bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
2 Samuel 23
2 Samuel 23
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 24 →
1
Ҫакӑ — Давидӑн юлашки сӑмахӗ, Иессей ывӑлӗ Давид калани, ҫӳле ҫӗкленнӗ ар, Иаков Турри ҫу сӗрнӗскерӗ, Израиль ҫӗрӗн мухтавлӑ юрӑҫи калани.
2
Ман ӑшӑмра Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ калаҫать, чӗлхем вӗҫӗнче — Унӑн сӑмахӗ.
3
Израиль Турри, Израилӗн чул хысакӗ ман пирки ҫапла каланӑ: пуҫ пулнӑ чухне Турӑран хӑрасассӑн, ҫынсемпе пуҫ пулаканӗ сӑваплӑ пулӗ.
4
Ирхине тул ҫутӑлса килсессӗн, янкӑр тӳпене хӗвел тухсассӑн, ҫумӑр хыҫҫӑн уяртсан курӑк паркаланса ӳсет —
5
ҫавӑн пек мар-и Турӑшӑн манӑн килӗм? Вӑл манпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ — ҫирӗп те арканми халал. Манӑн пӗтӗм ҫӑлӑнӑҫӑм, пӗтӗм ӗмӗт-шухӑшӑм ҫапла Унран килсе тӑмасть-и?
6
Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ;
7
ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.
8
Акӑ Давид хӑюҫахӗсен ячӗсем: Исбосеф, Ханаан ҫынни, виҫҫӗшӗнчен чи асли вӑл шутланнӑ; вӑл хӑй пӗр-пӗччен сӑнӑпа сакӑрҫӗр ҫынна тӗп тунӑ.
9
Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри;
10
израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ. Вара ҫав кун Ҫӳлхуҫа аслӑ ҫӗнтерӳ парнеленӗ, Елеазар хыҫҫӑн пыракан халӑх вилнисен япалисене ҫеҫ пуҫтарса пынӑ.
11
Ун хыҫҫӑн Шамма — Аге ывӑлӗ, Гарар ҫынни. Филистимсем Фирияна кайма тухнӑ чухне ясмӑк акнӑ ана патӗнче халӑх филистимсенчен тарма тытӑннӑ,
12
Шамма вара ясмӑк ани варрине тӑнӑ та анине те сыхласа хӑварнӑ, филистимсене те аркатса тӑкнӑ. Ун чухне Ҫӳлхуҫа аслӑ ҫӗнтерӳ парнеленӗ.
13
Ҫаксем виҫҫӗшӗ, вӑтӑр ҫарпуҫран чи аслисем, ӗҫҫи вӑхӑтӗнче Давид патне Одоллам ту хӑвӑлне пынӑ, ун чухне филистимсен эшкерӗ Рефаимсен айлӑмӗнче тӑнӑ пулнӑ.
14
Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта, филистимсен ҫарӗ вара Вифлеемра тӑнӑ.
15
Давидӑн шыв ӗҫесси килнӗ те, вӑл: кам мана Вифлеем хапхи умӗнчи пусӑран шыв илсе килсе ӗҫтерӗ? тенӗ.
16
Ҫавӑн чухне ҫак виҫӗ паттӑр, филистимсен тапӑрӗ витӗр тухса, Вифлеем хапхи патӗнчи пусӑран Давид валли шыв ӑсса килнӗ. Анчах Давид ҫак шыва ӗҫес темен, ӑна Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗре тӑкнӑ та
17
ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм, ҫак шыва ӗҫесрен сыхласам мана! хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр кайнӑ ҫынсен юнӗ мар-и ку? тенӗ. Вара патша ҫак шыва ӗҫес темен. Акӑ мӗн тунӑ ҫав виҫӗ хӑюҫах!
18
Авесса вара — Иоав шӑллӗ, Саруия ывӑлӗ — тата тепӗр виҫӗ хӑюҫах хушшинче чи палли пулнӑ; вӑл хӑйӗн сӑннипе виҫҫӗр ҫын вӗлернӗ, леш виҫӗ паттӑр умӗнче мухтавлӑ пулнӑ.
19
Виҫҫӗшӗ хушшинче вӑл чи чапли шутланнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗ пулнӑ, анчах леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман.
20
Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ; вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ;
21
вӑлах тата Египетӑн пӗр паллӑ ҫыннине вӗлернӗ; Египет ҫыннин аллинче сӑнӑ пулнӑ, Ванея ӑна хирӗҫ патакпа ҫеҫ тухнӑ, Египет ҫыннин аллинчен сӑннине туртса илнӗ те ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ:
22
акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ; ӑна леш виҫӗ паттӑр та чаплӑ ҫын вырӑнне хунӑ;
23
вӑл вӑтӑр ҫарпуҫран чаплӑраххи пулнӑ, анчах та леш виҫӗ паттӑрпа танлашайман. Давид ӑна хӑйӗн сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ тунӑ.
24
[Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни,
25
Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика,
26
Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни,
27
Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай,
28
Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай,
29
Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни,
30
Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай,
31
Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет,
32
Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан,
33
Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни,
34
Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни,
35
Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай,
36
Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани,
37
Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ,
38
Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб,
39
хет ҫынни Урия. Мӗнпурӗ вӑтӑр ҫиччӗн.
← Chapter 22
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 24 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24