bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 6
Acts 6
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
1
Вӗренекенсем йышлансах пынӑ. Грекланнӑ еврейсем ҫав кунсенче Иудейӑри еврейсене ӳпкелешме пуҫланӑ. Кулленхи пая валеҫнӗ чухне пирӗн тӑлӑх арӑмсене кӳрентеретӗр тенӗ вӗсем.
2
Вара Вун иккӗшӗ мӗн пур вӗренекенсене пухӑва чӗнсе ҫапла каланӑ: «Турӑ сӑмахне вӗрентме пӑрахсах апат-ҫимӗҫ валеҫме пире аван мар.
3
Ҫавӑнпа та, тӑвансем, хӑвӑр хушшӑртан шанчӑклӑ, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ тата ӑслӑ ҫичӗ ҫынна суйлӑр. Ҫак ӗҫе туса пыма вӗсене шанса парӑпӑр.
4
Эпир хамӑр вара ялан кӗлтуса, Турӑ сӑмахне вӗрентсе пурӑнӑпӑр».
5
Ҫак сӗнӗве пухӑннисем пурте ырланӑ. Вара вӗсем ҫирӗп ӗненекен, Святой Сывлӑшпа хӑватланнӑ Стефана, унпа пӗрлех Филипа, Прохора, Никанора, Тимонпа Пармена тата Антиохияри Николая суйланӑ. Еврей мар пулин те, Николай маларах иудей тӗнне тытса пынӑ пулнӑ.
6
Вӗсене апостолсем умне тӑратнӑ. Апостолсем кӗлтуса вӗсем ҫине аллисене хунӑ.
7
Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫем сарӑлса пынӑ. Иерусалимра Иисус вӗренекенӗсен шучӗ хӑвӑрт ӳссе кайнӑ. Чылай священник та ҫак ӗненӗве йышӑннӑ.
8
Стефан ятлӑ ҫирӗп ӗненӳллӗ те вӑйлӑ чун хаваллӗ ҫын халӑх хушшинче чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫсемпе хӑватсем кӑтартнӑ.
9
Пӗр синагогӑна ҫӳрекен ҫынсем Стефанпа тавлашса кайнӑ. Ҫав синагогӑна „Ирӗклисен синагоги“ те тенӗ. Иудейсем унта Киринейӑран та, Александрияран та, Киликирен те, Асирен те ҫӳренӗ.
10
Анчах та Стефан ӑслӑ калаҫнӑран вӗсем ӑна ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен Стефана Святой Сывлӑш Хӑй мӗн каламаллине пӗлтерсех тӑнӑ.
11
Вара ҫакскерсем хӑш-пӗр ҫынсене Стефан Турра та, Моисея та хурланине хамӑр илтрӗмӗр тесе калама ӳкӗте кӗртнӗ.
12
Ҫапла хӑтланса ҫак синагогӑна ҫӳрекенсем халӑха та, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене те, саккун вӗрентӳҫисене те хӗтӗртсе янӑ. Вара лешсем Стефана ярса тытнӑ та синедриона илсе кайнӑ.
13
Вӗсем ҫавнашкалах суйса айӑп кӑтартакансем те хатӗрленӗ. «Ку ҫын Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑваплӑ вырӑна та, Моисей саккунне те пӗрмаях хурлать, – тенӗ ҫавскерсем.
14
– Назорей Иисус Турӑ Ҫуртне те аркатӗ, Моисейран килекен йӑла-йӗркесене те улӑштарӗ, тесе каланине хамӑр хӑлхапа хамӑр илтрӗмӗр».
15
Синедрионра ларакансем Стефан ҫине тинкеререх пӑхнӑ та – унӑн сӑнӗ ангелӑнни пек ҫуталса тӑнине асӑрханӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28