bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 2
Acts 2
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
1
Аллӑмӗш кун уявӗ ҫитсен, вӗсем пурте пӗрле пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пухӑннӑ.
2
Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл кӗрлесе килнӗ чухнехи пек сасӑ илтӗннӗ, вӗсем пухӑннӑ ҫурт шӑв-шавпа тулса ларнӑ.
3
Унтан апостолсене пайӑркаланса тӑракан вут чӗлхи пек чӗлхесем курӑннӑ, вӗсем кашнин тӗлне пӗрер аннӑ.
4
Унтан пурин чун-чӗри те Святой Сывлӑшпа тулнӑ та вӗсем пурте Сывлӑш панӑ пултарулӑхпа хӑйсем унччен пӗлмен чӗлхесемпе калаҫа пуҫланӑ.
5
Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра хулари тата тӗрлӗ ҫӗр-шывсенчи хытӑ ӗненекен иудейсем уява пуҫтарӑннӑ пулнӑ.
6
Ҫак кӗрлекен сасӑ илтӗнсен халӑх пухӑнса тулнӑ та аптӑрасах кайнӑ, мӗншӗн тесен кашниех хайхи апостолсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтнӗ.
7
«Ҫак тӗрлӗ чӗлхесемпе калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и вара? – тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ыйтнӑ вӗсем пӗр-пӗринчен.
8
– Епле-ха эппин пирӗнтен кашниех харпӑр-хӑй ачаран калаҫнӑ чӗлхене илтеет?
9
Эпир – Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Асире,
10
Фригипе Памфилире тата Египетра пурӑнакансем; Киринея ҫывӑхӗнчи Ливи ҫӗрӗнчисем; Римран килнисем; иудейсем тата иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем,
11
Критпа Арави ҫыннисем – эпир пурте Туррӑн хӑватлӑ ӗҫӗсем ҫинчен апостолсем пирӗн тӑван чӗлхесемпе каланине илтетпӗр!»
12
Ӑнран каймалла тӗлӗннипе вӗсем пӗр-пӗринчен: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе ыйтнӑ.
13
Хӑшӗ-пӗри тата тӑрӑхласа ҫапла каланӑ: «Вӗсем пылак хӗрлӗ эрех ӗҫсе лартнӑ».
14
Вара Петрпа вун пӗр апостол пухӑннӑ халӑх умне тухнӑ, Петр пурне те илтмелле ҫапла каланӑ: «Иудейсемпе мӗн пур Иерусалим ҫыннисем! Ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр:
15
Эсир вӗсене ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар, мӗншӗн тесен вӑхӑчӗ те халь ирхи тӑхӑр сехет кӑна-ха.
16
Ку – Иоиль пророк сӑмахӗсем пурнӑҫланни:
17
„Юлашки кунсенче, – тесе калать Турӑ, – Хамӑн Сывлӑшӑма пур ҫын ҫине те ярӑп. Сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫа пуҫлӗҫ. Сирӗн ҫамрӑкӑрсем тӗрлӗрен курӑнусем курӗҫ. Сирӗн ватӑ ҫыннӑрсене тӗлӗкре вӑрттӑнлӑх уҫӑлӗ.
18
Ҫав кунсенче Хамӑн Сывлӑшӑма арҫын чурамсемпе хӗрарӑм чурамсем ҫине те ярӑп, вара вӗсем те пророкла калаҫӗҫ.
19
Ҫӳл тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн та, вут та пулӗ, тӗтӗм йӑсӑрланӗ.
20
Хуҫа Туррӑмӑрӑн аслӑ та мухтавлӑ кунӗ ҫитиччен хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юнланӗ.
21
Ҫавӑн чухне кам та кам Хуҫамӑр ятне асӑнӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ“.
22
Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,
24
анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ.
25
Давид Ун ҫинчен ҫапла каланӑ: „Эпӗ яланах Хуҫамӑра кураттӑм, мӗншӗн тесен эпӗ иккӗленесрен Вӑл манӑн сылтӑм енче тӑратчӗ.
