bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
/
Acts 24
Acts 24
Chuvash RSO (Синодальный НЗ)
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 25 →
1
Тепӗр пилӗк кунтан Анания аслӑ священник ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе тата Тертулл ятлӑ ӑста калаҫакан айӑплавҫӑпа Кесарине пырса ҫитнӗ. Вӗсем аслӑ пуҫлӑха Павел ҫинчен ҫӑхав панӑ.
2
Павела чӗнсе пырсан Тертулл ҫакнашкал айӑплав сӑмахӗ каланӑ: «Эй, хисеплӗрен те хисеплӗ Феликс! Эсӗ ертсе пынипе эпир чылай хушӑ канӑҫ пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр, эсӗ тӑрӑшнипе халӑх пурӑнӑҫӗ лайӑхланчӗ, ҫавӑнпа сана эпир пур ҫӗрте те яланах тем тӗрлӗ те тав тӑватпӑр.
4
Эпир сана ытлашши чӑрмантарасшӑн мар, пирӗн кӗске сӑмахӑмӑра хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа итлесе пӗтерме тархаслатӑп.
5
Ҫак ҫын халӑха сиен тӑвать; мӗн пур иудейсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе ҫӳрет, Назорейсен суя тӗн вӗрентӗвне ертсе пырать.
6
Вӑл куҫкӗретех пирӗн Турӑ Ҫуртне те ирсӗрлетме хӑйрӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна хамӑр саккунпа айӑплас тесе тытрӑмӑр.
7
Анчах та Лисий пинпӳ ӑна пирӗн аллӑмӑртан вӑйпа пусахласах туртса илчӗ те сан патна леҫтерчӗ.
8
Пире вара, айӑплакансене, сан патна килме хушрӗ. Эпир ӑна мӗн сӑлтавпа айӑпланине пӗтӗмпех эсӗ унран хӑйӗнченех тӗпчесе ыйтса пӗлме пултаратӑн».
9
Ҫак сӑмахсем чӑн тесе иудейсем те ҫирӗплетнӗ.
10
Аслӑ пуҫлӑх паллӑ кӑтартса калаҫма ирӗк парсан, Павел хӑйне хӳтӗлесе ҫапла каланӑ: «Эсӗ чылай ҫул хушши ҫак халӑха тӗрӗс суд туса пурӑннине пӗлсе тӑрса, эпӗ хамӑн ӗҫӗме сан умӑнта ирӗклӗнех хӳтӗлеме тӑрӑшӑп.
11
Эпӗ Турра пуҫҫапма Иерусалима килни пӗр вун икӗ кунтан та ытла мар. Ҫакна эсӗ тӗрӗслеме пултаратӑн.
12
Эпӗ Турӑ Ҫуртӗнче те, синагогӑра та, хулара та кампа та пулин тавлашнине е халӑха пӑлхатса ҫӳренине вӗсенчен пӗри те курман.
13
Халӗ хӑйсем мана хирӗҫ кӑларса тӑратнӑ айӑплава вӗсем нимӗнпе те ӗнентереймӗҫ.
14
Анчах та эпӗ пӗр япала пирки тунмастӑп. Эпӗ чӑнах та хама айӑплакансем тӗрӗс мар ӗненӳ текен вӗрентӗве тытса пыратӑп. Ҫав вӗрентӳ тӑрӑх эпӗ Моисей саккунӗнче ҫырнине тата пророксем каланине пӗтӗмпех ӗненсе тӑрса, мӑн асаттемӗрсен Турришӗн тӑрӑшатӑп.
15
Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ.
16
Ҫавӑнпа та эпӗ Турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те таса чунлӑ пуласшӑн яланах тӑрӑшатӑп.
17
Акӑ эпӗ, чылай ҫул иртсен, хам халӑхӑма пулӑшма пуҫтарнӑ укҫа-тенкӗне пама тата Турра парне кӳме Иерусалима килтӗм.
18
Мана Турӑ Ҫуртӗнче тасалу йӑлине туса ирттернӗ хыҫҫӑн тытрӗҫ. Унта нимле халӑх таврашӗ те, нимле шӑв-шав та пулман.
19
Тытасса мана Асирен килнӗ хӑш-пӗр иудейсем тытрӗҫ. Мана хирӗҫ мӗн те пулин каламалли пур пулсан, мана сан умӑнта вӗсен айӑпласа тӑмаллаччӗ.
20
Анчах вӗсем ҫӑхавпа урӑххисене ячӗҫ. Эпӗ синедрион канашӗ умӗнче тӑнӑ чухне манра мӗнле айӑп тупнине ҫаксем каласа паччӑр эппин.
21
Каласан та вӗсем ҫак пӗр сӑмаха анчах калӗҫ. Чӑнах та, эпӗ вӗсене: эсир мана халӗ вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен вӗрентнӗшӗн суд тӑватӑр тесе хыттӑнах каласаттӑм».
22
Феликс вара вӗсен ӗҫне ӳлӗме хӑварнӑ. «Сирӗн ӗҫӗре Лисий пинпӳ килсен, ҫав вӗрентӳ ҫинчен хам та тӗплӗнрех пӗлсен, татса парӑп», – тенӗ вӑл.
23
Ҫӗрпӗве вӑл Павела хуралласа усрама хушнӑ, анчах та ӑна хӗсӗрлеме чарнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисене ун патне пырса ҫӳреме, ӑна пулӑшса тӑма пӗрне те чарма хушман.
24
Тепӗр темиҫе кунран унта Феликс хӑйӗн Друзилла ятлӑ арӑмӗпе пынӑ. Арӑмӗ унӑн иудей ҫынни пулнӑ. Феликс Павела чӗнтернӗ те вӑл Иисус Христоса ӗненесси ҫинчен каланине итлес тенӗ.
25
Анчах та Павел тӳрӗлӗх ҫинчен, чараклӑх ҫинчен, пулас суд ҫинчен кала пуҫласан, Феликс, хӑраса ӳксе, унӑн сӑмахне татнӑ: «Паянлӑха ҫитӗ! Вӑхӑт тупӑнсанах сана тата чӗнтерӗп», – тенӗ.
26
Ҫав хушӑрах вӑл Павел хӑйне тӗрмерен кӑларттарма укҫа сӗнессе кӗтнӗ, ҫавӑнпа та, ӑна чӗнтере-чӗнтере, унпа калаҫнӑ.
27
Анчах та икӗ ҫул иртсен Феликс вырӑнне аслӑ пуҫлӑха Порций Фест ларнӑ. Иудейсене юрас тесе Феликс Павела тӗрмерех хӑварнӑ.
← Chapter 23
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 25 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28