bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 15
Acts 15
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 16 →
1
Темле ҫынсем, Иудейӑран пынӑскерсем, ӗненекен тӑвансене ҫапла вӗрентнӗ: «Моисей йӑлипе ӳт кастармасан ҫӑлӑнаймастӑр».
2
Павелпа Варнава ҫапла вӗрентнипе килӗшмен, ҫав ҫынсемпе тавлашсах кайнӑ. Вара ҫапла йышӑннӑ: кун пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлме Павелпа Варнавӑна тата темиҫе ӗненекене Иерусалимри апостолсемпе пресвитерсем патне ярас.
3
Ҫапла вара, ӗненекен ушкӑнрисем ӑсатса ярсассӑн, вӗсем Финикипе Самари тӑрӑх пынӑ. Ҫула май вӗсем урӑх халӑхсем те тӗне кӗни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Ҫавна илтсен ӗненекенсем питӗ савӑннӑ.
4
Ҫапла вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Унта вӗсене ӗненекен тӑвансем, апостолсемпе пресвитерсем хапӑлласа йышӑннӑ. Павелпа Варнава вӗсене Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине йӑлтах каласа пӗлтернӗ.
5
«Эппин халӗ урӑх халӑх ҫыннисен те ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса пыма вӗсене те хушмалла», – тенӗ ҫавӑн чухне, ура ҫине тӑрса, Христоса ӗненекен хӑш-пӗр фарисейсем.
6
Вара ҫак ыйтӑва сӳтсе явма апостолсемпе пресвитерсем пухӑннӑ.
7
Чылай хушӑ сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Петр тӑнӑ та ҫапла каланӑ: «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Урӑх халӑхсем Ырӑ Хыпара ман ҫӑвартан илтсе ӗненччӗр тесе, Турӑ пирвайхи кунсенченех хамӑр хушӑран мана суйласа илнине пӗлетӗр.
8
Ҫын чӗрине витӗр курса тӑракан Турӑ, пире панӑ пекех урӑх халӑхсене те Святой Сывлӑш парса, вӗсене те йышӑннине пӗлтерчӗ.
9
Вӗсен чӗрисене ӗненӳпе тасатнӑран пирӗнпе вӗсем хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та юлмарӗ.
10
Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр?
11
Эпир те, вӗсем пекех, Иисус Христос Хуҫамӑр тивлечӗпе ҫӑлӑнасса ӗненетпӗр».
12
Вара пӗтӗм пуху шӑпах пулнӑ. Пурте Павелпа Варнава мӗн каланине итленӗ. Вӗсем Турӑ хӑйсем урлӑ урӑх халӑхсем хушшинче мӗнле-мӗнле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартни ҫинчен каласа панӑ.
13
Вӗсем хыҫҫӑн Иаков сӑмах илнӗ. «Тӑван ҫыннӑмӑрсем! Итлесемӗрччӗ мана, – тенӗ вӑл.
14
– Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ.
15
Пророксем ҫырнӑ сӑмахсем те вӑл каланипе пӗр килеҫҫӗ. Унта ҫапла ҫырнӑ:
16
„Кайран Эпӗ тавӑрӑнӑп та Давидӑн пӑрахӑҫа тухнӑ кӗлӗ чатӑрне ҫӗнӗрен юсаса лартӑп, ун ӑшӗнче мӗн аркатнине ҫӗнӗрен тӑвӑп.
17
Ҫакна Эпӗ ытти ҫынсем тата мӗн пур халӑхсем, Ман ятӑм вӗсем хушшинче сарӑлсассӑн, Хуҫа Турра ӑнтӑлса шыраччӑр тесе тӑвӑп, тет ҫаксене пурне те тӑвакан Хуҫа Турӑ“.
18
Турӑ Хӑйӗн пур ӗҫӗсене те ӗмӗртенпех пӗлсе тӑрать.
19
Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ман шухӑшӑмпа, Турӑ ҫулне шыракан урӑх халӑх ҫыннисене чӑрмав кӳмелле мар,
20
ҫапла ҫеҫ ҫырса ямалла: чӳклесе ирсӗрлетнӗ апат-ҫимӗҫ ан ҫиччӗр, ан аскӑнланччӑр, апат-ҫимӗҫе пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен, юнран ан хатӗрлеччӗр, хӑйсемшӗн тутарасшӑн маррине ҫынна та ан туччӑр.
