bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 25
Acts 25
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
1
Фест, хӑйне тытса тӑма панӑ ҫӗр-шыва ҫитнӗ-ҫитменех, виҫӗ кунран Кесарирен Иерусалима тухса кайнӑ.
2
Ҫавӑн чухне аслӑ священникпа иудейсен паллӑ ҫыннисем Павел ҫинчен ҫӑхав пама ун патне пынӑ та ӑна ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса:
3
«Пирӗншӗн ырӑ ӗҫ тусам, Павела Иерусалима чӗнтерсе илсем», – тесе тархасланӑ. Хӑйсем вара Павела ҫул ҫинче вӗлерме усал шухӑш тытнӑ.
4
Анчах та Фест ҫапла тавӑрнӑ: «Павел халӗ Кесарире тӗрмере ларать, ҫывӑх вӑхӑтрах эпӗ хам та унта кайма шухӑшлатӑп.
5
Ҫавӑнпа та сирӗнтен хӑшӗсем манпа пӗрле пыма пултараҫҫӗ, пыччӑр. Ҫав ҫыннӑн мӗнле те пулин айӑпӗ пур пулсан, айӑплаччӑр».
6
Пӗр сакӑр е вунӑ куна яхӑн унта пурӑнсан Фест Кесарине тавӑрӑннӑ. Вара тепӗр куннех, суд тумалли вырӑна ларса, Павела илсе пыма хушнӑ.
7
Суда илсе пырсанах Павела Иерусалимран пынӑ иудейсем сырса илнӗ, ун ҫинчен нумай йывӑр айӑп каланӑ, анчах айӑпӗсем чӑннине ӗнентереймен.
8
Павел вара, хӑйне тӳрре кӑларса, ҫапла каланӑ: «Эпӗ Моисей саккунне хирӗҫле те, Турӑ Ҫуртне хирӗҫле те, императора хирӗҫле те нимӗнле усал ӗҫ те туман».
9
Фест, иудейсене юрасшӑн пулса, Павелран ыйтнӑ: «Эпӗ ку ӗҫпе сана Иерусалимра суд тӑвӑп, эсӗ унта пырас теместӗн-и?»
10
«Эпӗ ахаль те хама тивӗҫлӗ суд умӗнче, император сучӗ умӗнче, тӑратӑп. Иудейсене эпӗ нимӗнпе те хур туманнине эсӗ ху та лайӑх пӗлетӗн, – тенӗ Павел.
11
– Ҫапла вара, эпӗ айӑплах пулсан, вӗлерме тивӗҫлине мӗн те пулин тунӑ пулсан – вилме хатӗр. Иудейсен айӑплавӗнче тӗрӗсси ним те ҫук пулсан – мана вӗсен аллине пама никамӑн та ирӗк ҫук. Хама император патӗнче суд тутарма ыйтатӑп».
12
Вара Фест хӑйӗн канашӗнчи ҫынсемпе калаҫса илнӗ те ҫапла тавӑрнӑ: «Эсӗ император патӗнче суд тутарма ыйтрӑн, ӗнтӗ сана император патне илсе кайӗҫ».
13
Тепӗр темиҫе кунран Феста саламлама Кесарине Иудея патши Агриппа тата унӑн арӑмӗ Вереника пырса ҫитнӗ.
14
Вӗсем унта чылай пурӑннӑ. Фест вара патшана Павел ӗҫӗ пирки каласа панӑ. «Пирӗн кунта – тенӗ вӑл, – Феликс тӗрмене хупса хӑварнӑ пӗр ҫын пур.
15
Эпӗ Иерусалимра чухне иудейсен аслӑ священникӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем ун ҫинчен ҫӑхав пама ман патӑма пычӗҫ, ӑна суд тума ыйтрӗҫ.
16
Эпӗ вӗсене ҫапла тавӑрса каларӑм: Рим йӑлипе, айӑпланаканпа айӑплакансене куҫа-куҫӑн тӑратмалла тата айӑпланаканне хӳтӗленме ирӗк памалла, унсӑрӑн ҫынна вӗлерме тытса пама юрамасть.
17
Вӗсем кунта килсессӗн вара, ӗҫе вӑраха ямасӑр, тепӗр куннех эпӗ суд тумалли вырӑна лартӑм та ҫав ҫынна илсе пыма хушрӑм.
18
Айӑплакансем ӑна судра сырса илчӗҫ, анчах эп кӗтнӗ айӑплавсенчен пӗрне те кӑтартса параймарӗҫ.
19
Ҫапах та вӗсем Павелпа хӑйсен Турра хисеплес йӗрки ҫинчен тата пӗр вилнӗ темле Иисус пирки тавлашкаларӗҫ. Павел ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Вӑл чӗрех иккен.
20
Ку ыйтӑва татса пама иккӗленсе эпӗ Павела ҫапла каларӑм: „Хӑвна ку ӗҫпе Иерусалимра суд тутарма эсӗ унта пырас теместӗн-и?“
21
Анчах та Павел хӑйне император сучӗпе явап тыттарма ыйтрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ ӑна император патне яма май киличчен тӗрмере тытма хушрӑм».
22
«Ку ҫынна ман хамӑн та итлесе пӑхас килет», – тенӗ Агриппа вара Феста. «Тархасшӑн, – сӗннӗ лешӗ, – эсӗ ӑна ыранах итлеме пултаратӑн».
23
Тепӗр кунне Агриппӑпа Вереника суд ҫуртне питӗ чаплӑн, хӑйсемпе пӗрле пинпӳсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене илсе, пырса кӗнӗ. Фест хушнипе Павела суд ҫуртне илсе пынӑ.
24
Вара Фест ҫапла каланӑ: «Эй, Агриппа патша тата пирӗнпе пӗрле кунта пухӑннӑ ытти ҫынсем! Акӑ сирӗн умӑрта пӗр ҫын тӑрать. Ҫак ҫынна айӑпласа ман патӑма Иерусалимра та, кунта та иудей ҫыннисем тем чухлӗн пычӗҫ, ӑна вӗлермелле тесе кӑшкӑрчӗҫ.
25
Анчах та вӑл вилме тивӗҫлӗ ӗҫ тунине эпӗ тупаймарӑм. Вара, хӑй император патӗнче суд тутарма ыйтнӑран, эпӗ ӑна унта ярас тесе йышӑнтӑм.
26
Эпӗ ун пирки император патне мӗн ҫырса ямаллине те пӗлместӗп. Ҫавӑнпа та ӑна сире, уйрӑмах, Агриппа патша, сана, кӑтартас терӗм. Эсир лайӑхрах тӗпчесе пӗлсен вара мӗн ҫырса ямалли те паллӑ пулӗ.
27
Мӗншӗн тесен хупнӑ ҫынна айӑпне кӑтартмасӑрах император патне яни мана ӑссӑрла хӑтланнӑ пек туйӑнать».
← Chapter 24
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 26 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28