bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 16
Acts 16
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
1
Павел Дервине те, Листрӑна та ҫитнӗ. Ҫавӑнта Тимофей ятлӑ пӗр вӗренекен пурӑннӑ. Амӑшӗ унӑн Христоса ӗненекен иудей хӗрарӑмӗ, ашшӗ грек пулнӑ.
2
Тимофей шанчӑклӑ ҫын пулнине Листрӑпа Иконири тӑвансем ҫирӗплетсех каланӑ.
3
Павел ӑна хӑйпе пӗрле илме кӑмӑл тунӑ. Ҫав тӑрӑхри иудейсем Тимофей ашшӗ грек пулнине пурте пӗлсе тӑнӑран, иудейсене юрас тесе, вӑл Тимофея хӑй патне илсессӗнех унӑн ӳтне кастарнӑ.
4
Вара, хуларан хулана ҫӳресе, вӗсем ӗненекенсене апостолсемпе пресвитерсем Иерусалимри пухура йышӑннӑ йӗркесене тытса пурӑнма вӗрентнӗ.
5
Ҫапла чиркӗве ҫӳрекенсен ӗненӗвӗ ҫирӗпленсех пынӑ, ӗненекенсен йышӗ куллен ӳснӗҫемӗн ӳснӗ.
6
Святой Сывлӑш хӑйсене Асире Турӑ сӑмахне вӗрентме чарнӑ пирки вӗсем Фригипе Галати ҫӗрӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ.
7
Мисине ҫитсессӗн вӗсем Вифинине каясшӑн пулнӑ, анчах Святой Сывлӑш вӗсене унта та вӗрентме яман.
8
Мисирен вӗсем Троадӑна аннӑ.
9
Ҫӗрле вара Павела ҫакнашкал курӑну пулнӑ. Ун умне пӗр Македони ҫынни пырса тӑнӑ та йӑлӑна-йӑлӑна: «Македонине пырса пире пулӑшсам», – тенӗ.
10
Ҫак курӑну хыҫҫӑнах эпир Македонине кайма шухӑшларӑмӑр, Хуҫамӑр пире унта Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳреме чӗнет пулӗ терӗмӗр.
11
Ҫапла вара, шывпа ишсе, Троадӑран тӳрех Самофракине, тепӗр кунне Неаполе ҫитрӗмӗр.
12
Унтан эпир Филиппы ятлӑ хулана кайрӑмӑр. Филиппы – Македони ҫӗрӗн ҫак пайӗнчи хули тата Рим колонийӗ. Ҫав хулара эпир темиҫе кун хушши пурӑнтӑмӑр.
13
Шӑмат кун вара эпир хула хапхинчен юхан шыв хӗррине тухрӑмӑр. Ҫавӑнти пӗр вырӑна ӗненекенсем хӑнӑхнӑ йӑлипе кӗлӗ тума пухӑнаҫҫӗ. Эпир те лартӑмӑр та пухӑннӑ хӗрарӑмсемпе калаҫа пуҫларӑмӑр.
14
Пирӗн калаҫӑва Фиатир хулинчен пынӑ Лидия ятлӑ пӗр хӗрарӑм та итлесе ларчӗ. Турра питӗ хисеплекен ҫав хӗрарӑм хаклӑ йышши пир-авӑр сутса пурӑннӑ. Павел сӑмахӗсене ӑнланса илме Хуҫамӑр унӑн чун-чӗрине уҫрӗ.
15
Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.
16
Пӗррехинче пире, кӗлӗ тумалли вырӑна кайнӑ чухне, мӗн пулассине калаттаракан усал ернӗ пӗр хӗрарӑм тарҫӑ тӗл пулчӗ. Ҫак хӗрарӑм, мӗн пулассине пӗлтерсе, хуҫисене чылай тупӑш кӳрсе тӑнӑ.
17
«Ҫак ҫынсем – Ҫӳлти Турӑ чурисем! Вӗсем пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ ҫинчен хыпарлаҫҫӗ!» – тесе кӑшкӑрса пычӗ ҫав хӗрарӑм Павелпа пирӗн хыҫӑмӑртан.
18
Вӑл чылай кун хушши ҫапла хӑтланчӗ. Вара Павел, тарӑхса кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те: «Иисус Христос ячӗпе эпӗ сана хӗрарӑм ӑшӗнчен тухма хушатӑп!» – терӗ усал сывлӑша. Ҫав самантрах усал сывлӑш ун ӑшӗнчен тухрӗ.
19
Хӑйсен тупӑш илес шанчӑкӗ пӗтнине туйса илнӗ хуҫасем вара Павелпа Силӑна тытрӗҫ те хула варрине, пуҫлӑхсем патне, сӗтӗрсе кайрӗҫ.
