bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 21
1 Chronicles 21
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 22 →
1
Шуйттан Израиле хирӗҫ ҫӗкленнӗ те Давида Израиль ҫыннисен йышне шута илме хистенӗ.
2
Давид вара Иоава тата халӑх хушшинчи пуҫлӑхсене ҫапла каланӑ: кайӑр та Израиль ҫыннисене Вирсавияран пуҫласа Дан таран шутласа тухӑр, унтан мана пӗлтерӗр, эпӗ вӗсен йышне пӗлсе тӑрам, тенӗ.
3
Иоав каланӑ: Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхӗн паянхи йышне ҫӗр хут ӳстертӗр. Патша хуҫамӑм, ара, вӗсем пурте хуҫамӑн чурисем мар-и? Ку ӗҫ хуҫамӑма мӗн тума кирлӗ-ха? Израиле айӑпа кӗртме мар-и? тенӗ.
4
Анчах патша сӑмахӗсем Иоава парӑнтарнӑ. Вӑл вара тухса кайнӑ, пӗтӗм Израиль тавра ҫаврӑннӑ та Иерусалима таврӑннӑ.
5
Иоав ӗнтӗ халӑх йышне шута илнӗ ҫырӑва Давида панӑ, израильсем мӗнпурӗ пин хутчен пин ҫын пулнӑ, хӗҫ тытма пултараканӗсем ҫӗр пин ар пулнӑ, хӗҫ тытма пултаракан иудейсем вара тӑватҫӗр ҫитмӗл пин ар пулнӑ.
6
Иоав левитсене тата Вениамин ҫыннисене шутламан, мӗншӗн тесессӗн ӑна патша сӑмахӗ килӗшмен.
7
Ҫак ӗҫ Турӑ умӗнче юрӑхлӑ ӗҫ пулман, ҫавӑнпа та Вӑл Израиле хаса панӑ.
8
Давид ӗнтӗ Турра ҫапла каланӑ: ҫак ӗҫе туса пысӑк ҫылӑха кӗтӗм эпӗ. Халӗ Хӑвӑн чурун айӑпне каҫарсамччӗ, эпӗ ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм, тенӗ.
9
Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Давид ҫыннине, витӗркуран Гада, ҫапла каланӑ:
10
пыр, Давида кайса пӗлтер: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана виҫӗ тӗрлӗ хаса сӗнетӗп, вӗсенчен пӗрне хӑвна валли суйласа ил, — Эпӗ сан ҫине ҫавна ярӑп, тет, тенӗ.
11
Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил:
12
е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ. Ӗнтӗ шутласа пӑх та мана сан патна калама Янӑскерне мӗн каламаллине пӗлтер, тенӗ.
13
Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ.
14
Ҫӳлхуҫа вара Израиль ҫине мур чирӗ янӑ та, Израиль халӑхӗ ҫитмӗл пин ҫын вилнӗ.
15
Турӑ Иерусалима тӗп тума Ангела янӑ. Ангел ҫынсене пӗтерме тытӑнсассӑн, Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ та кун пек инкек ҫитнӗшӗн куляннӑ, вара тӗп тӑвакан Ангела каланӑ: ҫитӗ! халӗ аллуна ус, тенӗ. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫавӑн чухне Орна иевусей йӗтемӗ патӗнче тӑнӑ.
16
Давид ӗнтӗ куҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та ҫӗрпе пӗлӗт хушшинче тӑракан Ҫӳлхуҫа Ангелне курнӑ, хӗҫ тытнӑ аллине Ангел Иерусалим ҫинелле тӑсса тӑнӑ; Давид тата аслӑ ҫынсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑскерсем, ӳпне ӳкнӗ.
17
Давид вара Турра ҫапла каланӑ: халӑх йышне шутласа тухма эпӗ хушманччӗ-и-ха? эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, эпӗ усал ӗҫ турӑм, ку сурӑхсем мӗн тунӑ-ха? Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм! Санӑн аллу ман ҫинче, ман аттемӗн килӗ ҫинче пултӑр, Хӑвӑн халӑхна ан тив, ан пӗтер ӑна, тенӗ.
18
Ҫӳлхуҫа Ангелӗ вара Гада — лешӗ Давида пӗлтертӗр тесе — ҫапла каланӑ: Давид кайтӑр та Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тутӑр, тенӗ.
19
Давид вара, Турӑ ятӗнчен каланӑ Гад сӑмахне итлесе, йӗтем ҫине кайнӑ.
20
Орна ун чухне тулӑ ҫапнӑ пулнӑ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхнӑ та Ангела курах кайнӑ, вара вӑл тӑватӑ ывӑлӗпе пӗрле тарса пытаннӑ.
21
Давид Орна патне ҫитнӗ. Давида курсанах Орна йӗтем ҫинчен тухнӑ та ӑна ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
22
Давид вара Орнана каланӑ: йӗтем вырӑнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкне пар мана, унта эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳмелли вырӑн тӑвӑп; ӑна тулли хакӗпех сут мана, вара халӑха тӗп тӑвасси чарӑнӗ, тенӗ.
23
Орна Давида каланӑ: илех; патша хуