bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 14
Acts 14
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
1
Павелпа Варнава Иконире те иудейсен синагогине кӗнӗ. Вӗсем ҫав тери хавхаланса вӗрентнӗрен питӗ нумай иудейпа грек ӗненме тытӑннӑ.
2
Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ.
3
Апла пулин те Павелпа Варнава унта Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн вӗрентсе пайтах пурӑннӑ. Апостолсем Хӑйӗн тивлечӗпе вӗрентнине ҫирӗплетсе, Хуҫамӑр вӗсен аллипе хӑватсемпе паллӑсем пултарнӑ.
4
Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икке пайланса кайнӑ: пӗрисем – иудейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ.
5
Урӑх халӑх ҫыннисемпе иудейсем, хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле, Павелпа Варнавӑна мӑшкӑл туса, чулпа пере-пере вӗлерме шухӑш тытнӑ.
6
Ҫавна пӗлсен апостолсем Ликаони тӑрӑхӗнчи Листрӑпа Дерви ятлӑ хуласене, вӗсен таврашӗнчи ҫӗрсене тухса кайнӑ.
7
Вӗсем унта та Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
8
Листрӑра пӗр утайман ҫын пурӑннӑ. Ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑскер, вӑл нихҫан та утса курман, яланах ларнӑ.
9
Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ.
10
«Иисус Христос Хуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана, – тенӗ вӑл хыттӑн, – тӳрлен те уру ҫине тӑр!» Лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе сиксе тӑнӑ та утма пуҫланӑ.
11
Павел мӗн тунине курнӑ халӑх ликаон чӗлхипе кӑшкӑра пуҫланӑ: «Пирӗн пата этем евӗрлӗ пулса турӑсем анчӗҫ!»
12
Вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ. Сӑмах ӑсти пулнӑран Павела Гермес тенӗ.
13
Хула ҫумӗнчех Зевс кӗлеткине чӳклемелли вырӑн пулнӑ. Чӳк пуҫӗ хула хапхи патне вӑкӑрсем ҫавӑтса, чечек ҫыххисем ҫӗклесе пынӑ – вӑл халӑхпа пӗрле чӳк тӑвасшӑн пулнӑ.
14
Анчах та Варнавӑпа Павел апостолсем, хӑйсен ячӗпе чӳк тӑвасси ҫинчен илтсен, тарӑхнипе ҫийӗнчи тумтирӗсене ҫурса ярса, халӑх хушшине пырса кӗнӗ те ҫапла кӑшкӑрнӑ:
15
«Эй, халӑх! Мӗн хӑтланатӑр эсир? Эпир сирнешкел ҫынсемех! Эпир сире ҫак суя турӑсене ан пуҫҫапчӑр тесе, чӗрӗ Турӑ енне ҫавӑрӑнччӑр тесе вӗрентетпӗр. Чӗрӗ Турӑ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те тата вӗсенче мӗн пуррине те пултарнӑ.
16
Ӗлӗк-авал Турӑ кашни халӑха харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк панӑ.
17
Ҫапах та Вӑл ырӑ ӗҫӗсемпе пире Хӑй ҫинчен астутарсах тӑнӑ: ҫумӑр ҫутарнӑ, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем янӑ, апат-ҫимӗҫ панӑ, чуна савӑнтарнӑ».
18
Ҫапла каласа вӗсем халӑха аран-аран хӑйсене чӳк парнисем кӳме чарнӑ, килӗсене саланма хушнӑ. Хӑйсем вара, унтах юлса, вӗрентсе пурӑннӑ.
19
Ҫавӑн чухне Антиохипе Иконирен хӑш-пӗр иудейсем пынӑ. Апостолсем хӑюллӑн вӗрентнине курсан, вӗсем халӑха: «Кусем чӑн сӑмах каламаҫҫӗ, суяҫҫӗ кӑна!» – тесе вӗсенчен пӑрӑнма ӳкӗте кӗртнӗ. Ҫапла каласа хӗтӗртсе янӑ халӑх Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ. Унтан, чунӗ тухрӗ пулмалла тесе, ӑна хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ.
20
Анчах та, вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсан, вӑл ури ҫине тӑнӑ, унтан хулана тавӑрӑннӑ. Тепӗр кунне вара вӗсем Варнавӑпа пӗрле Дервине тухса кайнӑ.
21
Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе вӗсем хӑйсем тавра тата нумайрах вӗренекен пуҫтарнӑ. Кайран вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла тавӑрӑннӑ.
22
Апостолсем вӗренекенӗсен кӑмӑлне ҫирӗплетнӗ, ӗненӳпе пурӑнма вӗрентсе ӳкӗтленӗ. «Турӑ Патшалӑхне кӗрес тесен пирӗн нумай асап тӳсмелле», – тенӗ вӗсем.
23
Павелпа Варнава кашни ӗненекен ушкӑнрах алӑ хурса пресвитерсем уйӑрса лартнӑ. Вара апостолсем типӗ тытса кӗлтунӑ та вӗсене хӑйсем ӗненекен Хуҫамӑр аллине парса хӑварнӑ.
24
Кайран апостолсем Писиди урлӑ Памфилине ҫитнӗ.
25
Пергире Хуҫамӑрӑн сӑмахне вӗрентсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем Атталине аннӑ.
26
Атталирен апостолсем шывпа ишсе каялла Антиохине тавӑрӑннӑ. Шӑпах ҫакӑнта вӗсене Турӑ тивлечӗпе ӗҫ шанса панӑ пулнӑ, ҫав ӗҫе ӗнтӗ вӗсем пурнӑҫланӑ.
27
Антиохине тавӑрӑнсан апостолсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ хӑйсем урлӑ мӗн-мӗн тунине, Вӑл урӑх халӑхсемшӗн те ӗненӳ алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ.
28
Вӗренекенӗсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑт пурӑннӑ.
← Chapter 13
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 15 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28