bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 18
2 Samuel 18
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
1
Давид хӑйпе пӗрле ҫӳрекен ҫынсене пӑхса ҫаврӑннӑ та вӗсене ертсе пыма пинпӳсемпе ҫӗрпӳсем уйӑрса лартнӑ.
2
Вара Давид ҫынсене ҫапӑҫӑва кӑларса янӑ — ҫарӑн виҫҫӗмӗш пайне Иоав ертсе кайнӑ, тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Авесса — Саруия ывӑлӗ, Иоав шӑллӗ — ертсе кайнӑ, тата тепӗр виҫҫӗмӗш пайне Геф ҫынни Еффей ертсе кайнӑ. Патша ҫынсене каланӑ: эпӗ хам та сирӗнпе пӗрле пыратӑп, тенӗ.
3
Анчах ҫынсем ӑна хуравланӑ: ан ҫӳре; ӗнтӗ эпир тарса кайсан та, пире асӑрхакан пулмӗ; пирӗн ҫарӑн ҫурри вилсе выртсан та, ӑна та асӑрхамӗҫ; эсӗ вара пӗччен вунӑ пине тӑратӑн; ҫапла вара, пирӗншӗн эсӗ пире хуларан пулӑшса тӑни лайӑхрах, тенӗ.
4
Патша вӗсене каланӑ: сире мӗнле кирлӗ, ҫапла тӑвӑп, тенӗ. Патша хапха умне тӑнӑ та, пӗтӗм халӑх ҫӗршерӗн те пиншерӗн йӗркеленсе тухнӑ.
5
Патша Иоава та, Авессана та, Еффее те хушса каланӑ: Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр, тенӗ. Авессалом пирки патша мӗн каланине пӗтӗм халӑх илтнӗ.
6
Давид ҫыннисем израильсене хирӗҫ хире тухнӑ та, Ефрем вӑрманӗнче ҫапӑҫу пулса иртнӗ.
7
Давид чурисем Израиль халӑхне парӑнтарнӑ; ҫав кун унта вирлӗ тытӑҫу пулса иртнӗ — ҫирӗм пин [ҫын] пӗтнӗ.
8
Ҫав вырӑнта пӗтӗм талккӑшӗпе ҫапӑҫу пынӑ, ҫав кун халӑха хӗҫ тӗп тунинчен ытларах вӑрман пӗтернӗ.
9
Авессалом ӗнтӗ Давид чурисемпе тӗл пулнӑ; вӑл мул утланнӑ пулнӑ. Вӑл утланнӑ мул лаштра юман турачӗсем айне чупса кӗрсессӗн, Авессалом ҫӳҫӗ юман тураттисенчен ҫакланнӑ; ун айӗнчи мул тарнӑ та, Авессалом вара ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче ҫакӑнса юлнӑ.
10
Пӗри ҫакна курнӑ та Иоава кайса пӗлтернӗ: эпӗ юманран ҫакӑнса тӑракан Авессалома куртӑм, тенӗ.
11
Иоав ҫак хыпара пӗлтернӗ ҫынна каланӑ: ху курнӑ, ху мӗншӗн-ха вара ӑна вӗлермерӗн? эпӗ сана вунӑ сикль кӗмӗл тата пиҫиххи панӑ пулӑттӑм, тенӗ.
12
Лешӗ Иоава хуравланӑ: ывӑҫӑма пин сикль кӗмӗл хунӑ пулсассӑн та, эпӗ патша ывӑлӗ ҫине алӑ ҫӗклемен пулӑттӑм; патша сана та, Авессана та, Еффее те илтмеллех каларӗ-ҫке: «Авессалом ачама ман валли сыхласа хӑварӑр» терӗ;
13
эхер те эпӗ хамӑн пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр урӑхла тунӑ пулсассӑн, ҫакна патшаран пытарма пулмастчӗ, эсӗ те мана хирӗҫ тӑраттӑн.
14
Иоав вара: санпа вӑхӑт ирттерсе тӑмастӑп, тенӗ. Аллине виҫӗ ҫӗмрен илнӗ те вӗсене Авессалома чӗринченех лектернӗ — юманран ҫакӑнса тӑнӑ чухне лешӗ чӗрех пулнӑ-ха.
15
Авессалома ӗнтӗ Иоав кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗсем вуннӑн ҫавӑрса илнӗ те вӗлерсе пӑрахнӑ.
16
Иоав трупа кӑшкӑртса янӑ та, израильсене хӑваласа кайнисем каялла таврӑннӑ — Иоав халӑха хӗрхеннӗ.
17
Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалома ҫӗре антарнӑ та вӑрманти тарӑн шӑтӑка пӑрахнӑ, ун ҫине тем пысӑкӑш чул купи купаласа хунӑ. Израильсем вара хӑйсен чатӑрӗсене тара-тара пытаннӑ.
