bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 28
Acts 28
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
1
Тинӗс тыткӑнӗнчен хӑтӑлса тухсан эпир ку утрав Мелит ятлӑ иккенне пӗлтӗмӗр.
2
Вырӑнти халӑх пире питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ. Ҫумӑр ҫуса тӑнӑран, сивӗ пулнӑран вӗсем кӑвайт хучӗҫ, пире пурне те хӑйсем патне чӗнчӗҫ.
3
Ҫатрака пухса тултарнӑ Павел кӑвайт хурса ларатчӗ. Сасартӑк ҫунакан кӑвайт ӑшӗнчен, вӗри вута тӳсеймесӗр, ҫӗлен шуса тухрӗ те Павел аллинчен ҫакӑнса ларчӗ.
4
Утрав ҫинче пурӑнакансем, Павел аллинчен ҫӗлен ҫакӑнса тӑнине курсан, пӗр-пӗринпе ҫапла калаҫа пуҫларӗҫ: «Ахӑртнех, ку этем ҫын вӗлернӗ пулӗ. Курӑр-ха, тинӗсре ҫӑлӑннӑскере Турӑ айӑплавӗ ҫитрӗ пуль».
5
Анчах та Павел ҫӗлене силлесе вута ывӑтрӗ, хӑй вара нимӗн чухлӗ те сиенленмен иккен.
6
Утрав ҫинчисем Павел шыҫӑнса каясса е сасартӑк ӳксе вилессе кӗтрӗҫ. Кӗтсен-кӗтсен, вӗсем Павела нимӗнле сиен те пулманнине курчӗҫ. Вара ҫак ют халӑх ҫыннисем, хӑйсен малтанхи шухӑшне улӑштарса, Павела турӑ вырӑнне хура пуҫларӗҫ.
7
Ҫавӑнтан инҫех те мар утрав пуҫлӑхӗн, Публий ятлӑскерӗн, хуҫалӑхӗ пурччӗ. Вӑл пире хапӑлласа йышӑнчӗ, виҫӗ кун хушши мӗн пур кӑмӑлтан хӑна турӗ.
8
Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ.
9
Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинчи ытти чирлӗ ҫынсем те Павел патне пыра пуҫларӗҫ. Павел вӗсене те сыватрӗ.
10
Кунта пире питӗ лайӑх пӑхса усрарӗҫ, ҫул ҫине мӗн кирлине те пӗтӗмпех парса ячӗҫ.
11
Тепӗр виҫӗ уйӑхран эпир ҫак утрав ҫинчех хӗл каҫнӑ „Диоскуры“ ятлӑ Александрия карапӗ ҫине ларса тинӗсе тухрӑмӑр.
12
Унтан Сиракузӑна ҫитрӗмӗр те ҫав хулара виҫӗ кун пурӑнтӑмӑр.
13
Унтан тухсан Ригие ишсе ҫитрӗмӗр. Тепӗр кунтанах кӑнтӑр ҫилӗ вӗрме пуҫларӗ, ҫавӑнпа эпир иккӗмӗш куннех Путеола ҫитсе ӳкрӗмӗр.
14
Унта эпир ӗненекен тӑвансене тӗл пултӑмӑр, вӗсем пире хӑйсем патӗнче эрнелӗхе юлма ӳкӗте кӗртрӗҫ. Вара тин эпир Рима кайма тухрӑмӑр.
15
Эпир пырасса пӗлнӗ Римри тӑвансем Аппий тӳремӗ текен тата Виҫӗ Хӑна ҫурчӗ текен вырӑнсенче пире кӗтсе илме тухса тӑнӑччӗ. Вӗсене курсан Павел Турра тав турӗ те хавхалансах кайрӗ.
16
Рима ҫитсен ҫӗрпӳ тӗрме ҫыннисене ҫар пуҫӗн аллине пачӗ, Павела вара, хӑйне хураллакан салтакпа пӗрле, ыттисенчен уйрӑммӑн пурӑнма ирӗк пачӗ.
