bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 4
Acts 4
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
1
Петрпа Иоанн халӑха вӗрентнӗ чухне вӗсем патне священниксем, Турӑ Ҫурчӗн хуралӗн пуҫлӑхӗсем тата саддукейсем пырса ҫитнӗ.
2
Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус чӗрӗлсе тӑнӑ пек вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмалла тесе ӳкӗтлени питӗ тарӑхтарнӑ.
3
Вара Петрпа Иоана тытнӑ та, каҫ пулса килнӗрен, ирччен хурал аллине пама хушнӑ.
4
Вӗрентсе каланӑ сӑмаха итлекенсенчен чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ, ҫавнашкаллисем пилӗк пин ҫынна яхӑн пулнӑ.
5
Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем тата саккун вӗрентӳҫисем пухӑннӑ.
6
Унта аслӑ священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те пынӑ.
7
Вара, апостолсене хӑйсем умне тӑратса, ҫапла ыйтнӑ: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа тата кам ячӗпе турӑр?»
8
Ҫавӑн чухне Петр, чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑскер, вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, халӑх пуҫлӑхӗсемпе Израилӗн ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем!
9
Халсӑр ҫынна ырӑ тунӑшӑн пире паян явап тыттаратӑр пулсан, мӗнле сыватнине тӗпчетӗр пулсан,
10
Израиль халӑхӗ те, эсир те пӗлсе тӑрӑр: вӑл Иисус Христос Назорей ячӗпе сывалчӗ, ӑна Иисус сирӗн ума сывӑ тӑмалла турӗ. Эсир Иисуса пӑталарӑр, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ.
11
Эсир, ҫурт тӑвакансем, юрӑхсӑр тесе ывӑтнӑ чул никӗсри тӗп чул пулса тӑчӗ. Ҫав чул вӑл – Иисус. Урӑх никам та ҫӑлӑнӑҫ кӳреймӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере ҫын панӑ ятсенчен пире ҫӑлма пултаракан урӑх ят ҫук».
13
Петрпа Иоанн хӑюлӑхне курса тата вӗсем вӗренмен ахаль ҫынсем ҫеҫ пулнине асӑрхаса, пуҫлӑхсемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тӗлӗнсех кайнӑ. Ҫавӑнтах, кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренине аса илсен, вӗсене палласа илнӗ.
14
Анчах та Петрпа Иоанн ҫумӗнче уксах пулнӑ ҫын тӑнине курсан, вӗсем нимӗн тавӑрса калама та аптӑранӑ.
15
Вара вӗсем апостолсене синедрионран тухма хушнӑ та хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ.
16
«Мӗн тумалла ку ҫынсемпе? – калаҫнӑ вӗсем. – Иерусалимра пурӑнакансем ӗнтӗ пурте вӗсем чӑн-чӑн тӗлӗнмелле ӗҫ тунине пӗлеҫҫӗ. Пулнӑ япалана эпир пулман тесе калаймӑпӑр.
17
Ҫапах та халӑхра тата ытларах сӑмах сарӑласран пирӗн вӗсене хӑратсах ҫынсем умӗнче Иисус ячӗ ҫинчен каласа ҫӳреме чармалла».
18
Вара апостолсене чӗнсе илсе Иисус ятне асӑнма та, Унӑн ячӗпе вӗрентме те чарнӑ.
19
Анчах та Петрпа Иоанн ҫапла тавӑрса каланӑ: «Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха: сире Турӑран та ытларах итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?
20
Хамӑр курни-илтнине эпир калаймасӑр тӑраймӑпӑр».
21
Вара канашра ларакансем апостолсене айӑплама май тупаймасӑр вӗсене юна-юнах кӑларса янӑ. Тата вӗсем халӑхран хӑранӑ, мӗншӗн тесен пулса иртнӗ ӗҫшӗн пурте Турра мухтанӑ.
22
Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫынни хӗрӗх урлӑ каҫнӑскер пулнӑ.
23
Кӑларса ярсан Петрпа Иоанн хӑйсен ушкӑнне тавӑрӑннӑ та аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем хӑйсене мӗн-мӗн каланине пӗтӗмпех ӗненекенсене каласа кӑтартнӑ.
24
Ҫавна илтсен ӗненекенсем пурте пӗр шухӑш-кӑмӑлпа хыттӑн Турра кӗлтума пуҫланӑ: «Эй, Патша Турӑҫӑм! Эсӗ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те – вӗсенче мӗн пуррине те – пӗтӗмпех пултарнӑ.
25
Эсӗ Хӑвӑн чуруна, Давид мӑн асаттемӗре, Святой Сывлӑшупа ҫапла калаттарнӑ: „Чӑн Турра пӗлмен халӑхсем мӗншӗн пӑлханаҫҫӗ-ши, этемсем мӗншӗн пултарас ҫука тытӑнчӗҫ-ши?
26
Ҫӗр ҫинчи патшасемпе княҫсем пӗрле пухӑнса Хуҫа Туррӑмӑра тата Вӑл Суйласа илнине хирӗҫ тӑчӗҫ“.
27
Чӑнах та акӑ ҫак хулара Иродпа Понтий Пилат, ытти халӑхсемпе тата Израиль халӑхӗпе пӗрле пухӑнса, Санӑн ҫу сӗрсе суйласа илнӗ Святой Ывӑлна, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ.
28
Мӗн пулмаллине, Эсӗ Хӑвӑн вӑй-хӑватупа, Хӑвӑн ирӗкӳпе палӑртса хунине вӗсем пурнӑҫларӗҫ.
29
Эй, Турӑҫӑм, Эсӗ Хӑвӑн Святой Ывӑлу Иисус ячӗпе чирлисене сыватма, паллӑсемпе хӑватсем кӑтартма аллуна Тӑсаканскер, вӗсем пире юнанине курсам. Эй, Турӑҫӑм, Хӑвӑн чурусене Хӑвӑн сӑмахна вӗрентме хӑюлӑх парсам».
31
Кӗлтуса пӗтерсенех вӗсем пухӑнса тӑнӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ. Вара пурин те чун-чӗри Святой Сывлӑшпа тулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пурте Турӑ сӑмахне хӑюллӑнах вӗрентсе ҫӳренӗ.
32
Ӗненекенсенчен чылайӑшӗ пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑннӑ. Харпӑр пурлӑхне вӗсенчен пӗри те манӑн тесе каламан, пурте вӗсен пӗрле пулнӑ.
33
Иисус Христос Хуҫамӑр чӗрӗлсе тӑнине апостолсем хӑватланса пӗлтернӗ, вӗсем пурте Турӑ тивлечӗллӗ пулнӑ.
34
Вӗсем хушшинче ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакансем пулман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем, кил-ҫуртлисем пурте ҫавсене сутнӑ, вара укҫи-тенкине апостолсене панӑ. Ҫапла вӗсем кирек камӑн мӗн ҫитменнине ҫитерсе тӑнӑ.
36
Тӗслӗхрен, Кипртан пынӑ пӗр Иосия ятлӑ левит пулнӑ. Ӑна апостолсем Варнава тесе ят панӑ. (Варнава тени «савӑнтаракан ывӑл» тенине пӗлтерет.)
37
Ҫав Иосия та, хӑйӗн ҫӗрне сутса, укҫине апостолсен ури умне пырса хунӑ.
← Chapter 3
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 5 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28