bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 7
Acts 7
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 8 →
1
Ҫавӑн чухне аслӑ священник Стефанран: «Сана тӗрӗсех айӑплаҫҫӗ-и?» – тесе ыйтнӑ.
2
Вара Стефан каланӑ: «Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Итлесемӗр мана. Мухтав Турри пирӗн Авраам мӑн асаттемӗре Харрана куҫса кайичченех, Месопотамирех курӑннӑ.
3
„Хӑвӑн ҫӗр-шывунтан, тӑвану-хурӑнташу хушшинчен, аҫу килӗнчен тух та, Эпӗ сана кӑтартнӑ ҫӗр-шывалла кай“, – тенӗ ҫавӑн чухне ӑна Турӑ.
4
Вара вӑл Халдея ҫӗрӗнчен куҫса пырса Харранта вырнаҫнӑ. Ашшӗ вилсен, Турӑ Авраама ҫак халӗ эсир пурӑнакан ҫӗр-шыва илсе ҫитернӗ.
5
Кунта ӑна Турӑ ура лаппи чухлӗ те ҫӗр паман. Анчах та, Авраамӑн ачи-пӑчи пулман чухнех, Турӑ ӑна ҫак ҫӗр-шыва хӑйне те, ачисене те яланлӑха парасса шантарнӑ.
6
Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑх-тӑхӑмусем ют ҫӗре куҫса кайӗҫ, тӑватӑ ҫӗр ҫула яхӑн вӗсем чура пулса, хӗсӗрленине тӳссе пурӑнӗҫ.
7
Анчах та Эпӗ, – тенӗ Турӑ, – вӗсене чуралӑхра усракан халӑха айӑплӑп. Вара вӗсем ҫав ҫӗр-шывран тухса ҫак вырӑнта мана пуҫҫапса пурӑнӗҫ“.
8
Вара, халалланине палӑртма, ӑна ӳт кастарма хушнӑ. Ҫапла вара, Исаак ҫуралсан, саккӑрмӗш кун унӑн ӳтне кастарнӑ. Исаакран Иаков ҫуралнӑ, Иаковран вун икӗ ӑру пуҫӗ ҫуралнӑ.
9
Хайхи ӑру пуҫӗсем, кӗвӗҫсе, Иосиф ятлӑ пӗртӑванне Египета чуралӑха сутнӑ, анчах Турӑ унпа пӗрле пулнӑ.
10
Турӑ унӑн мӗн пур хуйхи-суйхине сирнӗ, ӑна вичкӗн ӑс панӑ, Египет патшин, фараонӑн, кӑмӑлне ун енне ҫавӑрнӑ. Вара фараон Иосифа Египет ҫӗрне те, патша керменне те пӑхса тӑракан пуҫлӑха лартнӑ.
11
Кайран Египетпа Ханаан ҫӗрӗсенче выҫлӑх пуҫланнӑ, питӗ пысӑк инкек ҫитнӗ. Мӑн асаттемӗрсем выҫса вилмех пуҫланӑ.
12
Вара Иаков Египетра тырӑ пур тенине илтсе хӑйӗн ывӑлӗсене унта малтанхи хут янӑ.
13
Иккӗмӗш хут пырсассӑн тин Иосиф тӑванӗсене хӑй кам пулнине уҫса панӑ. Ҫапла майпа Иосиф ӑрӑвӗ ҫинчен фараон та пӗлнӗ.
14
Иосиф вара хӑйӗн ашшӗне Иакова тата тӑванӗсене чӗнтерсе пынӑ. Вӗсем пурӗ ҫитмӗл пиллӗкӗн пулнӑ.
15
Ҫапла Иаков Египета куҫса кайнӑ. Иаков та, унӑн ывӑлӗсем те виличченех унта пурӑннӑ.
16
Вӗсен ӳчӗсене Сихема илсе тавӑрӑннӑ, тупӑклӑха хунӑ. Ҫав тупӑклӑха Авраам Сихемри Еммор ывӑлӗсенчен кӗмӗл парса сутӑн илнӗ пулнӑ.
17
Турӑ Авраама тупа туса сӑмах панин пурнӑҫланас вӑхӑчӗ ҫывхарнӑҫемӗн Египетра халӑх нумайлансах, йышлансах пынӑ.
18
Иосифа пӗлмен урӑх фараон престол ҫине ларичченех халӑх йышӗ ҫапла ӳссе пынӑ.
19
Ку патша вара пирӗн халӑха кураймасӑр чеен хӑтланнӑ: ҫуралса пыракан ачасене вилме кайса пӑрахтарса, вӑл мӑн асаттемӗрсене питӗ хӗсӗрленӗ.
