bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 22
Acts 22
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
1
«Эй, тӑван ҫынсем! Сумлӑ ватӑсем! Халӗ ӗнтӗ хама хӳтӗлесе каланине итлеме кӑмӑл тусамӑрччӗ!»
2
Хӑйсемпе Павел еврейла калаҫа пуҫланине илтсен вӗсем шӑпӑртах пулнӑ.
3
«Эпӗ Киликири Тарс хулинче ҫуралнӑ иудей, – тенӗ вӑл, – кунта, Иерусалимра, мана Гамалиил вӗрентсе ӳстернӗ. Эпӗ те сирнешкелех мӑн асаттемӗрсен саккунне тӗрӗс тытса пыракан, Турӑшӑн тӑрӑшакан ҫын.
4
Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене эпӗ хам та вӗлересле хӗсӗрлерӗм; арҫынӗсене те, хӗрарӑмӗсене те тытса ҫыхса тӗрмене хуптартӑм.
5
Ку чӑнах ҫапла пулнине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Мана вӗсем Дамаскри тӑвансем валли ҫыру та ҫырса парса янӑччӗ. Вара эпӗ, унта ӗненекенсене сӑнчӑрласа Иерусалима асаплантарма илсе килес тесе, ҫула тухрӑм.
6
Хайхи Дамаскалла ҫывхарса пынӑ чухне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, сасартӑк тӳперен ман тӗле куҫа шартармалла ҫутӑ анчӗ.
7
Эпӗ ҫӗре ӳкрӗм те хама калакан сасса илтрӗм. „Савл, Савл! – терӗ ҫав сасӑ. – Мӗншӗн эсӗ Мана хӗсӗрлетӗн?“
8
Эпӗ Ӑна хирӗҫ: „Кам пултӑн Эсӗ?“ – терӗм. Вара Вӑл мана ҫапла каларӗ: „Эпӗ – эсӗ хӗсӗрлекен Назорей Иисус“.
9
Манпа пӗрле пыракансем ҫутта курсан хӑраса ӳкнӗ пулнӑ, анчах та манпа Калаҫаканӑн сассине илтмен.
10
„Турӑҫӑм! – терӗм эпӗ ҫавӑн чухне. – Мӗн тӑвас-ха манӑн?“ „Тӑр та Дамаска кай, – тавӑрчӗ мана Хуҫамӑр, – хӑвна мӗн тума пӳрнине унта сана йӑлтах калӗҫ“.
11
Дамаска мана хампа пӗрле пыракансем алран ҫавӑтса илсе пычӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ҫутӑ хӑвачӗпе эпӗ куҫсӑр пулса ларнӑччӗ.
12
Унта ман патӑма пӗр Анания ятлӑ ҫын пычӗ. Моисей саккунне ҫирӗп тытса пурӑннӑран ӑна Дамаскри иудейсем пурте питӗ хисепленӗ. Анания ман ума пырса тӑчӗ те каларӗ: „Савл тӑванӑм! Куракан пул!“ Эпӗ ҫав самантрах ӑна куртӑм.
14
Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ.
15
Мӗншӗн тесен эсӗ пур ҫын умӗнче те Ун ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерӗн, ху мӗн курни-илтни ҫинчен каласа параканӗ пулӑн.
16
Ҫапла ӗнтӗ, мӗншӗн вӑраха яратӑн? Халех тӑр та Иисус Хуҫамӑр ячӗпе шыва кӗрсе ҫылӑхусенчен тасал“.
17
Унтан, Иерусалима тавӑрӑнсан, Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтунӑ чухне эпӗ питӗ хавхаланса кайрӑм.
18
Вара Ӑна куртӑм. „Часрах Иерусалимран тухса кай, – терӗ Вӑл мана, – мӗншӗн тесен эсӗ Ман ҫинчен ҫирӗплетсе каланине кунтисем йышӑнмӗҫ“.
19
„Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке.
20
Сан ҫинчен ҫирӗплетсе калакан Стефан юнне тӑкнӑ чухне эпӗ хам та, ӑна вӗлернине ырласа, хӗнекенсен тумтирӗсене сыхласа унтах тӑтӑм“.
21
Вара Хуҫамӑр мана ҫапла каларӗ: „Каях, Эпӗ сана инҫене, урӑх халӑхсем патне яратӑп“».
22
Ҫак сӑмахсене каличчен халӑх Павела итлес тесех итленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара кӑшкӑрашма пуҫланӑ: «Кунашкал ҫын ҫӗр питӗнчен ҫухалтӑр! Вӑл пурӑнма тивӗҫ мар!»
23
Вӗсем ҫаплах кӑшкӑрашнӑ, тумтирӗсене хыва-хыва пенӗ, ывӑҫла-ывӑҫла ҫӳлелле тусан сапнӑ.
24
Ҫав вӑхӑтра пинпӳ Павела крепоҫе илсе кӗртме хушнӑ. Халӑх мӗн сӑлтавпа ӑна хирӗҫ пулнине, кӑшкӑрашнине пӗлес тесе вӑл Павела чӗн пушӑпа ҫаптарма хушнӑ.
25
Анчах та хӑйне тӑсса хурса чӗнсемпе ҫыхсан Павел юнашар тӑракан ҫӗрпӗве ҫапла каланӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?»
26
Ҫӗрпӳ, ҫак сӑмахсене илтсен, пинпӳ патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Мӗн тӑвасшӑн эсир? Ку ҫын Рим гражданинӗ-ҫке!»
27
Вара пинпӳ Павел патне пырса ыйтнӑ: «Эсӗ чӑнах та Рим гражданинӗ-и?» «Чӑнах», – тенӗ Павел.
28
«Рим гражданлӑхне илес тесе нумай укҫа-тенкӗ тӑккаламалла пулчӗ манӑн», – тенӗ пинпӳ. «Эпӗ вара Рим гражданинӗ пулса ҫуралнӑ», – хушса хунӑ Павел.
29
Ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ.
30
Тепӗр кунне пинпӳ, иудейсем Павела мӗншӗн айӑпланине тӗплӗн пӗлес тесе, ӑна тимӗрленӗ сӑнчӑрсене вӗҫерттернӗ. Унтан вӑл аслӑ священниксене тата синедрионра ларакан ытти ҫынсене пурне те пухӑнма ыйтнӑ. Вара Павела унта илсе пынӑ та пуху умне кӑларса тӑратнӑ.
← Chapter 21
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 23 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28