bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 14
2 Samuel 14
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 15 →
1
Иоав — Саруия ывӑлӗ — патша чӗри Авессалом майлӑ ҫаврӑннине асӑрханӑ.
2
Иоав вара Фекоя хулине ҫын янӑ та унтан пӗр ӑслӑ хӗрарӑма илсе килтернӗ, ҫавна каланӑ вӑл: макӑракан ҫын пек пул та хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑн, йывӑҫ ҫӑвӗпе ан сӗрӗн, вилнӗ ҫыншӑн темиҫе кун макӑрнӑ ҫын пек пул;
3
вара патша патне кай та ҫапла-ҫапла тесе кала, тенӗ. Иоав ӑна мӗн каламаллине ӑнлантарса панӑ.
4
Фекоя хӗрарӑмӗ патша патне кӗнӗ те ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ: пулӑшсамччӗ, патша, [пулӑшсамччӗ]! тенӗ.
5
Патша ӑна: мӗн кирлӗ сана? тенӗ. Хӗрарӑм каланӑ: эпӗ [тахҫанах] тӑлӑх арӑм, упӑшкам вилчӗ;
6
санӑн хӑрхӑмун икӗ ывӑлччӗ; вӗсем хирте хирӗҫсе кайнӑ та, вӗсене уйӑракан пулман, вара пӗри тепӗрне вӗлернӗ.
7
Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тӑван санӑн хӑрхӑмна хирӗҫ тӑчӗ: «хӑйӗн тӑванне вӗлерекене пар-ха пире; эпир ӑна тӑванӗн чунне пӗтернӗшӗн вӗлерӗпӗр, вӑл тӗпчӗк пулнине те пӑхса тӑмӑпӑр, тӗп тӑвӑпӑр» теҫҫӗ. Ҫапла вара вӗсем манӑн юлашки хӗлхеме те сӳнтерӗҫ, ҫӗр пичӗ ҫинче упӑшкам ячӗ те, йӑх ячӗ те юлмӗ, тенӗ.
8
Патша хӗрарӑма каланӑ: лӑплан та килне кай, эпӗ сан пирки хушу парӑп, тенӗ.
9
Анчах Фекоя хӗрарӑмӗ патшана татах та каланӑ: патша хуҫамӑм, айӑпӗ мана тата ман аттем килне пултӑр, патшапа унӑн килӗ айӑплӑ мар, тенӗ.
10
Патша каланӑ: сана хирӗҫ тӑракана ман патӑма илсе кил те, вӑл сана текех тӑрӑнаймӗ, тенӗ.
11
Хӗрарӑм каланӑ: патша, юншӑн тавӑракансем йышланмӗҫ тата ман ывӑлӑма тӗп тумӗҫ тесе, Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче тупа ту, тенӗ. Вара патша каланӑ: Турӑ пур! сан ывӑлун ҫӳҫ пӗрчи те ҫӗре ӳкмӗ, тенӗ.
12
Хӗрарӑм каланӑ: хӑвӑн хӑрхӑмна ӗнтӗ патша хуҫама тата тепӗр сӑмах калама ирӗк парсамччӗ, тенӗ.
13
Патша: кала, тенӗ. Вара хӗрарӑм каланӑ: мӗншӗн эсӗ ҫапла Турӑ халӑхне хирӗҫ шухӑшлатӑн? Ҫак сӑмахсене калакан патша хӑйне хӑех айӑпларӗ, мӗншӗн тесессӗн пуҫ янӑ ҫыннине вӑл каялла тавӑрмасть.
14
Эпир вилетпӗр те ҫӗре тӑкнӑ шыв пек пулатпӑр, ӑна ӗнтӗ пуҫтарса илме ҫук; анчах Турӑ чуна тӗп тӑвасшӑн мар, Вӑл ҫынсем хӑваласа янӑскерне те Хӑй патӗнчен хӑваласа ярасшӑн мар.
15
Халӗ эпӗ патшана, хамӑн хуҫамӑма, ҫак сӑмаха калама килтӗм, мӗншӗн тесессӗн мана халӑх хӑратать; вара санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патшапа сӑмахласа пӑхам-ха, хӑй хӑрхӑмӗ каланӑ пек тумӗ-и вӑл?
16
патша чӑнах та хӑйӗн хӑрхӑмне итлесе пӗтерӗ те ывӑлӑмпа иксӗмӗре Турӑ халӑхӗ хушшинчен пӗтерес текенсенчен хӑтарӗ мана, терӗм.