26
Ҫавӑнпа чӗрем савӑнӑҫпа тулать, сӑмахӑмсем хаваслӑ, шанчӑк пуртан ӳт-пӗвӗм те канӑҫса лӑпланӗ.
27
Мӗншӗн тесен Эсӗ чунӑма вилнисем хушшинче хӑвармӑн, сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн.
28
Эсӗ мана пурӑнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн, Хӑвӑн умӑнта Эсӗ чун-чӗреме савӑнӑҫпа тултарӑн“.
29
Эй, тӑван ҫыннӑмсем! Давид мӑн асаттемӗр пирки сире хӑю ҫитерсе калам: вӑл вилнӗ те ӑна пытарнӑ; унӑн вил тӑприйӗ те халичченех сыхланса юлнӑ-ха.
30
Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ.
31
Христос чӗрӗлсе тӑрасси пирки Давид малтанах каланӑ, Унӑн чунӗ вилнисем хушшинче юлмӗ, ӳчӗ ҫӗрмӗ тенӗ.
32
Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр.
33
Ҫапла вара, Турӑ Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе Иисуса тӳпене ҫӗкленӗ. Вӑл Хӑйне шантарнӑ Святой Сывлӑша Ашшӗнчен илнӗ. Эсир халӗ мӗн курса-илтсе тӑратӑр, ҫавӑ йӑлтах Иисус хӑвачӗпе пулса иртет.
34
Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах та вӑл хӑех ҫапла калать: «„Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче, хисеплӗ вырӑнта лар“, – тенӗ Хуҫамӑр манӑн Хуҫама».
36
«Ҫапла вара, пӗтӗм Израиль ҫыннисем, ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑрӑр: эсир пӑталанӑ Иисуса Турӑ пирӗн Хуҫамӑр тата Ҫӑлаканӑмӑр турӗ».
37
Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрисене пырса тивнӗ, вара вӗсем Петрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Пирӗн халӗ мӗн тумалла-ши?»
38
Вара Петр вӗсене ҫапла каланӑ: «Ӳкӗнӗр, ҫылӑх каҫарттарма сирӗнтен кашниех Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗтӗр. Вара Святой Сывлӑш тивлетне илейӗр.
39
Мӗншӗн тесен эсир те, ачӑрсем те, катари тӑвансем те – Турӑ чӗнсе илнисем пурте – Турӑ пама пулнине илмешкӗн тивӗҫлӗ».
40
Петр вӗсене татах нумай сӑмах каласа ӑнлантарнӑ, ӳкӗтленӗ: «Ҫак пӑсӑк ӑрупа пӗрле айӑплав тивесрен ҫӑлӑнса юлӑр», – тенӗ вӑл.
41
Вара унӑн сӑмахне хапӑлласа йышӑннисем тӗне кӗнӗ, ҫав кун тепӗр виҫӗ пин ӗненекене яхӑн хутшӑннӑ.
42
Вӗсем апостолсен сӑмахӗсенчен иртмен, пӗрле ҫӑкӑр хуҫнӑ, пӗрле кӗлӗ тунӑ.
43
Ӗненекенсем пурте Турра хисеплесе, Турӑран хӑраса пурӑннӑ. Иерусалимра апостолсем урлӑ тӗрлӗ хӑватсем, паллӑсем пулнӑ.
44
Ӗненекенсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑннӑ, мӗн пурри те вӗсен йӑлтах пӗрлехи пулнӑ.
45
Вӗсем хӑйсен пурлӑхне, япалисене сутса кама кирлӗрех, ҫавсене валеҫнӗ.
46
Пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ пулса вӗсем кулленех Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Килӗсенче, ҫӑкӑр хуҫса валеҫнӗ чухне, савӑнӑҫлӑн та йӑваш кӑмӑллӑн апатланнӑ.
47
Ӗненекенсем Турра мухтаса пурӑннӑ, халӑх вӗсене юратнӑ. Хуҫамӑр вара ҫӑлӑнакансен йышне – Хӑйӗн Чиркӗвне – куллен ӳстерсех пынӑ.
← Chapter 1
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 3 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28