bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 5
Acts 5
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 6 →
1
Тата Анания ятлӑ пӗр ҫын, хӑйӗн арӑмӗпе Сапфирӑпа калаҫса татӑлса, пӗтӗм пурлӑхне сутнӑ.
2
Укҫин пӗр пайне Анания хӑйӗн валли уйӑрса хӑварнӑ, ун пирки арӑмӗ те пӗлсе тӑнӑ. Юлнӑ укҫине вара апостолсен ури умне пырса хунӑ.
3
Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Анания, ҫӗр укҫине пытарса хӑварса эсӗ Святой Сывлӑша улталас терӗн-им? Хӑвӑн ӑшна ҫав шухӑша кӗртме мӗншӗн эсӗ шуйттана ирӗк патӑн?
4
Ҫӗрӳ, сутиччен, хӑвӑн марччӗ-им вара? Сутса тунӑ укҫупа хуҫаланма та хӑвӑн ирӗкӳ марччӗ-и? Ултав ҫулӗ ҫине мӗн тӑратрӗ-ха сана? Эсӗ халӗ ҫынсене мар, Турра улталарӑн вӗт-ха!»
5
Ҫак сӑмахсене илтсенех Анания ӳксе вилнӗ. Ҫакӑн ҫинчен пӗлнӗ ҫынсен пурин те сехри хӑпнӑ.
6
Унтан ҫамрӑксем тӑнӑ та ӑна пытарма хатӗрленӗ, вара илсе кайса пытарнӑ.
7
Унта мӗн пулса иртнине пӗлмесӗрех тепӗр виҫӗ сехетсенчен ҫавӑнта Анания арӑмӗ те пынӑ.
8
«Кала-ха мана, – ыйтнӑ унран Петр, – эсир ҫӗре ҫав хака сутрӑр-и?» «Ҫапла, ҫав хака», – хуравланӑ хӗрарӑм.
9
Петр ӑна каланӑ: «Епле-ха эсир Хуҫа Туррӑн Сывлӑшне улталама калаҫса татӑлтӑр? Акӑ, упӑшкуна пытарса килекенсем алӑкран кӗреҫҫӗ, сана та вӗсем часах йӑтса тухӗҫ».
10
Хӗрарӑм сасартӑк ун ури умне тӗшӗрӗлсе аннӑ, унӑн та чунӗ тухса кайнӑ. Ҫамрӑксем кӗнӗ те, вӑл та сывламасӑр выртнине курса, ӑна йӑтса тухса упӑшки ҫумнех кайса пытарнӑ.
11
Вара ӗненекенсен пӗтӗм ушкӑнӗ те, ҫавӑн ҫинчен илтнӗ ытти ҫынсем те питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ.
12
Халӑх хушшинче апостолсем нумай паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ. Хӑйсем вӗсем пӗр шухӑш-кӑмӑлпа тӑтӑшах Соломон притворӗнче пуҫтарӑннӑ.
13
Христоса ӗненменнисем вӗсемпе ҫывӑхланма хӑяйман пулин те, халӑх апостолсене мухтаса калаҫнӑ.
14
Ӗненекенсен йышӗ ӳснӗҫемӗн ӳссех пынӑ. Нумай арҫынпа хӗрарӑм Хуҫа Турӑ енне ҫавӑрӑннӑ.
15
Урампа иртсе пыракан Петрӑн мӗлки те пулин чирлисем ҫине ӳктӗрччӗ тесе, ҫынсем вӗсене урама илсе тухса вырӑнӗсем ҫине вырттарнӑ.
16
Ҫавнашкалах Иерусалима таврари ял-хуласенчен халӑх пырсах тӑнӑ. Вӗсем унта чирлисене, усал ернисене иле-иле пынӑ, лешсем вара пурте сывалнӑ.
17
Аслӑ священникпа саддукейсен ушкӑнӗнчи ҫынсен пурин те чӗрисем кӗвӗҫӳпе тулса ҫитнӗ.
18
Вара вӗсем апостолсене тытнӑ та хура халӑх тӗрмине хуптарнӑ.
19
Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ:
20
«Турӑ Ҫуртне кайӑр та халӑха ҫак чӗрӗлӗх сӑмахӗсене татах вӗрентӗр».
21
Хӑйсене каланӑ пекех, апостолсем ирхине ирех Турӑ Ҫуртне пынӑ та халӑха вӗрентме пуҫланӑ. Ҫав ирхинех аслӑ священникпа унӑн ҫыннисем синедрион канашӗнче ларакансене пуҫтарнӑ, унта Израилӗн мӗн пур ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтернӗ. Вара тӗрмерен апостолсене илсе пыма хушнӑ.
