bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 10
2 Samuel 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
1
Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн аммонсен патши вилнӗ, ун вырӑнне унӑн ывӑлӗ Аннон патшана ларнӑ.
2
Давид каланӑ: Аннона — Наас ывӑлне — ашшӗ хама ырӑ тунӑшӑн ырӑ тӑвам-ха, тенӗ. Давид хӑйӗн тарҫисене ашшӗ вилнишӗн кулянакан Аннона лӑплантарма янӑ. Давид тарҫисем аммонсен ҫӗрне пырса ҫитнӗ.
3
Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
4
Аннон вара Давид тарҫисене ярса тытнӑ та кашнийӗн ҫур сухалне хырса янӑ, тумтирӗсене те ҫурри таран, пилӗк таран, касса кӗскетнӗ те каялла кӑларса янӑ.
5
Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл вӗсене хирӗҫ ҫын янӑ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсене питех те чыссӑрлатнӑ пулнӑ. Патша вӗсене ҫапла калама хушнӑ: сухалӑр ӳссе ҫитиччен Иерихонра пулӑр, кайран тин таврӑнӑр.
6
Аммонсем ӗнтӗ хӑйсем Давидӑн курайман ҫыннисем пулса тӑнине туйса илнӗ; вара вӗсем кӗрӗшнӗ ҫар пуҫтарнӑ: Беф-Реховра тата Сувара пурӑнакан Сири ҫыннисенчен ҫирӗм пин ҫуран ҫынна, [Амалик] патшинчен Маахаран пин ҫынна, Истов ҫӗрӗнчен вуникӗ пин ҫынна тара илнӗ.
7
Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн Давид вӗсене хирӗҫ Иоав ертсе пыракан паттӑрсен ҫарне кӑларса янӑ.
8
Аммонсем тухнӑ та хула хапхи ҫывӑхӗнче ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ, Сувапа Реховран килнӗ Сири ҫыннисем тата Истовран, Мааха патша патӗнчен килнисем вара хирте уйрӑммӑн тӑнӑ.
9
Иоав тӑшман ҫарӗсем малта та, хыҫра та тӑнине курнӑ та, Израилӗн чи паттӑр ҫар ҫыннисене суйласа илсе, вӗсене Сири ҫыннисене хирӗҫ йӗркелесе тӑратнӑ;
10
ыттисене хӑйӗн шӑллӗне Авессана шанса панӑ, вӗсене аммонсене хирӗҫ йӗркелесе тӑратма хушнӑ.
11
Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан, мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан, сана эпӗ пулӑшма пырӑп;
12
хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.
13
Иоав тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх Сири ҫыннисене хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗнӗ те, лешӗсем унран тарма пуҫланӑ.
14
Аммонсем вара, Сири ҫыннисем тарнине курса, Авессаран тарма пуҫланӑ та хулана кӗрсе пытаннӑ. Иоав ӗнтӗ аммонсем патӗнчен Иерусалима таврӑннӑ.
15
Сири ҫыннисем, хӑйсене израильсем ҫӗнтернине курса, пӗрле пуҫтарӑннӑ.
16
Адраазар ӗнтӗ [Халамак] шывӗн леш енче пурӑнакан Сири ҫыннисене чӗнтерсе илнӗ, лешӗсем Елам хули патне пынӑ; вӗсене Адраазарӑн ҫарпуҫӗ Совак ертсе пынӑ.
17
Давида ҫакӑн ҫинчен хыпар ҫитерсессӗн, вӑл израильсене пурне те пуҫтарнӑ та Иордан урлӑ каҫса Елам патне ҫитнӗ. Сири ҫыннисем Давида хирӗҫ йӗркеленсе тӑнӑ та ӑна хирӗҫ ҫапӑҫнӑ.
18
Сири ҫыннисем Израиль ҫарӗнчен тарма пуҫланӑ. Давид Сири ҫыннисен ҫичҫӗр ҫар урапине, хӗрӗх пин юланутҫине тӗп тунӑ; Совак ҫарпуҫа та амантнӑ, вӑл унтах вилсе выртнӑ.
19
Адраазара пӑхӑнса тӑракан патшасем, хӑйсене израильсем аркатса тӑкнине курсассӑн, израильсемпе килӗшӳ тунӑ та ӑна пӑхӑннӑ. Сири ҫыннисем вара аммонсене текех пулӑшма хӑранӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24