bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 19
Acts 19
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
1
Аполлос Коринфра пурӑннӑ вӑхӑтра Павел сӑртлӑ-туллӑ тӑрӑхсенче ҫул ҫӳренӗ. Унтан вӑл Ефеса ҫитнӗ те хӑш-пӗр вӗренекенсемпе тӗл пулнӑ.
2
«Ӗненме пуҫласассӑн эсир Святой Сывлӑш илтӗр-и?» – тенӗ вӑл вӗренекенсене. «Эпир Святой Сывлӑш пур тенине те илтмен», – тавӑрнӑ лешсем.
3
«Апла пулсан эсир мӗнле ӗненӳпе тӗне кӗнӗ-ха?» – ыйтнӑ вара Павел. «Эпир Иоанн вӗрентнӗ пек шыва кӗтӗмӗр», – хуравланӑ вӗсем.
4
«Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел.
5
Ҫакна илтсен вӗсем Иисус Хуҫамӑр ячӗпе тӗне кӗнӗ.
6
Павел вӗсем ҫине аллине хурсан, вӗсем ҫине Святой Сывлӑш аннӑ. Вара вӗсем хӑйсем малтан пӗлмен чӗлхесемпе тата пророкла калаҫа пуҫланӑ.
7
Пурӗ вӗсем вун икӗ ҫынна яхӑн пулнӑ.
8
Павел пӗр хӑрамасӑрах синагогӑра виҫӗ уйӑх ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Вӑл ҫынсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен питӗ ӗнентермелле кала-кала кӑтартнӑ.
9
Анчах та хӑшӗ-пӗрисем ӗненмен. Вӗсем ҫиллисене ниҫта шӑнӑҫтараймасӑр Хуҫа Туррӑмӑрӑн ҫулне халӑх умӗнчех хурла пуҫланӑ. Ҫавӑнпа Павел вӗренекенӗсене хӑйпе пӗрле илсе унтан пӑрахса кайнӑ, Тиранн ятлӑ ҫыннӑн училищинче вӗсене куллен ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
10
Ҫапла пӗр икӗ ҫул та иртнӗ. Ҫавӑнпа Асире пурӑнакансем пурте – иудейсем те, грексем те – Иисус Хуҫамӑр ҫинчен пӗлтернӗ ӳкӗте илтнӗ.
11
Турӑ Павел урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем нумай тунӑ.
12
Чирлисене Павелӑн ал шӑллийӗпе е саппунӗпе витсен, лешсем сывалнӑ. Вӗсен ӑшӗнчи усал сывлӑшсем те туха-туха тарнӑ.
13
Ялтан яла ҫӳресе усал сывлӑш ернисене сыватакан иудейсен хӑш-пӗр тухатмӑшӗсем те Иисус Хуҫамӑр ятне асӑна пуҫланӑ: «Сире, усал сывлӑшсене, Павел ӳкӗтлесе вӗрентекен Иисус ячӗпе тухма хушатпӑр!» – тесе тухатнӑ вӗсем.
14
Иудейсен Скева ятлӑ аслӑ священникӗн ҫичӗ ывӑлӗ ҫапла хӑтланса ҫӳренӗ.
15
Анчах та усал сывлӑш вӗсене каланӑ: «Иисуса та пӗлетӗп, Павела та пӗлетӗп, эсир вара кам пулатӑр?»
16
Унтан усал сывлӑш ернӗ ҫын тухатмӑшсем ҫине ҫав тери вӑйлӑн сиксе ӳкнӗ те вӗсене парӑнтарнӑ. Вара вӗсем, хӗнесе пӗтернӗскерсем, ҫав ҫуртран ҫарамасах тухса тарнӑ.
17
Ефесра пурӑнакан иудейсемпе грексем ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлсен хӑраса ӳкнӗ. Ҫавӑнтанпа пурте Иисус Хуҫамӑр ятне хисеплеме пуҫланӑ.
18
Вара Хуҫамӑра ӗненекен нумай ҫын пыра-пыра хӑйсен ӗҫӗсем пирки пӗр пытармасӑр каласа кӑтартнӑ.
19
Чылай тухатмӑш-юмӑҫ та, хӑйсен ӑрӑм кӗнекисене пӗр ҫӗре пухса, пӗтӗм халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ. Унтан ҫунтарса янӑ кӗнекесен хакне шутласа пӑхнӑ, вӗсен хакӗ аллӑ пин кӗмӗл укҫана яхӑн пулнӑ.
20
Ҫакнашкал хӑватлӑн сарӑлса, вӑй илсе пынӑ Хуҫамӑр сӑмахӗ.
21
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн Павел Македонипе Ахаия урлӑ Иерусалима кайма шут тытнӑ. «Иерусалимран вара манӑн Рима каймалла», – тенӗ вӑл.
