bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 8
Acts 8
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
1
Стефана вӗлернине Савл ырланӑ. Ҫав кунсенче Иерусалимри ӗненекен ушкӑна питӗ хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Апостолсемсӗр пуҫне ытти ӗненекенсем пурте Иудейӑпа Самарири тӗрлӗ ҫӗрсене тарса, сапаланса пӗтнӗ.
2
Ырӑ ҫынсем вара хӑйсем хисепленӗ Стефана пытарнӑ, уншӑн кулянса питӗ хытӑ йӗнӗ.
3
Савл килрен-киле ҫӳренӗ, арҫынсемпе хӗрарӑмсене сӗтӗре-сӗтӗре тухса тӗрмене хуптарнӑ. Ҫапла вӑл ӗненекен ушкӑна тӗп тума тӑрӑшнӑ.
4
Тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ӗненекенсем ҫав хушӑра Турӑ сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ.
5
Ҫапла Филипп Самарири пӗр хулана пынӑ та унта Христос ҫинчен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
6
Филипп кӑтартакан хӑватсене курса-илтсе халӑх унӑн вӗрентӗвне пӗр кӑмӑллӑн тӑнланӑ.
7
Мӗншӗн тесен усал ернӗ чылай ҫын ӑшӗнчен усал сывлӑшсем кӑшкӑра-кӑшкӑра тухса тарнӑ, паралич ҫапнисем тата уксах-чӑлахсем сывалнӑ.
8
Хула халӑхӗ савӑнмаллипех савӑннӑ.
9
Ҫав хулара Симон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ, хӑйне вӑл темӗнле аслӑ ҫын вырӑннех хунӑ. Ҫавскер тухатса-асамласа Самари халӑхне тӗлӗнтерсе пурӑннӑ.
10
Пӗчӗккисенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах – пурте ӑна итленӗ. «Ку ҫынра Турӑ хӑвачӗ пур», – тесе калаҫнӑ вӗсем.
11
Тахҫантанпах хӑйӗн тухатӑвӗсемпе тӗлӗнтернӗрен халӑх унӑн сӑмахӗсене тимлесе итленӗ.
12
Анчах та Филипп Турӑ Патшалӑхӗпе Иисус ячӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернине илтсен арҫынсем те, хӗрарӑмсем те унӑн ӳкӗтне ӗненсе шыва кӗнӗ.
13
Симон хӑй те ӗненме пуҫланӑ. Шыва кӗрсен вара Филипран хӑпмасӑрах ҫӳренӗ. Филипп кӑтартакан аслӑ хӑватсемпе паллӑсене хӑй куҫӗпе хӑй курса Симон питӗ тӗлӗннӗ.
14
Самари ҫыннисем Турӑ сӑмахне йышӑннине илтсен, Иерусалимри апостолсем вӗсем патне Петрпа Иоана янӑ.
15
Кусем пынӑ та, Самари ҫыннисем те Святой Сывлӑш илччӗр тесе, вӗсемшӗн кӗлтунӑ.
16
Мӗншӗн тесен вӗсенчен пӗрин ҫине те Святой Сывлӑш анман пулнӑ-ха, вӗсене Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва ҫеҫ кӗртнӗ пулнӑ.
17
Петрпа Иоанн вӗсем ҫине аллисене хурсан тин вӗсен чун-чӗрисем Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
18
Апостолсем алӑ хунипе Святой Сывлӑш аннине курсан, Симон вӗсем патне укҫа илсе пынӑ.
19
«Ку хӑвата мана та парӑр-ха, – тенӗ вӑл. – Эпӗ алӑ хунӑ ҫын та Святой Сывлӑш илме пултартӑрччӗ».
20
Анчах та Петр ӑна ҫапла каланӑ: «Турӑ тивлетне укҫалла илме пулать тесе шутлатӑн пулсан, хӑвӑн укҫу хӑвӑнпах пӗттӗр.
21
Турӑ умӗнче санӑн чун-чӗрӳ таса мар-ха, ҫавӑнпа та эпир тӑвакан ӗҫе тума санӑн пай та, тивӗҫ те ҫук.
