bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 3
Acts 3
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 4 →
1
Пӗррехинче Петрпа Иоанн кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетре пулакан кӗлле Турӑ Ҫуртне кайнӑ.
2
Ҫавӑнта амӑш варӗнченех уксах ҫуралнӑ ҫын пулнӑ. Турӑ Ҫуртне кӗрекенсенчен ыйткаласа ларма ҫав ҫынна кашни кунах Илемлӗ Хапха текен мӑн алӑк умне ҫӗклесе пырса лартнӑ.
3
Петрпа Иоанн Турӑ Ҫуртне кӗнине курсан вӑл кӗлмӗҫленме пуҫланӑ.
4
Петрпа Иоанн ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ. «Пирӗн ҫине пӑх-ха», – тенӗ Петр.
5
Вӑл вара, кусем мӗн те пулин парӗҫ-и тесе, апостолсем ҫине кӗлмӗҫленсе пӑхнӑ.
6
Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!»
7
Вӑл уксах ҫынна сылтӑм аллинчен тытса тӑма пулӑшнӑ. Ҫав самантрах лешӗн ури тупанӗсене, чӗркуҫҫийӗсене вӑй кӗнӗ,
8
вӑл сиксе тӑнӑ та ута пуҫланӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртне те апостолсемпе пӗрлех кӗнӗ, сиккелесе ҫӳресе Турра мухтанӑ.
9
Турӑ Ҫуртӗнче пулнисем Илемлӗ Хапха умӗнчи ыйткаласа ларакан уксаха палласа илнӗ. Вӑл утакан пулнине тата Турра мухтанине курсан пӗтӗм халӑх вӑл сывалнинчен питӗ хытӑ хӑраса кайса тӗлӗннӗ.
11
Уксах пулнӑ ҫын, сывалнӑскер, Петрпа Иоанран хӑпман. Ҫавӑнпа та тӗлӗнсе кайнӑ халӑх Соломон притворӗ текен ҫӗрте вӗсем тавра пуҫтарӑннӑ.
12
Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха!
13
Авраампа Исаак тата Иаков Турри, пирӗн мӑн асаттесен Турри, Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса мухтава кӑларчӗ. Эсир вара Ӑна тытса патӑр. Ӑна Пилат хӑтарас тенӗччӗ, анчах эсир Пилат умӗнче Унран тунтӑр.
14
Эсир Тасинчен, Тӳрӗлӗхлинчен тунса ҫын вӗлерекене ирӗке яма ыйтрӑр,
15
пурӑнӑҫ Хуҫине вара вӗлертӗр. Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна курса ҫирӗплетекенсем эпир хамӑр.
16
Иисус ятне ӗненни ҫак эсир куракан, пӗлекен ҫынна тӗреклӗх пачӗ. Иисус панӑ ӗненӳ ӑна сирӗн куҫӑр умӗнчех сыватрӗ.
17
Ҫапах та, тӑванӑмсем, эсир, хӑвӑр пуҫлӑхсем пекех, пӗлмен пирки Иисусран туннине ӑнланатӑп.
18
Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те.
19
Хӑвӑр ҫылӑхӑрсене тӳрлетес тесе ӳкӗнӗр, Турӑ енне ҫавӑрӑнӑр.
20
Турӑ парас савӑнӑҫ вӑхӑчӗ ҫиттӗр, Хӑй палӑртса хунӑ Иисус Христоса Вӑл сирӗн патӑра ятӑр.
21
Хальлӗхе, Турӑ Хӑйӗн авалхи мӗн пур сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ калани пӗтӗмпех пурнӑҫланас вӑхӑтчен, Иисусӑн тӳперех пулмалла.
22
Моисей мӑн асаттемӗрсене ҫапла каланӑ: „Мана пророка кӑларнӑ пекех, Хуҫа Туррӑр сирӗн валли хӑвӑр хушшӑртанах Пророк кӑларӗ. Вӑл кирек мӗн каласассӑн та, Ӑна итлесе пурӑнӑр.
23
Ҫав Пророка итлемен ҫынсен халӑхран уйӑрӑлмалла, пӗтмелле пулӗ“.
24
Самуилтан пуҫласа унран кайранхи мӗн пур пророксем ҫак кунсем ҫитессе пурте малтанах пӗлтернӗ.
25
Эсир пророксен ывӑлӗсем, халал ывӑлӗсем. Ҫав халала Турӑ сирӗн мӑн аслаҫӑрсене панӑ, Вӑл Авраама ҫапла каланӑ: „Санӑн йӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте пиллӗх илӗҫ“.
26
Сире усал ӗҫӗрсенчен сыхласа хӑварас тесе Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса сире пиллеме чи малтан янӑ».
← Chapter 2
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 4 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28