависра пурӑнакансем Саула тирпейлесе пытарни ҫинчен Давида хыпар ҫитернӗ.
5
Давид вара Галаадри Иависра пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсен ҫапла каламалла пулнӑ: Саул хуҫӑра, [Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине, тата унӑн ывӑлне Ионафана] пытарса, эсир ырӑ ӗҫ турӑр, ҫавӑншӑн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитӗ,
6
сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ та шанчӑклӑ пултӑр; ҫапла тунӑшӑн эпӗ те сире ырӑ тӑвӑп;
7
халӗ ӗнтӗ аллӑрсем ҫирӗпленччӗр, хӑюллӑ пулӑр: Саул хуҫӑр вилчӗ, мана вара Иуда килӗ хӑйӗн патши пулма ҫу сӗрчӗ.
8
Анчах та Авенир — Нир ывӑлӗ, Саул ҫарпуҫӗ — Саул ывӑлне Иевосфея Маханаим хулине илсе пынӑ,
9
вара ӑна Галаад, Ашур, Изреель, Ефрем, Вениамин ҫӗрӗсен тата пӗтӗм Израилӗн патшине лартнӑ.
10
Израиль патшине ларнӑ чухне Саул ывӑлӗ Иевосфей хӗрӗх ҫулта пулнӑ, вӑл икӗ ҫул патшара ларнӑ. Иуда килӗ ҫеҫ Давидпа пулнӑ.
11
Давид Хевронра иудейсен патшинче ларнӑ вӑхӑт пӗтӗмпе ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх пулнӑ.
12
Ӗнтӗ Нир ывӑлӗ Авенир тата Саул ывӑлӗн Иевосфейӑн тарҫисем Маханаимран тухса Гаваон хулине ҫитнӗ.
13
Саруия ывӑлӗ Иоав та Давид тарҫисемпе пӗрле унта пынӑ, вӗсем Гаваон пӗви патӗнче тӗл пулнӑ, вара лешӗсем пӗвен пӗр енне, кусем тепӗр енне вырӑнаҫса тӑнӑ.
14
Авенир Иоава каланӑ: яш ачасем тухчӑр та пирӗн умра тупӑшса илччӗр, тенӗ. Иоав: юрать, тухса тӑччӑр, тенӗ.
15
Вара Саул ывӑлӗ Иевосфей енчен Вениаминсем вуникӗ ҫын, Давид тарҫисенчен вуникӗ ҫын тухса тӑнӑ.
16
Вӗсем пӗр-пӗрне пуҫран яра-яра тытнӑ, пӗр-пӗрне айӑкран хӗҫпе чиксе, пӗрлех тирӗне-тирӗне аннӑ. Гаваонри ҫак вырӑна вара Хелкаф-Хаццурим тесе ят панӑ.
17
Ҫав кун питех те хаяр ҫапӑҫу пулса иртнӗ, Давид тарҫисем Авенира, унпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисене ҫапса аркатнӑ.
18
Унта Саруиянӑн виҫӗ ывӑлӗ — Иоав, Авесса тата Асаил — пулнӑ. Асаил вара, хир качаки пекех, ҫӑмӑл ураллӑ пулнӑ.
19
Асаил Авенира хӑваласа кайнӑ та Авенир йӗрӗнчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасӑр йӗрлесе пынӑ.
20
Авенир ҫаврӑнса пӑхнӑ та: эсӗ-и ку, Асаил? тенӗ. Лешӗ: эпӗ, тенӗ.
21
Авенир ӑна каланӑ: сылтӑмалла е сулахаялла пӑрӑн та пӗр яш ачине суйласа ил те, унӑн кӑралне хӑв валли туртса ил, тенӗ. Анчах Асаил унран юласшӑн пулман.
22
Авенир Асаила тепӗр хут та каланӑ: хӑп манран — асту, чиксе пӑрахатӑп; вара Иоав пиччӳне мӗнле сӑн-питпе курӑнас-ха манӑн?
23
[ӑҫта пур ун пекки? таврӑн Иоав пиччӳ патне], тенӗ. Анчах лешӗ Авениртан хӑпасшӑн пулман. Вара Авенир, сӑннине каялла ҫавӑрса, ӑна хырӑмран чикнӗ; сӑнӑ ун витӗрех тухнӑ, вӑл ҫавӑнтах ӳксе вилнӗ. Асаил ӳксе вилнӗ вырӑн тӗлӗнчен иртсе пыракансем пурте чарӑна-чарӑна тӑнӑ.
24
Авенира ӗнтӗ Иоавпа Авесса хӑваласа кайнӑ. Вӗсем Гаваон пушхирне каякан ҫул ҫинчи Гиах патӗнчи Амма сӑрчӗ тӗлне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел те анса ларнӑ.
25
Авенир тавра Вениамин ҫыннисем пуҫтарӑннӑ та, ҫар ушкӑнӗ пулса, пӗр сӑрт тӑррине хӑпарса тӑнӑ.
26
Авенир вара Иоава чӗнсе каланӑ: пире ӗмӗрӗпех хӗҫ пӗтерсе тӑрӗ-и? Е эсӗ вӑрҫӑ хурлӑх кӳнине пӗлместӗн-и? Мӗншӗн-ха эсӗ халиччен те хӑвӑн ҫыннусене: тӑванӑрсене йӗрлеме чарӑнӑр, теместӗн? тенӗ.
27
Иоав ӗнтӗ ҫапла каланӑ: Турӑ пур! эсӗ халӗ нимӗн те каламан пулсассӑн, ҫынсем ирчченех хӑйсен тӑванӗсене хӑвалатчӗҫ, тенӗ.
28
Иоав какӑр кӑшкӑртса янӑ та, пӗтӗм халӑх чарӑнса тӑнӑ, вара Израиль ҫыннисене малалла хӑвалама пӑрахнӑ; ҫапӑҫу чарӑннӑ.
29
Авенирпа унӑн ҫыннисем ҫав каҫ ҫӗрӗпех тӳремлӗхпе утнӑ, Иордан шывӗ урлӑ каҫнӑ, пӗтӗм Битрон урлӑ иртсе Маханаима ҫитнӗ.
30
Иоав, Авенира хӑвалама пӑрахса, каялла таврӑннӑ та пӗтӗм халӑха пуҫтарнӑ, Асаилсӑр пуҫне, Давид тарҫисенчен вунтӑхӑр ҫын тухман.
31
Давид тарҫисем вара Вениамин ҫыннисемпе Авенир тарҫисене нумайӑшне пӗтернӗ; вӗсенчен виҫҫӗр утмӑл ҫын вилнӗ.
32
Асаил ӳтне вара Вифлеема илсе кайса ашшӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. Иоавпа унӑн ҫыннисем ӗнтӗ ҫӗрӗпех утнӑ, тул ҫутӑласпа Хеврона ҫитнӗ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24