bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 12
Acts 12
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
1
Ӗненекен ушкӑнрисене усал тӑвас тесе Ирод патша ҫав вӑхӑталла хӑшне-пӗрне тӗрмене хуптарнӑ,
2
Иоанн пӗртӑванне Иакова вара хӗҫпе касса вӗлерттернӗ.
3
Ҫакна иудейсем кӑмӑлласах йышӑннине курсан вӑл тепӗртакран Петра та тыттарнӑ. Ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ.
4
Пасха иртсен Петра халӑх умне илсе тухас тесе, Ирод ӑна тытса тӗрмене хуптарнӑ, тӑватшар салтакӑн тӑватӑ ушкӑн хурал тӑратса ӑна сыхлама хушнӑ.
5
Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ. Ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑнрисем уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.
6
Ирод Петра халӑх умне илсе тухас тенӗ чух, ҫӗрле, икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленӗ Петр икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ. Тӗрме алӑкӗсем умӗнче хуралҫӑсем сыхласа тӑнӑ.
7
Сасартӑк Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ та, тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аяккинчен тӗртсе вӑратнӑ та: «Тӑр хӑвӑртрах», – тенӗ. Ҫавӑнтах Петр аллинчи сӑнчӑрсем хывӑнса ӳкнӗ.
8
«Пилӗкне ҫых, уруна тӑхӑн», – тенӗ ӑна ангел. Петр ҫапла тунӑ та. «Тумтирне тӑхӑн та ман хыҫҫӑн пыр», – тенӗ унтан ангел ӑна.
9
Петр тухнӑ та ангел хыҫҫӑн утнӑ. Ангел мӗн туни чӑн пулнине вӑл ӑнланайман, куҫа курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ.
10
Вӗсем малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртнӗ, унтан хула ҫулӗ ҫинчи тимӗр хапха патне ҫитнӗ. Умӗнчи хапха хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайсан вӗсем хапхаран кӗнӗ. Ҫапла пӗр урампа утса тухсан ангел сасартӑк куҫран ҫухалнӑ.
11
Тӑна кӗрсе ҫитсен Петр хӑй ӑшӗнче шухӑшланӑ: «Хуҫамӑр Хӑйӗн ангелне ярса мана Ирод аллинчен, иудейсем мӗн кӗтнинчен пуринчен те хӑтарчӗ. Тинех ҫакна чӑн-чӑннипе ӑнланса илтӗм».
12
Йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнсан вӑл Марк текен Иоанн амӑшӗ Мария пурӑнакан пӳрт умне пынӑ. Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ унта кӗлле пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
13
Петр хапхана шаккасан камне пӗлмешкӗн Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ.
14
Петра сасӑран палласа илсен савӑннипе вӑл хапхине уҫма манса кайсах чупса кӗнӗ те: «Хапха умӗнче Петр тӑрать», – тенӗ.
15
«Аташмастӑн-и эсӗ?» – тенӗ лешсем. Хӗрарӑм хӑйӗннех каланӑ. «Эппин ку унӑн ангелӗ пулех», – тенӗ вара пӳртрисем.
16
Петр ҫаплах хапхана шакканӑ. Хапхине уҫсан вара вӗсем ӑна курнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ.
17
Унтан Петр, аллипе паллӑ кӑтартса, шӑпланма ыйтнӑ, хӑйне Хуҫамӑр тӗрмерен епле кӑларнине вӗсене каласа панӑ. «Ҫакӑн ҫинчен Иаковпа ытти ӗненекен тӑвансене те пӗлтерӗр-ха», – тесе ыйтнӑ вӑл. Вара тухнӑ та урӑх ҫӗре кайнӑ.
18
Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнине пӗлмен салтаксем йӑлт аптӑраса ӳкнӗ.
19
Ирод ӑна шыраттарнӑ, анчах тупайман. Вара, хуралҫисене айӑпласа, вӗлерме хушнӑ. Унтан Ирод Иудейӑран Кесарине кайнӑ, пӗр хушӑ ҫавӑнтах пурӑннӑ.
20
Ирод Тирпа Сидон ҫыннисене питӗ ҫилленнӗ пулнӑ. Кусем вара калаҫса татӑлнӑ та ун патне пынӑ, патшан хӑй патне ҫывхартнӑ Власт ятлӑ тарҫине хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран килӗшӳ ыйтнӑ. Мӗншӗн тесен вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ.
21
Палӑртнӑ кун, патша тумне тӑхӑнса, Ирод престол ҫине ларнӑ та вӗсемпе калаҫу пуҫланӑ.
22
«Ку – этем сасси мар, Турӑ сасси!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ халӑх.
23
Анчах та ҫав самантрах Турра мухтав сӑмахӗ каламаншӑн Ирода Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ вар-хырӑм чирӗпе хутлатса лартнӑ. Унӑн ӑш-чиккине хурт ҫисе янӑ, вӑл вилнӗ.
24
Ӗнтӗ Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ.
25
Хушнӑ ӗҫӗсене пурнӑҫласан Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохине тавӑрӑннӑ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсем Марк текен Иоана та илнӗ.
← Chapter 11
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 13 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28