20
Шӑпах ҫав вӑхӑтра Моисей ҫуралнӑ, вӑл Турра та килӗшмелле хитре ача пулнӑ. Ашшӗ килӗнче ӑна виҫӗ уйӑха ҫитиччен пӑхса усранӑ.
21
Кайран, кайса пӑрахтарсан, ӑна фараон хӗрӗ усрава илнӗ те хӑйӗн ывӑлӗ пекех пӑхса ӳстернӗ.
22
Моисея Египетри мӗн пур ӑслӑлӑха вӗрентсе ҫитӗнтернӗ; вӑл сӑмахӗпе те, ӗҫӗпе те хӑватлӑ пулнӑ.
23
Хӗрӗх ҫул тултарсан унӑн хӑйӗн тӑванӗсене, Израиль ывӑлӗсене, кайса курас шухӑш кӗнӗ.
24
Унта ҫитсен пӗрне пусмӑрланине курнӑ та ун хутне кӗнӗ. Хур кӑтартнӑшӑн тавӑрса вӑл Египет ҫыннине вӗлернӗ.
25
Турӑ унӑн аллипе ҫӑлӑнӑҫ илсе килнине тӑванӗсем ӑнланӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, анчах тӑванӗсем ӑнланайман.
26
Тепӗр кунне Моисей еврей ҫынниех еврейпа ҫапӑҫнине курнӑ. Вӑл вӗсене ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ. „Эсир тӑвансем-ҫке-ха, – тенӗ Моисей, – мӗншӗн пӗр-пӗрне кӳрентеретӗр?“
27
Ҫавӑн чухне вӗсенчен пӗри Моисея аяккалла тӗртсе янӑ. „Пирӗн пуҫлӑх, пирӗн судья пулма сана кам ирӗк пачӗ? – тенӗ вӑл.
28
– Ӗнер Египет ҫыннине вӗлернӗ пек мана та вӗлересшӗн мар-и-ха эсӗ?“
29
Ҫак сӑмахсене илтсен Моисей Мадиам ҫӗрне тарса кайнӑ, ютран пынӑ ҫын пулса пурӑннӑ. Мадиамра унӑн икӗ ывӑл ҫуралнӑ.
30
Хӗрӗхрен иртсен ӑна Синай тӑвӗ ҫумӗнчи пуш хирте, ҫунса тӑракан кӳкен тӗмми ӑшӗнче, Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ.
31
Ҫакна курсан Моисей питӗ тӗлӗннӗ. Лайӑхрах сӑнас тесе патнерех пырсан вара ӑна Хуҫа Туррӑмӑрӑн сасси илтӗннӗ:
32
„Эпӗ – санӑн мӑн аслаҫусен Турри; Авраам Турри, Исаак Турри, Иаков Турри“. Моисей, хӑранипе чӗтресе, пуҫне ҫӗклесе пӑхма та хӑяйман.
33
Вара Хуҫа Турӑ ӑна ҫапла каланӑ: „Урунти пушмакна хыв, мӗншӗн тесен эсӗ тӑракан вырӑн – сӑваплӑ ҫӗр.
34
Хамӑн халӑхӑма Египетра пусмӑрланине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп. Эпӗ ӑна хӑтармашкӑн антӑм. Халӗ ӗнтӗ каях, Эпӗ сана Египета яратӑп“.
35
„Сана кам пирӗн пуҫлӑха, пирӗн судьяна лартрӗ?“ – тесе ҫынсем йышӑнман хайхи Моисея, кӳкен тӗмми ӑшӗнче ӑна курӑннӑ ангел урлӑ, Турӑ пуҫлӑх тата хӑтаракан туса янӑ.
36
Ҫав Моисей халӑха Египетран илсе тухнӑ. Вӑл Египетра, Хӗрлӗ тинӗс хӗрринче тата хӗрӗх ҫула яхӑн пуш хирте, тӗрлӗрен паллӑсемпе хӑватсем кӑтартнӑ.
37
Шӑпах ҫав Моисей Израиль ҫыннисене каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Ӑна итлӗр“.
38
Шӑпах ҫав Моисей пушӑ хирте пуҫтарӑннӑ мӑн асаттемӗрсемпе пӗрле пулнӑ. Пире пӗлтермешкӗн вӑл Синай тӑвӗ ҫинче ангелран чӗрӗлӗх сӑмахӗсене илнӗ.
39
Анчах мӑн асаттемӗрсем ӑна итлемен, чун-чӗрипе йышӑнман. Вӗсем каялла Египета тавӑрӑнасшӑн пулнӑ.