18
Авессалом хӑй пурӑннӑ чухнех патшасен айлӑмӗнче хӑйне валли палӑк лартнӑ пулнӑ; вӑл: манӑн ятӑм ҫынсен асӗнче юлтӑр, мӗншӗн тесессӗн манӑн ывӑл ҫук, тенӗ. Палӑкне хӑйӗн ятне панӑ. Ӑна паян кунчченех «Авессалом палӑкӗ» теҫҫӗ.
19
Ахимаас — Садок ывӑлӗ — Иоава каланӑ: чупам эпӗ, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сучӗпе патшана ун тӑшманӗсен аллинчен хӑтарнине пӗлтерем, тенӗ.
20
Анчах Иоав ӑна каланӑ: паян эсӗ ырӑ хыпарҫӑ пулаймӑн; паян мар, урӑх кун пӗлтерӗн: патша ывӑлӗ вилнӗ-ҫке, тенӗ.
21
Иоав вара Хусие каланӑ: пыр, ху мӗн курнине патшана пӗлтер, тенӗ. Хусий Иоава пуҫ тайнӑ та чупса кайнӑ.
22
Анчах Ахимаас — Садок ывӑлӗ — Иоава ҫине тӑрсах каланӑ: мӗн пулмалли пултӑр, анчах эпӗ те Хусий хыҫҫӑн чупатӑп, тенӗ. Иоав вара ҫапла хуравланӑ: мӗн чупмалли пур ӗнтӗ, ывӑлӑм? эсӗ ырӑ хыпар пӗлтерес ҫук, тенӗ.
23
[Ахимаас каланӑ:] ҫапла пултӑр, анчах эпӗ чупатӑп, тенӗ. [Иоав] ӑна: чупах, тенӗ. Вара Ахимаас тӳрӗ ҫулпа чупса кайнӑ та Хусийрен маларах ҫитнӗ.
24
Ҫав вӑхӑтра Давид икӗ хапха хушшинче ларнӑ. Хуралҫӑ хӳме хапхи тӑррине хӑпарнӑ та пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ: акӑ пӗр ҫын чупса килет.
25
Хуралҫӑ патшана кӑшкӑрса хыпарланӑ. Патша: пӗччен пулсан, апла хыпар илсе килет, тенӗ. Лешӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхарса пынӑ.
26
Хуралҫӑ чупса килекен тепӗр ҫынна та курнӑ; хуралҫӑ хапха умӗнче тӑракан тепӗр хуралҫӑна кӑшкӑрса каланӑ: акӑ тата тепӗр ҫын чупса килет, тенӗ. Патша: ку та хыпарҫӑ, тенӗ.
27
Хуралҫӑ каланӑ: эпӗ пӗрремӗшӗн уттине уйӑратӑп — Садок ывӑлӗ Ахимаасӑн утти пек, тенӗ. Патша вара: ку ырӑ ҫын, ырӑ хыпарпа килет, тенӗ.
28
Ахимаас патшана кӑшкӑрсах пӗлтернӗ: тӑнӑҫлӑх! тенӗ. Унтан патшана ҫӗре ҫитиех тайӑлнӑ та каланӑ: патша хуҫамӑм ҫине алӑ ҫӗкленӗ ҫынсене тӗп тунӑ Ҫӳлхуҫа Турру мухтавлӑ! тенӗ.
29
Патша: Авессалом ачам сывах-и? тенӗ. Ахимаас каланӑ: патша чури Иоав санӑн чуруна ҫула кӑларса янӑ чухне эпӗ унта ҫынсем пӑлханнине куртӑм, анчах [унта] мӗн пулнине пӗлейместӗп, тенӗ.
30
Патша вара: пӑрӑнса тӑр-ха, тенӗ. Лешӗ пӑрӑнса тӑнӑ.
31
Акӑ [ун хыҫҫӑнах] Хусий те ҫитнӗ. Хусий [патшана] каланӑ: патша хуҫамӑма ырӑ хыпар! Сана хӑвна хирӗҫ ҫӗкленнӗ ҫынсен аллинчен хӑтарса, Ҫӳлхуҫа сана тӗрӗссине кӑтартса пачӗ, тенӗ.
32
Патша Хусие каланӑ: Авессалом ачам сывах-и? Хусий каланӑ: ачуна ҫитни патша хуҫамӑн тӑшманӗсене тата сана хирӗҫ усал ӗҫ тума шутлакансене пурне те ҫиттӗр! тенӗ.
33
Патша аптӑраса-пӑшӑрханса ӳкнӗ, хапха тӑрринчи пӳлӗмнелле утса кайнӑ, куҫҫульпе макӑрса пынӑ, ҫапла каласа йӗнӗ: Авессалом ывӑлӑмҫӑм! Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑмҫӑм! ах, сан вырӑнна манӑн вилес пулсанччӗ, Авессалом, ывӑлӑмҫӑм, ывӑлӑм!
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24