bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 27
Acts 27
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
1
Пире Италие караппа ярас терӗҫ. Вара Павела тата тӗрмене хупнӑ ытти ҫынсене император полкӗнчи Юлий ҫӗрпӳ аллине пачӗҫ.
2
Пирӗн хулара Аси ҫыранӗ хӗррипе кайма пуҫтарӑннӑ пӗр Адрамит карапӗ чарӑннӑччӗ. Эпир ҫавӑн ҫине лартӑмӑр та тинӗсе тухрӑмӑр. Пирӗнпе пӗрле тата Македони ҫынни, фессалоникӑсем Аристарх пурччӗ.
3
Тепӗр кунне эпир Сидон тӗлӗнче чарӑнтӑмӑр. Юлий хӑйне Павелпа кӑмӑллӑ тыткаларӗ, ӑна хӑйӗн тусӗсем патне кайса килме, вӗсенчен пулӑшу илме те ирӗк пачӗ.
4
Хирӗҫле ҫил питӗ вӑйлӑ пулнӑран унтан тухсан эпир Кипр утравӗн ҫыранӗсен хӳттипе ишрӗмӗр.
5
Вара тин, Киликипе Памфили тӗлӗнче тинӗс урлӑ каҫса, Ликири Миры хулине пырса ҫитрӗмӗр.
6
Унта Юлий ҫӗрпӳ Италие каякан Александрия карапне шыраса тупрӗ те пире ун ҫине лартрӗ.
7
Книда эпир темиҫе кунран кӑна, аран-аран ҫиткелерӗмӗр. Майлӑ ҫил пулман пирки пире Крит утравӗн хӳттипе Салмон сӑмсахӗ тӗлӗнчен ишсе пыма лекрӗ.
8
Ун ҫумӗнчен аран-аран ирткелесе кайса эпир Ласея хули ҫывӑхӗнчи Аван Чарӑну ятлӑ пӗр вырӑна ҫитрӗмӗр.
9
Анчах эпир нумай вӑхӑт ҫухатрӑмӑр: типӗ тытмалли кунсем те иртнӗччӗ ӗнтӗ. Ку вӑхӑтра тинӗсе тухма хӑрушши ҫинчен Павел асӑрхаттарчӗ.
10
«Эй, халӑх! Малалла ишме питӗ йывӑр пуласса эпӗ пӗлетӗп. Тиенӗ япаласемпе карапа ҫеҫ мар, хамӑра та пысӑк инкек кӗтме пултарать», – терӗ вӑл.
11
Анчах та ҫӗрпӳ, капитанпа карап хуҫине шанса, Павел асӑрхаттарнине итлемерӗ.
12
Ку чарӑну хӗл каҫма юрӑхсӑр пулнӑ пирки ытларахӑшӗ малалла ишме сӗнчӗҫ, ҫитме май пулсан Финикра хӗл каҫас терӗҫ. Крит утравӗ ҫумӗнчи ҫак чарӑну кӑнтӑр-хӗвел анӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнчен вӗрекен ҫил ҫинче ларать.
13
Кӑнтӑр енчен ҫил вӗре пуҫласан тин матроссем, кӗтни аранах ҫитрӗ тесе, ҫула тухрӗҫ те Крит ҫыранӗ ҫумӗпе ишсе пычӗҫ.
14
Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, Крит енчен тӑвӑллӑ ҫил, эвроклидон текенскер, вӗрме пуҫларӗ.
15
Ҫил карапа тыткӑнларӗ те пире хумсем ҫийӗн юхтарса ҫӳрерӗ.
16
Клавда ятлӑ пӗр пӗчӗк утрав патне пырса лексен, эпир карап ҫумӗнчи ҫӑлӑнмалли кимме аран-аран тытса чартӑмӑр.
17
Ӑна вӗренсемпе ҫӗклесе илтӗмӗр те карапа ҫирӗплетсе ҫыхма пуҫларӑмӑр. Унтан, ӑшӑх вырӑнсене ларасран хӑраса, парӑса антартӑмӑр. Ҫапла эпир хумсен тыткӑнне лекрӗмӗр.
18
Тепӗр кунне вара, тӑвӑл питӗ хытӑ лӑсканӑран, тиенӗ япаласене тинӗсе ывӑта пуҫларӗҫ.
19
Виҫҫӗмӗш кунне карап хатӗр-хӗтӗрӗсене хамӑр аллӑмӑрпах тинӗсе персе пӗтертӗмӗр.
20
Темиҫе кун хушши ҫапла хӗвел те, ҫӑлтӑрсем те курӑнмарӗҫ, ҫил-тӑвӑл кӑна чарӑна пӗлми алхасрӗ. Юлашкинчен вара пирӗн ҫӑлӑнас шанчӑк та пӗтрӗ.
21
Ҫынсем чылайранпа ҫименччӗ ӗнтӗ. Вара Павел тӑчӗ те ҫапла каларӗ: «Эй, халӑх! Сирӗн ман сӑмахӑма итлесе Критран тухмалла марччӗ. Итленӗ пулсан ҫакнашкал терт-нушана та курман пулӑттӑр.