22
Анчах та тарҫисем, тӗрмене пырсан, апостолсене тупаймасӑрах тавӑрӑннӑ.
23
«Тӗрмине шанчӑклӑ питӗрнӗ, – тенӗ вӗсем тавӑрӑнсан, – алӑкӗсем умӗнче те хурал тӑрать, ҫакна эпир хамӑр куртӑмӑр, анчах та уҫтартӑмӑр та – шалта никам та ҫук!»
24
Тарҫӑсен сӑмахне илтсен аслӑ священник, хурал пуҫлӑхӗ тата ытти аслӑ священниксем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» – тесе тӗлӗнсех кайнӑ.
25
Кайран пӗрскер ҫавӑнта пынӑ та кусене ҫапла пӗлтернӗ: «Хайхи эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ».
26
Ҫавӑн хыҫҫӑн хурал пуҫлӑхӗпе тарҫисем Турӑ Ҫуртне кайнӑ. Хӑйсене халӑх чулпа пере-пере вӗлересрен хӑранипе вара апостолсене ирӗксӗрлемесӗрех илсе пынӑ.
27
Илсе пырсан вӗсене синедрион канашӗ умне тӑратнӑ. Вара аслӑ священник ҫапла тӗпчесе ыйтнӑ:
28
«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр».
29
Петрпа ытти апостолсем вара ҫапла тавӑрса каланӑ: «Турра пӑхӑнасси этеме пӑхӑнассинчен ытларах пулмалла.
30
Эсир йывӑҫ хӗрес ҫине ҫакса вӗлернӗ Иисуса пирӗн мӑн асаттемӗрсен Турри чӗртсе тӑратрӗ.
31
Израиль халӑхне ӳкӗнтерес тесе, ҫылӑхӗсене каҫарас тесе Турӑ Ӑна, Пуҫлӑха тата Ҫӑлакана, Хӑйӗн аллипе ҫӗклесе Хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна, лартрӗ.
32
Ҫакна курса ҫирӗплетекенсем – эпир хамӑр тата Турӑ Хӑйне пӑхӑнакансене панӑ Святой Сывлӑш».
33
Ҫакна илтсен синедрион канашӗнчисем урса кайнипе апостолсене вӗлерес тесе те шухӑшланӑ.
34
Вӗсем хушшинче Моисей саккунне вӗрентекен пӗр Гамалиил ятлӑ фарисей та пулнӑ. Халӑх ӑна питӗ хисепленӗ. Ҫавӑ вара канаш умне тухса тӑнӑ та апостолсене вӑхӑтлӑха синедрионран илсе тухма ыйтнӑ.
35
Кайран хӑй канашра ларакансене ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак ҫынсене мӗн тӑвасси пирки лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр.
36
Нумаях та пулмасть хӑйне аслӑ ҫын вырӑнне хуракан пӗр Февда ятлӑскер сиксе тухнӑччӗ. Ун тавра тӑватӑ ҫӗре яхӑн ҫын та пуҫтарӑннӑччӗ. Анчах та ӑна вӗлерсен, унӑн ушкӑнӗнчисем пурте саланса пӗтрӗҫ.
37
Унтан кайран, халӑх шутне ҫыртарнӑ чухне, Галилейӑри Иуда палӑрчӗ. Вӑл та чылай ҫынна хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Анчах хӑй те пуҫне ҫирӗ, ун хыҫҫӑн кайнисем те саланса пӗтрӗҫ.
38
Ҫавӑнпа ӗнтӗ халӗ сире калатӑп: ку ҫынсем ҫумне ан ҫулӑхӑр, ярӑр вӗсене. Мӗншӗн тесен вӗсем тытнӑ шухӑш, вӗсем тӑвакан ӗҫ этемрен пулсан, вӑл хӑйне хӑех пӗтӗ.
39
Турӑран пулсан, эсир ӑна пӗтереймӗр. Асӑрханӑр, Турра хирӗҫ пыракан ҫынсем пулса тӑмалла ан пултӑрччӗ сирӗн».
40
Вӗсем вара Гамалиила итленӗ. Апостолсене чӗнсе кӗрттернӗ те вӗсене чӗн пушӑпа хӗнеттернӗ. Унтан, Иисус ячӗпе вӗрентсе ҫӳреме чарса, кӑларса янӑ.
41
Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн хур курма тивӗҫ пулнишӗн савӑнса апостолсем синедрионран тухса кайнӑ.
42
Хӑйсем вара куллен Турӑ Ҫуртӗнче те, килсенче те вӗрентме, Иисус Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме чарӑнман.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28