bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 13
Acts 13
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
1
Антиохире, унти ӗненекен ушкӑнра, хӑшӗ-хӑшӗ пророксем, вӗрентекенсем пулнӑ: Варнавӑпа Нигер текен Симеон, Киринея ҫынни Луций, Ирод пуҫлӑхпа пӗрле пӑхса ӳстернӗ Манаил тата Савл.
2
Пӗррехинче, вӗсем Хуҫамӑра кӗлтуса типӗ тытнӑ вӑхӑтра, Святой Сывлӑш ҫапла каланӑ: «Эпӗ Варнавӑпа Савла ятарлӑ ӗҫ валли чӗнсе илнӗ, вӗсене ҫав ӗҫӗме тума ярӑр».
3
Вара ӗненекенсем типӗ тытса кӗлтунӑ та, Варнавӑпа Савл ҫине аллисене хурса, вӗсене ӑсатса янӑ.
4
Святой Сывлӑш янӑ ҫак икӗ апостол Селевкине ҫитнӗ, унтан шывпа ишсе Кипра кайнӑ.
5
Саламина пырса ҫитсен вӗсем Турӑ сӑмахне иудейсен синагогисенче ӳкӗтлесе вӗрентнӗ. Иоанн та вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ, вӗсене пулӑшнӑ.
6
Пӗтӗм утравӗпех ҫӳресе тухсан вӗсем Паф хулине ҫитнӗ. Унта вӗсем иудей ҫыннине, Вариисус ятлӑ асамҫӑна, суя пророка тӗл пулнӑ.
7
Вариисус асамҫӑ Сергий Павел ятлӑ Рим лартнӑ пуҫлӑхпа, пит ӑслӑскерпе, ҫывӑх пулнӑ. Ҫав пуҫлӑх Варнавӑпа Савла чӗнтерсе пынӑ та Турӑ сӑмахне итлесшӗн пулнӑ.
8
Хӑйне Елима текен Вариисус (Елима тени асамҫӑ тени пулать) Рим лартнӑ пуҫлӑх ӗненме пуҫласран шикленсе вӗсене хирӗҫ пынӑ.
9
Вара Павел тесе те чӗнекен Савл, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, ӑна куҫранах ҫапла каланӑ:
10
«Эй, шуйттан ывӑлӗ, кирек епле чӑнлӑх тӑшманӗ! Санӑн чун-чӗрӳ тӗрлӗ ултавлӑхпа, тӗрлӗ усаллӑхпа тулса ларнӑ. Ҫынсене эсӗ Хуҫамӑрӑн тӳрӗ ҫулӗ ҫинчен пӑрса яма пӑрахатӑн-и, пӑрахмастӑн-и?
11
Халӗ акӑ Хуҫа Турӑ алли сан тӗле ҫитрӗ. Эсӗ суккӑрланса ларӑн, пӗр вӑхӑт хӗвеле те кураймӑн». Сасартӑк Вариисуса тӗттӗмлӗх, сӗмлӗх хупласа илнӗ. Вара вӑл, унталла-кунталла ҫавӑрӑнкаласа, хӑйне ҫавӑтмашкӑн ҫын шыранӑ.
12
Мӗн пулса иртнине курсан, Хуҫамӑр вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнсе, проконсул ӗненме пуҫланӑ.
13
Пафран ишсе кайсан Павелпа юлташӗсем Памфилири Пергине ҫитнӗ. Иоанн вара вӗсенчен уйӑрӑлса Иерусалима тавӑрӑннӑ.
14
Кусем Пергирен тата малалла, Писидири Антиохине ҫитичченех, кайнӑ. Шӑмат кун вӗсем синагогӑна кӗрсе ларнӑ.
15
Саккун кӗнекипе пророксен кӗнекине вуланӑ хыҫҫӑн синагога пуҫлӑхӗсем вӗсене ҫын урлӑ ҫапла пӗлтернӗ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Сирӗн халӑха вӗрентсе калас сӑмахӑр пур пулсан, калӑр!»