22
Анчах та халӗ сире хӑюллӑрах пулма тархаслатӑп. Карапӗ пӗтӗ, эсир пурте хӑтӑлӑр.
23
Мӗншӗн тесен мана кӗҫӗр чун-чӗремпе Ӑна ҫеҫ парӑнса, Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑракан Туррӑмӑн ангелӗ курӑнчӗ.
24
„Павел, ан хӑра, – терӗ ҫав ангел. – Санӑн император умне тӑмалла, ҫавӑнпа Турӑ, сана хӗрхенсе, карап ҫинчисене пурне те хӑтарӗ“.
25
Ҫавӑнпа та, арҫын пек пулса, хастарланӑр! Йӑлтах Турӑ каланӑ пек пуласса эпӗ ӗненетӗп. Вӑл каланӑ тӑрӑх,
26
пирӗн пӗр утрав ҫине тухса ӳкмелле пулӗ».
27
Ҫапла Адриатика тинӗсӗнче хумсен тыткӑнне лекни икӗ эрне иртрӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче матроссем пирӗн карап типӗ ҫӗр патнелле ҫывхарнине туя пуҫларӗҫ.
28
Унтан вӗсем тинӗс тарӑнӑшне виҫсе пӑхрӗҫ те вӑл ҫирӗм хӑлаҫа яхӑн анчах пулнине палӑртрӗҫ. Тепӗртакран каллех виҫсе пӑхрӗҫ: тарӑнӑшӗ вун пилӗк хӑлаҫ кӑна иккен.
29
Чул хысакӗсене пырса ҫапӑнасран хӑраса, карап хыҫӗнчен тӑватӑ якорь пӑрахрӗҫ. Вара тул ҫутӑласса кӗте пуҫларӑмӑр.
30
Матроссем тарма шухӑш тытнӑ пулнӑ. Карап пуҫӗнчен якорь ярам пек туса, вӗсем тинӗсе ҫӑлӑнмалли кимме антара пуҫланӑ иккен.
31
Ҫӗрпӳпе салтаксене Павел ҫапла каларӗ: «Кусем карап ҫинчех юлмасан, эсир ҫӑлӑнаймӑр».
32
Вара салтаксем ҫӑлӑнмалли кимме ҫыхнӑ вӗренсене тытрӗҫ те касса ячӗҫ, кимми тинӗсе ӳкрӗ.
33
Тул ҫутӑлас умӗн Павел пурне те апат ҫиме ӳкӗтле пуҫларӗ: «Ҫырана тухасса кӗтсе эсир вун тӑватӑ кун хушши ӗнтӗ ҫинӗ-ҫимен пурӑнатӑр.
34
Эпӗ сире хистесех ҫиме ыйтатӑп, ҫисессӗн ҫӑлӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. Сирӗнтен пӗрин те пуҫ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчи те пӗтмӗ».
35
Ҫакна каласан вӑл ҫӑкӑр илчӗ те, пурин умӗнчех Турра тав туса, хуҫса ҫие пуҫларӗ.
36
Тинех ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫӗкленчӗҫ, вара пурте апатланчӗҫ.
37
Карап ҫинче эпир пурӗ ик ҫӗр ҫитмӗл улттӑнччӗ.
38
Ҫисе тӑрансан, карап ҫӑмӑллантӑр тесе, ҫынсем юлнӑ тулла та тинӗсе ячӗҫ.
39
Тул ҫутӑлчӗ. Чылай сӑнарӗҫ пулин те, матроссем хамӑр хӑш тӗлтине калаймарӗҫ. Вӗсем пӗр сӗвек ҫыранлӑ тинӗс пырне асӑрхарӗҫ, май пулсан, ҫавӑнта караппа пырса чарӑнма шут тытрӗҫ.
40
Вара вӗсем якорьсене ҫӗклесе, рульсене ҫыхнисене салтса, пӗчӗк парӑса ҫиле май карӑнтарса карапа ҫыраналла тытрӗҫ.
41
Тепӗртакран карап пӗр хӑйӑр сӑмсах тӗлне пулчӗ те ӑшӑха лекрӗ: карап пуҫӗ лакса ларчӗ, хыҫне хум ҫапса арката пуҫларӗ.
42
Тӗрме ҫыннисем ишсе тарасран хӑраса, салтаксем вӗсене вӗлерме те шут тытрӗҫ.
43
Анчах та ҫӗрпӳ, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, вӗсене чарчӗ. Вӑл ишме пӗлекенсене шыва малтан сиксе ҫырана тухма хушрӗ.
44
Ыттисене вара хӑмасенчен е карап ҫӗмрӗкӗсенчен тыткаласа хӑтӑлма каларӗ. Ҫапла майпа пурте тип ҫӗр ҫине тухса ҫӑлӑнчӗҫ.
← Chapter 26
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 28 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28