17
Санӑн хӑрхӑму ҫапла шухӑшларӗ: патша хуҫамӑн сӑмахӗсем мана лӑплантарӗҫ: патша хуҫамӑм, Турӑ Ангелӗ пек, лайӑххине те, начаррине те итлеме пултарать, терӗм. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Турру санпа пӗрле пултӑр.
18
Вара патша ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ мӗн ыйтнисене манран ан пытар, тенӗ. Хӗрарӑм: кала, патша хуҫамӑм, тенӗ.
19
Патша каланӑ: кунта санпа пӗрле Иоав алли пур мар-и? тенӗ. Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ;
20
ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.
21
Вара патша Иоава каланӑ: акӑ эпӗ [эсӗ каланӑ пек] турӑм; кай та Авессалом ачама каялла илсе кил, тенӗ.
22
Иоав ӳпне ӳксе пуҫҫапнӑ та патшана мухтаса ҫапла каланӑ: патша хуҫамӑм, халӗ ӗнтӗ сан чуру санӑн куҫу умӗнче хӑй ырӑ ятлӑ пулнине пӗлет, мӗншӗн тесессӗн патша хӑйӗн чури каланӑ пек турӗ, тенӗ.
23
Иоав вара Гессура тухса кайнӑ та Авессалома Иерусалима илсе килнӗ.
24
Патша каланӑ: вӑл килне таврӑнтӑр, анчах манӑн сӑнӑма ан куртӑр, тенӗ. Авессалом ӗнтӗ хӑйӗн килӗнче пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.
25
Пӗтӗм Израильре те Авессалом пек илемлӗ, ун пек мухтавлӑ арҫын пулман; ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранччен те унӑн пӗр кӑлтӑк та пулман.
26
Ҫӳҫне кастарсан, — ӑна вӑл кашни ҫулах кастарнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫӳҫӗ кансӗрленӗ ӑна, — унӑн пуҫӗнчи ҫӳҫ патша виҫипе икҫӗр сикль тайнӑ.
27
Авессаломӑн виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр ҫуралнӑ, хӗрне Фамарь тесе чӗннӗ; вӑл хитре хӗрарӑм пулнӑ, [Соломон ывӑлне Ровоама качча тухнӑ та ӑна Авия ятлӑ ывӑл ҫуратса панӑ].
28
Авессалом ӗнтӗ Иерусалимра икӗ ҫул пурӑннӑ, анчах патша сӑнне курман.
29
Авессалом ӗнтӗ патша патне Иоава яма шутланӑ та ӑна чӗнме ҫын янӑ, анчах лешӗ ун патне пырасшӑн пулман. Тата тепӗр хут ҫын янӑ, лешӗ пӗрех пырасшӑн пулман.
30
Хӑйӗн тарҫисене [Авессалом] ҫапла каланӑ: куратӑр-и, ман анапа юнашар Иоавӑн ана лаптӑкӗ пур, унта вӑл урпа акнӑ; кайӑр та вут тӗртӗр, тенӗ. Авессалом тарҫисем ҫак лаптӑка вут тӗртсе ҫунтарса янӑ. [Иоав тарҫисем вара, ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса, Иоав патне пынӑ та: Авессалом тарҫисем сан ануна вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ, тенӗ.]
31
Иоав вара Авессалом патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗншӗн санӑн тарҫусем манӑн ана лаптӑкне вут тӗртсе ҫунтарса ячӗҫ? тенӗ.
32
Авессалом Иоава каланӑ: эпӗ сан патна «кунта кил-ха» тесе калама ҫын ятӑм, эпӗ сана патша патне ярасшӑнччӗ, хамӑн ятӑмран ҫапла калаттарасшӑнччӗ: мӗншӗн эпӗ Гессуртан таврӑнтӑм-ши? Унтах юлнӑ пулсан, мана аванрах пулатчӗ. Манӑн патша сӑнне курас килет. Эпӗ айӑплӑ пулсан, вӗлер мана.
33
Иоав ӗнтӗ патша патне кайнӑ та ҫакна каласа кӑтартнӑ. Вара патша Авессалома чӗнтернӗ; лешӗ патша патне пынӑ, [ӑна пуҫ тайнӑ,] патшана ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ; патша вара Авессалома чуптунӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24