40
Ҫавӑнпа вӗсем Аарона каланӑ: „Пире хамӑра ертсе пыракан турӑсем туса парсамччӗ. Мӗншӗн тесен хамӑра Египетран илсе тухнӑ Моисея мӗн пулнине эпир пӗлместпӗр“.
41
Ҫавӑн чухне вӗсем, пӑру евӗрлӗ кӗлетке туса, ӑна чӳкленӗ. Унтан, хӑйсем мӗн тунине курса, савӑнса уявланӑ.
42
Турӑ вара вӗсене пӑрахнӑ, тӳпери хӑватсене пуҫҫапма та чарман. Пророксен кӗнекинчех ун пирки ҫапла ҫырнӑ: „Эй, Израиль йӑхӗ! Пуш хирте хӗрӗх ҫул хушшинче эсир Маншӑн выльӑх пусрӑр-и, парнелӗхе кӳтӗр-и? Пусмарӑр.
43
Эсир хӑвӑрпа пӗрле Молоха кӗлтумалли чатӑра, хӑвӑрӑн Ремфан туррӑр ҫӑлтӑрне илсе ҫӳрерӗр. Пуҫҫапса пурӑнмашкӑн эсир хӑвӑр валли хӑвӑр кӗлеткесем турӑр, ҫавӑнпа Эпӗ сире Вавилонран та аяккарах куҫарса ярӑп“.
44
Пирӗн мӑн асаттесен пуш хирте кӗлӗ тумалли пуху чатӑрӗ пулнӑ. Ҫав чатӑра епле тумаллине Моисея Турӑ каланӑ, ӑна тӗслӗхне те кӑтартнӑ.
45
Мӑн асаттесем ҫав чатӑра Иисус Навин ертсе пынипе ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫине куҫарнӑ. Унта урӑх халӑхсем пурӑннӑ пулнӑ, Турӑ вӗсене мӑн асаттесен куҫӗ умӗнчех хӑваласа янӑ. Чатӑрӗ вара ҫавӑнта Давид вӑхӑтӗчченех ларнӑ.
46
Давид Турӑ умӗнче тивлетлӗ пулнӑ, Иаков Турри валли ҫурт тӑвасчӗ тесе кӗлтунӑ.
47
Соломон вара Ун валли ҫурт туса лартнӑ.
48
Анчах та, пророк каланӑ пек, Ҫӳлти Турӑ ҫын тунӑ ҫуртра пурӑнмасть. Пророк ҫапла каланӑ:
49
„Манӑн престол – тӳпе, Манӑн ура айӗ – ҫӗр. Ман валли эсир мӗнле ҫурт туса парайӑр? – тет Хуҫа Туррӑмӑр. – Эпӗ канас вырӑна ӑҫта тӑвайӑр?
50
Мӗн пуррине йӑлтах Манӑн аллӑм пултарман-им вара?“
51
Эй, эсир, кутӑн ҫынсем! Уҫӑлман чун-чӗреллӗ, мӑкланнӑ хӑлхаллӑ ҫынсем! Эсир, мӑн аслаҫӑрсем пекех, яланах Святой Сывлӑша хирӗҫлетӗр.
52
Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!
53
Ангелсем пулӑшнипе сире саккун панӑччӗ, анчах эсир вӑл саккуна пӑхӑнас темерӗр».
54
Ҫак сӑмахсене илтсен синедрионра ларакансем урсах кайнӑ, шӑлӗсене шатӑртаттара пуҫланӑ.
55
Чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ Стефан вара ҫӳлелле пӑхнӑ та Туррӑн мухтавлӑхне тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Иисуса курнӑ.
56
Вӑл вара каланӑ: «Авӑ, эпӗ тӳпе уҫӑлса кайнине тата Туррӑн сылтӑм енче тӑракан Этем Ывӑлне куратӑп».
57
Ҫакна илтсен тарӑхса-кӑшкӑрашса, Стефан сӑмахӗсене итлес мар тесе хӑлхисене хупласа пурте ун ҫине сиксе ӳкнӗ.
58
Унтан ӑна хуларан илсе тухнӑ та чулпа пере-пере вӗлере пуҫланӑ. Айӑп кӑтартакансем хӑйсен ҫиелти тумтирӗсене Савл ятлӑ ҫамрӑк ури умне хывса хунӑ та
59
Стефана чулпа пеме пуҫланӑ. «Эй, Иисус Хуҫамӑр! Ман чунӑма йышӑнсам!» – тесе кӗлтунӑ Стефан.
60
Унтан, чӗркуҫленсе ларса, кӑшкӑрса янӑ: «Эй, Турӑҫӑм, вӗсен ҫак ҫылӑхне шута ан илсем!» Ҫапла каласанах вӑл вилсе кайнӑ.
← Chapter 6
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 8 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28