bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 20
Acts 20
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
1
Пӑлхав чарӑнсан Павел вӗренекенсене чӗнсе илсе хавхалантарнӑ, ӳкӗтленӗ, вара сывпуллашнӑ та Македонине тухса кайнӑ.
2
Македони витӗр тухнӑ чухне те вӑл ҫул тӑршшӗпех, Грецие ҫитичченех, Иисуса ӗненекенсене пит нумай ӳкӗтлесе хавхалантарнӑ.
3
Грецире Павел виҫӗ уйӑх пурӑннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл Сирие тинӗспе кайма шут тытнӑ, анчах та иудейсем хӑйне хирӗҫ кавар тунӑ пирки каялла Македони урлах тавӑрӑнма шухӑшланӑ.
4
Унпа пӗрле Аси таранах Вери ҫынни Пирр Сосипатрӗ, фессалоникӑсем Аристархпа Секунд, Дерви ҫынни Гаий, Тимофей тата асисем Тихикпа Трофим пынӑ.
5
Вӗсем маларах кайса пире Троадӑра кӗтме пулчӗҫ.
6
Эпир вара, тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем иртсен, Филиппы хулинчен караппа тухрӑмӑр. Унтан тепӗр пилӗк кунтан Троадӑра вӗсемпе тӗл пултӑмӑр, унта ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр.
7
Эрнен малтанхи кунӗнче эпир пурте ҫӑкӑр хуҫса ҫимелли йӑлана тума пухӑнтӑмӑр. Тепӗр куннех ҫула тухма шут тытнӑран Павел вӗренекенсемпе ҫур ҫӗрчченех калаҫрӗ.
8
Эпир пухӑннӑ хӑтлӑ пӳлӗмре ҫутаткӑҫсем нумайччӗ.
9
Чӳрече янаххи ҫинче Евтих ятлӑ пӗр ҫамрӑк ларатчӗ. Ҫавскер Павелӑн вӑраха кайнӑ сӑмахне итлесе ларнӑ май ҫывӑрах кайнӑ. Вара ыйхӑ тӗлӗшпе виҫҫӗмӗш хутран ҫӗре персе анчӗ. Ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ чухне вӑл вилсе те кайнӑччӗ ӗнтӗ.
10
Павел анчӗ те, ҫамрӑк ҫын ҫине пӗшкӗнсе, ӑна ыталаса илчӗ. «Ан кулянӑр, – терӗ вӑл, – унӑн чунӗ тухман-ха!»
11
Унтан Павел ҫӳлти хута хӑпарса ҫӑкӑр хуҫса ҫирӗ. Ҫапла вӑл тул ҫутӑличченех калаҫса ларчӗ, кайран ҫула тухса кайрӗ.
12
Ҫав вӑхӑтрах хайхи ҫамрӑк ҫынна, чӗрӗскерне, ҫавӑтса кӗчӗҫ. Ӑна курсан пурте савӑнмаллипех савӑнчӗҫ.
13
Павел ҫула тухичченех эпир карап ҫине лартӑмӑр та ӑна хамӑрпа илмешкӗн Асс хулине ишсе кайрӑмӑр. Мӗншӗн тесен, хӑй ҫуран кайма пулнӑран, вӑл пире ҫапла тума хушса хӑварнӑччӗ.
14
Эпир унпа Асра тӗл пултӑмӑр та ӑна лартса Митилинӑна пырса ҫитрӗмӗр.
15
Унтан ишсе кайса тепӗр кунне эпир Хиос утравӗ патӗнче чарӑнтӑмӑр, тата тепӗр кунне вара Самоса ҫитрӗмӗр. Унтан Трогиллине кӗрсе тухрӑмӑр та тепӗр кунне Милита пытӑмӑр.
16
Асире вӑхӑта ытлашши ирттерес мар тесе Павел Ефеса кӗрсе тӑрас темерӗ. Мӗншӗн тесен, ӗлкӗрейсен, аллӑмӗш кун уявӗ тӗлне вӑл Иерусалимра пуласчӗ тесе васкарӗ.
17
Вӑл Милитран Ефеса ҫынсем ярса унти ӗненекен ушкӑн пресвитерӗсене чӗнтерсе пычӗ.