22
Унтан вӑл хӑйӗн икӗ пулӑшаканне, Тимофейпа Ераста, Македонине янӑ, хӑй вара вӑхӑтлӑха Асирех юлнӑ.
23
Ҫав вӑхӑтра Хуҫамӑрӑн вӗрентӗвне хирӗҫ пысӑк пӑлхав пуҫланнӑ.
24
Димитрий ятлӑ пӗр кӗмӗл ӑсти пулнӑ. Ҫавскер грексен Артемида туррине кӗлтумалли ҫуртӑн пӗчӗк ӗлкине кӗмӗлтен туса сутса пурӑннӑ, ҫак ӗҫпе ытти ӑстасем те нумай тупӑш илнӗ.
25
Димитрий кӗмӗлҫӗсене тата ытти ӑстасене пухнӑ та ҫапла каланӑ: «Тусӑмсем! Эпир тулӑх пурӑнасси ҫак ал ӑсталӑхӗнчен килнине пурте пӗлетпӗр.
26
Акӑ халӗ хӑвӑрах курса-илтсе тӑратӑр: Павел текенскер Ефес ҫыннисене кӑна мар, пӗтӗм Аси халӑхне тенӗ пекех, этем аллипе ӑсталанӑ япаласем турӑ мар тесе, хӑйӗн ӗненӗвӗ енне ҫавӑрчӗ.
27
Пирӗншӗн кунашкал вӗрентӳ питӗ сиенлӗ. Хамӑр ал ӑсталӑхӗ хисепрен тухни тем мар-ха, аслӑ Артемида турра кӗлтумалли ҫурт та пӑрахӑҫа тухӗ. Пӗтӗм Аси, пӗтӗм тӗнче хисеплесе пуҫҫапакан Артемида туррӑн чапӗ пӗтсе ларӗ».
28
Ҫакна илтсен ыттисем пурте питӗ ҫилленсе кайнӑ. «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑра пуҫланӑ вӗсем.
29
Часах пӗтӗм хула халӑхӗ пӑлханса кайнӑ. Ҫынсем Павелпа пӗрле Македонирен пынӑ Гаийпе Аристарха ярса тытнӑ. Вара пурте пӗр ҫын пек пулса вӗсене театр кӑтартмалли вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ.
30
Павел халӑх хушшине кӗресшӗн пулнӑ, анчах та вӗренекенӗсем ӑна чарнӑ.
31
Ҫавӑн пекех Павелпа туслӑ хӑш-пӗр Аси пуҫлӑхӗсем те ӑна театр вырӑнне пырса ан курӑн тесе калама ҫынсем янӑ.
32
Пухура ним йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ. Пухӑннисенчен чылайӑшӗ вара хӑйсем кунта мӗншӗн пуҫтарӑннине те пӗлмен.
33
Иудейсем сӗннипе халӑх хушшинчен Александр ятлӑ ҫынна чӗнсе кӑларнӑ. Вӑл, аллипе паллӑ кӑтартса, халӑха шӑпланма ыйтнӑ.
34
Анчах та вӑл иудей пулнине пӗлсессӗнех пурте пӗр харӑс: «Ефесри Артемида аслӑ!» – тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-икӗ сехете яхӑн кӑшкӑрашнӑ.
35
Унтан халӑх умне йӗрке хуралҫи тухнӑ та лӑплантарса каланӑ: «Эй, Ефес ҫыннисем! Ефес хули аслӑ Артемидӑшӑн тата Диопетшӑн епле тӑрӑшнине кам пӗлмест пулӗ?
36
Эппин, кун пирки тавлашмалли те ҫук пулсан, сирӗн лӑпланмалла, хыпкаланса ӳкмелле мар.
37
Эсир вара кунта ҫак ҫынсене вӑйпах сӗтӗрсе килтӗр. Вӗсем Артемидӑн кӗлӗ ҫуртне те ҫаратман, сирӗн туррӑра та хурламан.
38
Енчен те Димитрийпе ытти ӑстасем кама та пулин явап тыттарас теҫҫӗ пулсан, пирӗн ҫав ӗҫсене тума суд та, Рим лартнӑ пуҫлӑхсем те пур: вӗсем пӗр-пӗрне кунта мар, ҫавсем умӗнче айӑплаччӑр.
39
Сирӗн тата мӗнле те пулин урӑх ыйту таврашӗ пур пулсан, ӑна йӗркене пӑхӑнса пуҫтарнӑ халӑх пухӑвӗнче татса парӗҫ.
40
Паянхи ӗҫ-пуҫшӑн пире хамӑра пӑлхав ҫӗкленӗ тесе айӑплама пултарасран пирӗн асӑрханмалла. Халӑх пухӑннине тӳрре кӑларма пирӗн нимӗнле сӑлтав та ҫук». Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вара пухӑва салатнӑ.
← Chapter 18
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 20 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28