16
Павел ура ҫине тӑнӑ та, аллипе паллӑ парса, ҫапла каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем, эй, Турӑран хӑракансем, итлӗр!
17
Ҫак халӑхӑн Турри пирӗн мӑн асаттемӗрсене суйласа илнӗ. Египет ҫӗрӗнче пурӑннӑ чухне Турӑ ҫак халӑха асла кӑларнӑ, Хӑйӗн хӑватлӑ аллипе вӗсене унтан ертсе тухнӑ.
18
Хӗрӗх ҫула яхӑн вӗсене пуш хирте тӑрантарса усранӑ.
19
Унтан вара, Ханаан ҫӗрӗнчи ҫичӗ тӗрлӗ халӑха пӗтерсе, вӗсен ҫӗрне Хӑй халӑхне еткерлӗхе уйӑрса панӑ.
20
Самуил пророк таранчченех Турӑ вӗсене тӳресем парса тӑнӑ, ҫапла тӑватӑ ҫӗр аллӑ ҫул иртнӗ.
21
Унтан вӗсем хӑйсем валли патша ыйтнӑ. Турӑ вӗсене Вениамин йӑхӗнчи Кис ывӑлне Саула панӑ. Саул хӗрӗх ҫул патшара ларнӑ.
22
Кайран, Саула патшаран кӑларса, Турӑ Давида патшана лартнӑ. Давид ҫинчен Вӑл ҫапла ҫирӗплетсе пӗлтернӗ: „Эпӗ Хамӑн кӑмӑлӑма каякан ҫынна, Иессей ывӑлне Давида тупрӑм. Эпӗ палӑртса хунисене вӑл пурнӑҫлӗ“.
23
Хӑйӗн сӑмахне тытса, Турӑ Давид йӑхӗнченех Израиль валли Ҫӑлакан Иисуса кӑларнӑ.
24
Иисус килес умӗн Иоанн пӗтӗм Израиль халӑхне ҫылӑхран ӳкӗнсе шыва кӗме ӳкӗтлесе вӗрентнӗ.
25
Хӑйне пӳрнӗ ӗҫе вӗҫлесе вӑл ҫапла каланӑ: „Эсир мана кам вырӑнне хуратӑр? Эсир Кӗтни эпӗ мар. Анчах та акӑ манӑн хыҫҫӑн Килекенӗ пулӗ, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар“.
26
Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! Авраам йӑхӗн ачисем! Эй, Турӑран хӑракан сирӗн хушшӑрти ытти халӑх ҫыннисем! Ҫак ҫӑлӑнӑҫ сӑмахне сирӗн валли янӑ.
27
Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ.
28
Вӗлерме тивӗҫлӗ нимӗнле айӑп тупаймарӗҫ пулин те, вӗсем Пилатран Ӑна вӗлерме ыйтрӗҫ.
29
Кайран вара, Ҫырнинче Ун ҫинчен каланине пӗтӗмпех пурнӑҫласан, Ӑна хӗрес ҫинчен антарса тупӑклӑха хучӗҫ.
30
Анчах Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.
31
Хӑйпе пӗрле Галилейӑран Иерусалима пынӑ ҫынсене Вӑл чылай кун хушши курӑннӑ. Халӑха Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекенсем халӗ ӗнтӗ ҫавсем.
32
Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр. Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса Турӑ мӑн асаттемӗрсене шантарнине пире, вӗсен ачисене, пачӗ. Иккӗмӗш псаломра каланӑ пекех пулса тухрӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ: „Эсӗ – Манӑн Ывӑлӑм, паянтан Эпӗ Санӑн Аҫу пулатӑп“.
34
Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратса ҫӗрте ҫӗрме памасси пирки те Турӑ ҫапла каланӑ: „Чӑнах, Давида пама пулнӑ ырӑлӑхӑмсене Эпӗ сире паратӑп“.
35
Тепӗр тӗлте ҫапла ҫырни те пур: „Хӑвӑн таса Ҫыннуна ҫӗрте ҫӗрме памӑн“.
