bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 10
1 Chronicles 10
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 11 →
1
Филистимсем Израильпе ҫапӑҫнӑ, израильсем филистимсенчен тарнӑ чухне Гелвуй тӑвӗ ҫинче виле-виле выртса юлнӑ.
2
Филистимсем Саулпа унӑн ывӑлӗсене хӑваласа кайнӑ та Саул ывӑлӗсене — Ионафана, Авинадава тата Мелхисуя — вӗлернӗ.
3
Саула хирӗҫ хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, ухӑпа перекенсем ун ҫине талпӑннӑ, ӑна хӑрушла амантса пӗтернӗ.
4
Саул вара кӑрал йӑтса ҫӳрекен ҫыннине каланӑ: хӗҫне кӑлар та мана чиксе пӑрах — ҫав ӳт кастарман ҫынсем килсе ан мӑшкӑллаччӑр мана, тенӗ. Анчах кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ ун пек тума хӑяйман, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ хӑраса ӳкнӗ. Саул вара хӑйӗн хӗҫне илнӗ те ун ҫине тӑрӑннӑ.
5
Саул вилнине курсассӑн, кӑрал йӑтса ҫӳрекенӗ те хӑйӗн хӗҫӗ ҫине тӑрӑнса вилнӗ.
6
Саулпа унӑн виҫӗ ывӑлӗ ҫапла вилнӗ, унӑн пӗтӗм кил-йышӗ те унпа пӗрле пӗтнӗ.
7
Айлӑмра пурӑнакан израильсем вара пурте тарнине тата Саулпа унӑн ывӑлӗсем вилнине курсассӑн, хӑйсен хулисене пӑрахса хӑварса, тарса пӗтнӗ; филистимсем ӗнтӗ пынӑ та ҫав хуласене вырӑнаҫнӑ.
8
Тепӗр кунхине филистимсем вилнӗ ҫынсене ҫаратма пынӑ та Гелвуй тӑвӗ ҫинче выртса юлнӑ Саулпа унӑн ывӑлӗсене тупнӑ,
9
вара унӑн тумтирне хывса илнӗ, пуҫне касса илнӗ, кӑралне илнӗ, унтан — хӑйсем ҫӗнтерни ҫинчен йӗрӗхӗсене тата халӑха пӗлтермешкӗн — ҫакна Филисти ҫӗрӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳреме янӑ.
10
Унӑн кӑралне хӑйсен туррисен ҫуртне хунӑ, унӑн пуҫне Дагон ҫуртӗнче тӑрӑнтарса лартнӑ.
11
Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ.
12
Вара мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ та Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Иависа илсе килнӗ, вӗсен шӑммисене Иависри юман айне пытарнӑ, ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
13
Саул ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче тунӑ юрӑхсӑр ӗҫӗсемшӗн, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемесӗр ӑрӑмҫӑна ыйту панӑшӑн,
14
Ҫӳлхуҫана шыраманшӑн вилнӗ. Ҫавӑншӑн вӗлернӗ те Вӑл ӑна, патшалӑха вара Давида, Иессей ывӑлне, панӑ.
← Chapter 9
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 11 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29