22
Ӗнтӗ ҫак ҫылӑхунтан ӳкӗн те Турра кӗлту, вара, тен, чун-чӗрӳнти йӑнӑш шухӑшу каҫарӑнӗ.
23
Мӗншӗн тесен чуну ват йӳҫҫипе тулнине, усаллӑх тыткӑнне лекнине эпӗ курсах тӑратӑп».
24
Симон вара ҫапла хуравланӑ: «Хӑвӑр каланисем мана ан ҫитчӗр тесе, эсир маншӑн та Хуҫамӑра кӗлтусамӑрччӗ».
25
Апостолсем вара Хуҫамӑр сӑмахне ҫирӗплетсе пӗлтерсе, вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Ҫула май Самари тӑрӑхӗнчи ялсенче те Ырӑ Хыпара ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
26
Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Филипа каланӑ: «Тӑр та кӑнтӑралла кай. Унтан Иерусалимран Газӑна каякан пушӑ ҫул ҫине тух».
27
Филипп ҫапла тунӑ та. Ҫул ҫинче вӑл пӗр Эфиопи улпутне, евнуха, тӗл пулнӑ. Ҫав улпут Эфиопири Кандакия ятлӑ хӗрарӑм патшан пӗтӗм пуянлӑхне пӑхса тӑраканӗ пулнӑ. Вӑл Иерусалима Турра пуҫҫапма кайнӑ пулнӑ.
28
Каялла вӑл хӑйӗн урапипех тавӑрӑннӑ. Ларса пынӑ ҫӗртех вӑл Исаия пророк кӗнекине вуласа пынӑ.
29
«Ҫак урапапа юнашар ут», – тенӗ Святой Сывлӑш Филипа.
30
Вӑл урапа патне пынӑ та хайхи Эфиопи ҫынни Исаия пророк кӗнекине сасӑпах вуланине илтнӗ. «Ху мӗн вуланине ӑнланатӑн-и эсӗ?» – тесе ыйтнӑ унран Филипп.
31
«Никам та ӑнлантарса памасӑр епле ӑнланаям?» – тавӑрнӑ лешӗ. Унтан вӑл Филипа хӑйпе юнашар урапа ҫине ларма сӗннӗ.
32
Ҫырнинче вӑл вулакан вырӑн ҫакӑ пулнӑ: „Ӑна сурӑха пусма илсе пынӑ пек илсе пынӑ. Вӑл, ҫӑмне касакан умӗнче сассӑр выртакан путек пек, ним те шарламан.
33
Ӑна, мӗскӗнлетсе, тӗрӗс суд та туман. Унӑн йӑхӗ-тӑхӑмӗ пирки вара кам тата мӗн калайӗ? Унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӗр ҫинчен илӗннӗ ӗнтӗ“.
34
«Кала-ха, ҫакӑнта пророк кам ҫинчен каланӑ: хӑй ҫинчен-и е урӑххи ҫинчен?» – ыйтнӑ Филипран евнух.
35
Вара Филипп ӑна Ҫырнинчи ҫак вырӑна ӑнлантарса пама пуҫланӑ та Иисус ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ.
36
Ҫапла малалла кайса вӗсем пӗр юхан шыв хӗррине ҫитнӗ. «Кур-ха, – тенӗ евнух, – акӑ шыв. Мана тӗне кӗме юрать-и?»
37
«Пӗтӗм чун-чӗрӳнтен ӗненетӗн пулсан, юрать», – тавӑрнӑ ӑна Филипп. Лешӗ вара каланӑ: «Иисус Христос Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗненетӗп ».
38
Вара вӑл кӳмине чарма хушнӑ. Унтан Филиппа евнух иккӗшӗ те шыв хӗррине аннӑ та, Филипп ӑна тӗне кӗртнӗ.
39
Вӗсем шывран тухсанах евнух ҫине Святой Сывлӑш аннӑ, Филипа вара Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫавӑнтан илсе кайнӑ та вӑл евнуха курӑнми пулнӑ. Унтан евнух савӑна-савӑна малалла ҫул тытнӑ.
40
Филипп пӑхать те – хӑй Азот хулинче иккен. Вара вӑл Кесарине ҫитичченех ҫула май ҫывӑхри хуласенче Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
← Chapter 7
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 9 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28