17
Тепӗр виҫӗ кунран Павел Римра пурӑнакан иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисене чӗнтерчӗ. Пурте пухӑнса ҫитсессӗн вӗсене вӑл ҫапла каларӗ: «Эй, тӑван ҫыннӑмӑрсем! Эпӗ халӑхӑма хирӗҫле, мӑн асаттесен йӑлисене хирӗҫле нимӗнле усал ӗҫ те туман. Ҫапах мана Иерусалимра тытса сӑнчӑрларӗҫ те Рим ҫыннисен аллине пачӗҫ.
18
Вӗлерме нимӗнле айӑп та тупайман пирки вӗсем мана суд тунӑ хыҫҫӑн ирӗке ярасшӑнччӗ.
19
Анчах та иудейсем хирӗҫ тӑчӗҫ, ҫавӑнпа манӑн император судне ыйтма лекрӗ. Ҫакна эпӗ хамӑн халӑхӑма мӗншӗн те пулин айӑплас тӗллевпе тумарӑм.
20
Чӗнтерессе те эпӗ сире ҫав сӑлтавпах чӗнтертӗм, сирӗнпе курса калаҫас терӗм. Мӗншӗн тесен мана хамӑр кӗтекен Израиль шанчӑкӗшӗн ҫак сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ».
21
Итлекенсем вара ӑна ҫапла каларӗҫ: «Эпир Иудейӑран сан ҫинчен ҫырнӑ нимӗнле ҫыру таврашӗ те илмен. Ӗненекен тӑвансенчен пӗри те килсе сан ҫинчен пире хыпарламан, усал сӑмах пӗлтермен.
22
Ӗнтӗ пирӗн ҫак вӗрентӳ пирки эсӗ ху мӗн шухӑшланине пӗлес килет, мӗншӗн тесен вӑл вӗрентӳ пирки таҫта та тавлашнине эпир пӗлетпӗр».
23
Вара вӗсем Павелпа хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑлнӑ. Палӑртнӑ кун ҫитсен ун патне хӑна ҫуртне вӗсем питӗ нумаййӑн пынӑ. Павел вӗсене иртен пуҫласа каҫченех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентнӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсене вӑл Моисей саккунӗнче тата пророксен кӗнекисенче Иисус ҫинчен пӗлтернӗ вырӑнсемпе ҫирӗплетсе панӑ.
24
Хӑшӗ-пӗрисене вӑл ӳкӗте кӗртнӗ, хӑшӗсем вара ӗненмен.
25
Вӗсем пӗр-пӗринпе тавлашсах кайнӑ, Павелӑн ҫак сӑмахӗсене илтсен вара пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха кайма тытӑннӑ. Павел ҫапла каланӑ пулнӑ: «Мӑн асаттемӗрсене Святой Сывлӑш Исаия пророк сӑмахӗсемпе питӗ аван каланӑ:
26
„Ҫак халӑха ҫапла кайса кала: эсир хӑлхапа илтсен те ӑнланаймӑр, куҫӑрсемпе пӑхсан та кураймӑр.
27
Мӗншӗн тесен ҫак ҫынсен чун-чӗри хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсем те хупӑ. Ӗнтӗ вӗсен куҫӗ курмасть, хӑлхи илтмест, чун-чӗри туймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, Мана сываттарас тесе, Ман енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ“.
28
Ҫапла ӗнтӗ пӗлсех тӑрӑр: Туррӑн ҫӑлӑнӑҫне урӑх халӑхсене панӑ, итлекенӗсем те вӗсемех пулӗҫ».
29
Ҫакна илтсен иудейсем пӗр-пӗринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнӑ.
30
Ҫапла Павел Римра тата икӗ ҫула яхӑн пулнӑ. Унта вӑл ҫав хӑна ҫуртӗнчех пурӑннӑ, хӑйӗн патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ.
31
Павел Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен, Иисус Христос Хуҫамӑр ҫинчен хӑюллӑн та пӗр чӑрмавсӑр вӗрентнӗ.
← Chapter 27
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28