18
Вӗсем ун патне пухӑнсан, Павел вӗсене ҫапла каларӗ: «Асие килнӗренпех, малтанхи кунран пуҫласах, эпӗ яланах сирӗнпе пулнине эсир пӗлетӗр.
19
Иудейсен усал шухӑшӗсене пула хӗн-хур курса нумай куҫҫуль тӑкма лекрӗ пулин те, эпӗ пӗтӗм йӑвашлӑхӑмпа Хуҫамӑршӑн ӗҫлерӗм.
20
Пӗтӗм халӑх умӗнче е килрен киле ҫӳресе кирек мӗн пирки ӳкӗтлесен те, кирек мӗн вӗрентсен те, сире усӑллине мӗн те пулин каламасӑр хӑварас марччӗ терӗм.
21
Эпӗ иудейсене те, грексене те Турӑ умӗнче ӳкӗнмелли ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑра ӗненмелли ҫинчен хыпарларӑм.
22
Халӗ ӗнтӗ, Святой Сывлӑшӑн туртӑмне пӑхӑнса, манӑн Иерусалима каймалла. Эпӗ унта хама мӗн кӗтнине те пӗлместӗп.
23
Мӗн пӗлетӗп-ха? Мана тӗрме тата хуйхӑ кӗтни ҫинчен Святой Сывлӑш кашни хуларах асӑрхаттарать.
24
Анчах та эпӗ ниме те пӑхса тӑмастӑп, пурнӑҫӑма шеллеместӗп, Иисус Хуҫамӑр хама шанса панӑ ӗҫӗме – Турӑ тивлечӗллӗ Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентессине – вӗҫне ҫити хавасланса туса тӑраясчӗ кӑна.
25
Эпӗ сирӗн хушшӑрта Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентрӗм. Ӗнтӗ тек эсир мана кураяс ҫуккине пӗлетӗп.
26
Ҫавӑнпа паянах сире пӗлтерес терӗм: сирӗнтен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнаймасан, эпӗ айӑплӑ мар.
27
Мӗншӗн тесен эпӗ сире Турӑ ирӗкӗ ҫинчен мӗн хыпарламаллине йӑлтах каларӑм.
28
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
29
Эпӗ кайнӑ хыҫҫӑн кӗтӗве хӗрхенмен тискер кашкӑрсем сирӗн патӑра пырасса пӗлетӗп.
30
Вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каяс тесе ултавлӑ калаҫакансем хӑвӑр хушшӑртанах тупӑнӗҫ.
31
Ҫавӑнпа ӗнтӗ сыхӑ тӑрӑр! Эпӗ сирӗнтен кашнинех виҫӗ ҫула яхӑн кунӗн-ҫӗрӗн, куҫҫуль тухичченех вӗрентсе пурӑннине ан манӑр.
32
Эй, тӑванӑмсем! Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Турӑ аллине, Унӑн тивлетлӗ сӑмахӗн хӳттине шанса парса хӑваратӑп. Турӑ сӑмахӗ сире ӳкӗтлесех тӑма та, мӗн пур сӑвапласа тасатнисемпе пӗрле еткерне пама та пултарӗ.
33
Эпӗ никамран та ылтӑн-кӗмӗл те, ҫи-пуҫ та илесшӗн пулмарӑм.
34
Хама тата юлташӑмсене кирлине хамӑн ҫак аллӑмсемпе ӗҫлесе илнине эсир пӗлетӗр.
35
Ҫапла тӑрӑшса халсӑррисене пулӑшмаллине, Иисус Хуҫамӑр сӑмахне асра тытмаллине эпӗ сире хамӑн тӗслӗхӗмпе кӑтартса патӑм. Иисус Хӑй ҫапла каланӑ: „Парасси илессинчен пахарах“».
36
Ҫак сӑмахсене каласан Павел чӗркуҫленсе ларнӑ та ыттисемпе пӗрле кӗлтунӑ.
37
Ҫавӑн чухне пурте йӗрсех янӑ, Павела ытала-ытала чуптунӑ.
38
Тек эсир мана кураяс ҫук тесе каланӑ Павелӑн сӑмахӗсем вӗсен чунӗсене уйрӑммӑнах хытӑ пырса тивнӗ. Кайран вӗсем ӑна карап патне ҫитичченех ӑсатса янӑ.
← Chapter 19
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 21 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28