36
Хӑйӗн ӗмӗрне Турӑ ирӗкне пурнӑҫласа ирттернӗ Давид, вилсен, ашшӗсем патнех масар ҫине кайнӑ, ҫӗрнӗ,
37
анчах та Турӑ чӗртсе Тӑратни ҫӗрмен.
38
Ҫапла ӗнтӗ, тӑван ҫыннӑмӑрсем, ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫылӑх каҫарӑнасси ҫинчен эпир сире Христос ячӗпе пӗлтеретпӗр.
39
Мӗнле айӑпшӑн Моисей саккунӗпе тӳрре тухаймарӑр, кашни ӗненекен ҫавсемшӗн пуриншӗн те Иисус урлӑ тӳрре тухаять.
40
Хӑвӑрпа пророксем каланӑ пек пуласран сыхланӑр. Вӗсем ҫапла асӑрхаттарнӑ:
41
„Эй, йӗрӗнсе кӑна пӑхакансем! Курса тӗлӗнӗр те ҫухалӑр! Ӗҫӗме Эпӗ сирӗн ӗмӗртех тӑватӑп. Ҫав ӗҫ ҫинчен сире кам та пулин каласа кӑтартас пулсан, эсир ӑна ӗненмӗттӗр те“».
42
Павелпа Варнава иудейсен синагогинчен тухнӑ чухне ытти халӑх ҫыннисем вӗсенчен тепӗр шӑмат кун та ҫавӑн ҫинченех каласа пама ыйтнӑ.
43
Пухӑннӑ ҫынсем саланнӑ пулин те, иудейсем тата Турра хисеплекен, тӗне кӗнӗ урӑх халӑх ҫыннисем Павелпа Варнава хыҫҫӑн кайнӑ. Павелпа Варнава вӗсемпе калаҫнӑ, вӗсене Турӑ тивлечӗпе пурӑнма ӳкӗтленӗ.
44
Тепӗр шӑмат кун вара пӗтӗм хули тенӗ пекех Турӑ сӑмахне итлеме пуҫтарӑннӑ.
45
Анчах та иудейсем, халӑх йышлӑн пуҫтарӑннине курсан, питӗ вӗчӗрхеннӗ. Вара вӗсем Павела хирӗҫ каласа, усал сӑмахпа хӑртса, ун сӑмахне пӳлсе пынӑ.
46
Павелпа Варнава вӗсене хӑюллӑнах ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне чи малтан сире вӗрентмеллеччӗ. Анчах та эсир ҫав сӑмаха йышӑнмасӑр хӑвӑра хӑвӑр ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юрӑхсӑр тӑватӑр. Ҫавӑнпа та, акӑ, эпир урӑх халӑхсене вӗрентетпӗр.
47
Мӗншӗн тесен Хуҫамӑр пире ҫапла хушса каланӑ: „Санӑн урлӑ тӗнче хӗррине ҫитиех ҫӑлӑнӑҫ килтӗр тесе, Эпӗ Сана ытти халӑхсен ҫути турӑм“».
48
Ҫакна илтсен ытти халӑх ҫыннисем савӑнса Хуҫа Турӑ сӑмахне мухтанӑ. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн малтанах пӳрнисем пурте ӗненме пуҫланӑ.
49
Ҫапла Хуҫамӑрӑн сӑмахӗ пӗтӗм ҫӗр-шывӗпех сарӑлнӑ.
50
Анчах та иудейсем хӗтӗртнипе тӗн-тӗшмӗшлӗ сумлӑ хӗрарӑмсем тата хулара пуҫ пулса тӑракан ҫынсем Павелпа Варнавӑна хӗсӗрлеме пуҫланӑ. Вара вӗсене хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа янӑ.
51
Ури ҫумӗнчи тусанне вӗсен еннелле силлесе хӑварса, апостолсем Иконие кайнӑ.
52
Вӗсен вӗренекенӗсен чун-чӗрисем вара савӑнӑҫпа, Святой Сывлӑшпа тулнӑ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28