21
Моисей саккунне вӗрентекенсем мӗн авалтан кашни хуларах пур, синагогӑсенче ӑна шӑмат кунсерен вуласа параҫҫӗ».
22
Вара апостолсемпе пресвитерсем мӗн пур ӗненекен ушкӑнпа пӗрле ҫапла канаш тунӑ: хамӑр хушӑран темиҫе ҫын суйласа илес те вӗсене Павелпа тата Варнавӑпа пӗрле Антиохине ярас. Вӗсем ӗненекен тӑвансем хушшинче ят-сум илнӗ Варсава текен Иудӑна тата Силӑна суйласа илнӗ.
23
Вӗсенчен ҫакнашкал ҫыру ҫырса парса янӑ: «Антиохипе Сирири тата Киликири урӑх халӑхсем хушшинчен тухнӑ ӗненекен тӑвансене – апостолсемпе пресвитерсенчен тата ӗненекен тӑванӑрсенчен. Салам пултӑр!
24
Эпир хамӑр патӑмӑртан тухса кайнӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире тем те пӗр каласа пӑтраштарса янӑ текен сӑмаха илтрӗмӗр. Вӗсем ӳт кастармалла, Моисей саккунӗпе пурӑнмалла тесе сире иккӗлентерсе янӑ имӗш. Эпир вӗсене унашкал калама хушса яманччӗ.
25
Ҫавӑнпа эпир пухӑнса канашларӑмӑр та, темиҫе ҫынна суйласа илсе, вӗсене хисеплӗ Варнавӑпа тата Павелпа пӗрле сирӗн патӑра яма калаҫса татӑлтӑмӑр.
26
Варнавӑпа Павел – хамӑрӑн Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗшӗн хӑйсен чунне парса ӗҫлекен ҫынсем.
27
Тата эпир Иудӑпа Силӑна ятӑмӑр, вӗсем сире ҫырура каланинех сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ.
28
Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла:
29
чӳклесе панӑ апат-ҫимӗҫ ҫимелле мар, апат-ҫимӗҫе юнран, пӑвса вӗлернӗ выльӑх-чӗрлӗх ашӗнчен хатӗрлемелле мар, аскӑнланмалла мар, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар. Ҫаксене тытса пырсан, аван тӑватӑр. Сывӑ пулӑр».
30
Ҫапла вара, янӑ ҫынсем Антиохине ҫитнӗ те, халӑха пухса, ҫырӑва вӗсене панӑ.
31
Лешсем вуласа пӑхнӑ та ҫапла вӗрентсе ҫырнӑшӑн питӗ хӗпӗртенӗ.
32
Иудӑпа Сила вара, хӑйсем те пророк пулнӑ май, ӗненекен тӑвансене тата нумай каласа вӗрентнӗ, вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ.
33
Унта пӗр вӑхӑт пурӑнсан, ӗненекен тӑвансем вӗсене канӑҫлӑх сунса апостолсем патне янӑ.
34
Анчах та Сила ҫавӑнтах юлма шухӑш тытнӑ. Иуда вара Иерусалима тавӑрӑннӑ.
35
Павелпа Варнава Антиохирех юлнӑ. Унта вӗсем ытти нумай юлташӗсемпе пӗрле Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе, пӗлтерсе пурӑннӑ.
36
Нумаях та вӑхӑт иртмен, Павел Варнавӑна ҫапла каланӑ: «Атя каллех ҫула тухар, Хуҫамӑрӑн сӑмахне хамӑр вӗрентсе ҫӳренӗ мӗн пур хуласенчи тӑванӑмӑрсем епле пурӑннине ҫитсе курар».
37
Варнава хӑйсемпе пӗрле Марк текен Иоана та илесшӗн пулнӑ.
38
Анчах та Павел унпа килӗшмен, мӗншӗн тесен пӗррехинче Памфилире хӑйсене хушса янӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗрех Марк вӗсене пӑрахса кайнӑ пулнӑ.
39
Ҫавӑн пирки вӗсем хирӗҫсе каймаллах тавлашнӑ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Варнава вара Марка хӑйпе пӗрле илнӗ те, шывпа ишсе, Кипра кайнӑ.
40
Павел хӑйне юлташа Силӑна суйласа илнӗ те ҫула тухнӑ. Ӗненекен тӑвансем ӑна Турӑ тивлечӗ ҫине шанса ӑсатса янӑ.
41
Вӑл вара, ӗненекен ушкӑнсене тӗреклетсе, Сирипе Килики тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ.
← Chapter 14
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 16 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28