bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 18
Acts 18
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
1
Ҫавӑн хыҫҫӑн Павел, Афинӑран кайса, Коринфа пынӑ.
2
Унта вӑл Понт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ Акила ятлӑ пӗр иудейпа унӑн арӑмне Прискиллӑна шыраса тупнӑ та вӗсем патне кӗнӗ. Вӗсем анчахрах Италирен куҫса килнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен Клавдий император иудейсене пурне те Римран тухса кайма хушнӑ пулнӑ.
3
Павелпа Акила иккӗшӗ те пӗр ӗҫпе ӗҫленӗ: вӗсем чатӑр тӑвакансем пулнӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗсем патӗнчех юлнӑ та пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ.
4
Шӑмат кунсерен Павел синагогӑра калаҫнӑ, иудейсемпе грексене ӳкӗтленӗ.
5
Хайхи Силӑпа Тимофей Македонирен пырсан, чун-чӗри хистенипе Павел иудейсене Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ҫирӗплетсех пӗлтернӗ.
6
Анчах та иудейсем Павела хирӗҫлесе тем тӗрлӗ усал сӑмах каласа пӗтернӗ. Вара Павел тумтирӗ ҫинчи тусанне силле-силле ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫылӑхӑр хӑвӑр пуҫӑр ҫинчех юлать. Эпӗ – таса. Паянтан урӑх халӑх ҫыннисем патне каятӑп».
7
Вара вӑл унтан пӑрӑнса утнӑ та Турра пит хисеплекен пӗр Иуст ятлӑ ҫын патне кӗнӗ. Унӑн ҫурчӗ синагогӑпа юнашарах пулнӑ.
8
Синагога пуҫлӑхӗ Крисп тата унӑн пӗтӗм кил-йышӗ Хуҫамӑра ӗненекенскерсем пулнӑ. Павел сӑмахӗсене итлесе Коринф ҫыннисенчен нумайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, тӗне кӗнӗ.
9
Пӗррехинче ҫӗрле Хуҫамӑр, Павела курӑнса, ҫапла каланӑ: «Ан хӑра! Ӳкӗтле, вӗрентме ан чарӑн.
10
Эпӗ санпах пулӑп, ҫавӑнпа та сана никам та усал тӑваймӗ: ку хулара Манӑн ҫыннӑмсем нумай».
11
Вара Павел ҫавӑнта хула халӑхне Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ.
12
Ахаияра Рим лартнӑ Галлион пуҫлӑх хуҫаланнӑ чухне иудейсем пӗр каварлӑ пулса Павела ярса тытнӑ та суд умне тӑратнӑ.
13
«Ҫакскер ҫынсене Турра хисеплеме Моисей саккунӗ хушнӑ пек вӗрентмест», – тенӗ вӗсем.
14
Павел ҫӑварне уҫма ӗлкӗричченех Галлион иудейсене ҫапла каланӑ: «Иудейсем! Енчен те эсир хӑвӑра кӳрентерни ҫинчен, йӗркене пӑсни ҫинчен евитленӗ пулсан, эпӗ сирӗн сӑмахӑра итленӗ пулӑттӑм.
15
Анчах та кунта тӗрлӗ вӗрентӳсем пирки, ятсем пирки, Моисей саккунӗ пирки тавлашу пырать. Ҫавӑнпа та ку ыйтусене хӑвӑрах татса парӑр. Кунашкал ӗҫре ман судья пулас килмест».
16
Вара вӗсене суд ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса янӑ.
17
Мӗн пур грексем синагога пуҫлӑхне Сосфена ярса тытнӑ та суд ҫурчӗ умӗнчех хӗне пуҫланӑ. Галлион хушша-хуппа кӗмен.
18
Коринфра татах чылай хушӑ пурӑннӑ хыҫҫӑн Павел, ӗненекен тӑванӗсемпе сывпуллашса, Сирие ишсе кайнӑ. Прискиллӑпа Акила та унпа пӗрлех пынӑ. Турра панӑ сӑмахне асра тытса Павел, Сирие ишсе кайичченех, Кенхреире ҫӳҫне кастарнӑ.
19
Ҫапла вӗсем Ефес хулине ҫитнӗ. Унта Павел, Прискиллӑпа Акилӑран уйӑрӑлса, синагогӑна кӗнӗ те иудейсемпе калаҫма пуҫланӑ.
20
Иудейсем ӑна хӑйсем патӗнче тата кӑштах та пулин юлма тархасланӑ, анчах та Павел килӗшмен.
21
Вара вӗсемпе сывпуллашнӑ май вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫывхарса килекен уява манӑн Иерусалимрах кӗтсе илмелле, Турра кирлӗ пулсан, эпӗ сирӗн патӑра тавӑрӑнӑп-ха». Вара Ефесран караппа ишсе кайнӑ. Акилӑпа Прискилла Ефесрах юлнӑ.
22
Павел карап ҫинчен Кесарире анса юлнӑ, унтан Иерусалима пынӑ. Унта вӑл ӗненекен ушкӑнрисемпе курнӑҫса калаҫнӑ та Антиохине тухса кайнӑ.
23
Пӗр вӑхӑт унта пулнӑ хыҫҫӑн Павел каллех ҫула тухнӑ. Вӑл, вӗренекенсене пурне те хавхалантарса, Галатипе Фриги ҫӗрӗсен пур кӗтесӗсенче те пулнӑ.
24
Александрияра ҫуралнӑ Аполлос ятлӑ пӗр иудей Ефеса пынӑ. Вӑл пит ӑста калаҫакан, Ҫырнине тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ.
25
Пӗлессе Аполлос Хуҫамӑрӑн ҫул пуҫламӑшне кӑна – Иоанн шыва кӗртни таран ҫеҫ – пӗлнӗ. Ҫапах та вӑл Хуҫамӑр ҫинчен чунӗпе ҫунса, тӗрӗс вӗрентнӗ.
26
Вӑл синагогӑра та пит хастар вӗрентме пуҫланӑ. Вӑл вӗрентнине илтсен Акилӑпа Прискилла ӑна хӑйсем патне чӗннӗ те Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулӗ ҫинчен тӗплӗнрех ӑнлантарса панӑ.
27
Аполлос Ахаияна кайма шухӑш тытнӑ. Ҫавна пӗлсен ӗненекен тӑвансем унти вӗренекенсем патне Аполлоса хапӑл тума ыйтса ҫыру янӑ. Вырӑна ҫитсессӗн вӑл Турӑ тивлечӗпе ӗненекенсене нумай пулӑшнӑ.
28
Мӗншӗн тесен Аполлос пӗтӗм халӑх умӗнчех иудейсемпе тавлашса ҫиеле тухнӑ: Ҫырнинче каланисемпе усӑ курсах Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни тесе ӗнентерме пултарнӑ.
← Chapter 17
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 19 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28