20
Вара, вӗсене хула пуҫлӑхӗсем патне илсе пырсан, ҫапла каларӗҫ: «Ҫак ҫынсем, иудейсем, хула халӑхне пӑтратса ҫӳреҫҫӗ,
21
урӑхла йӑласем вӗрентеҫҫӗ. Вӑл йӑла-йӗркесене пирӗн, Рим ҫыннисен, йышӑнма та, тытса пыма та юрамасть».
22
Халӑх та вӗсен хутне кӗмерӗ, хирӗҫ пулчӗ. Вара Рим пуҫлӑхӗсем, апостолсен тумтирӗсене сӳсе илсе, патакпа ҫаптарма хушрӗҫ.
23
Чылай хӗненӗ хыҫҫӑн вӗсене тӗрмене хупрӗҫ, хурала тӗрмене хытӑ сыхлама хушса хӑварчӗҫ.
24
Хушнине пурнӑҫласа, хурал пуҫлӑхӗ вӗсене тӗрмен шалти пӳлӗмне хупнӑ, урисене йывӑҫ тӑлӑ тӑхӑнтартнӑ.
25
Ҫур ҫӗр тӗлнелле Павелпа Сила кӗлтунӑ, Турра мухтаса юрланӑ, тӗрмере ларакан ытти ҫынсем вӗсен кӗлли-юррине итленӗ.
26
Сасартӑк тӗрме никӗсӗ те хускалмалла питӗ вӑйлӑн ҫӗр чӗтренсе кайнӑ. Ҫавӑнтах мӗн пур алӑк яри уҫӑлнӑ, пурин ҫинчи сӑнчӑрсем те татӑлса ӳкнӗ.
27
Хуралҫӑ вӑраннӑ та тӗрме алӑкӗсем яри уҫӑ пулнине асӑрханӑ. Вара хупнисем пурте тухса тарнӑ пулӗ тесе хӗҫне ярса тытнӑ та хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ.
28
Анчах та Павел хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Хӑвна ан пӗтерех! Эпир пурте кунтах!»
29
Хуралҫӑ, ҫутатмалли пама хушса, тӗрмене чупса кӗнӗ те хӑранипе чӗтресе Павелпа Сила умне ҫӗре ӳкнӗ.
30
Унтан, вӗсене тӗрмерен ертсе тухсан, ҫапла каланӑ: «Эй, хисеплӗ ҫыннӑмсем! Ҫӑлӑнас тесен манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ?»
31
«Иисус Христос Хуҫамӑра ӗнен, вара ху та, пӗтӗм кил-йышу та ҫӑлӑнӗ», – тенӗ вӗсем.
32
Унтан ӑна хӑйне те, ун килӗнчисене пурне те Хуҫамӑр сӑмахне ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
33
Ҫав каҫах хуралҫӑ вӗсене илсе кайнӑ та суранӗсене ҫуса тасатнӑ; вара тӳрех хӑй те, пӗтӗм кил-йышӗ те тӗне кӗнӗ.
34
Килне илсе пырсан вӗсене апат ҫитернӗ, Турра ӗненме пуҫланӑшӑн хӑйӗн пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле савӑнмаллипех савӑннӑ.
35
Тул ҫутӑлсан хула пуҫлӑхӗсем хӑйсен пулӑшуҫисене Павелпа Силӑна ирӗке кӑларма хушса тӗрмене янӑ.
36
Тӗрме хуралҫи ҫавна Павела пӗлтернӗ: «Хула пуҫлӑхӗсем сире кӑларса яма хушнӑ, ӗнтӗ тухӑр та канӑҫлӑн кайӑрах».
37
Анчах та Павел вӗсене ҫапла каланӑ: «Пире, Рим гражданӗсене, пӗтӗм халӑх умӗнче судсӑр-мӗнсӗр патакпа ҫаптарчӗҫ, унтан тӗрмене хупрӗҫ. Халӗ вара вӑрттӑн кӑларса ярасшӑн-и? Ҫук, хӑйсем килсе хӑйсемех кӑларса яччӑр пире».
38
Хула пуҫлӑхӗсен пулӑшуҫисем ҫак сӑмахсене хӑйсен пуҫлӑхӗсене кайса каласа панӑ. Вӗсем Рим гражданӗсем тенине илтсен хайхисен сехри хӑпнӑ.
39
Вара вӗсем пырса каҫару ыйтнӑ; тӗрмерен илсе тухсан, вӗсене хуларан кайма тархасланӑ.
40
Павелпа Сила вара тӗрмерен тухсанах Лидия патне кайнӑ. Унта вӗсем ӗненекен тӑвансемпе курнӑҫса калаҫнӑ, ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, унтан тин ҫула тухнӑ.
← Chapter 15
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 17 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28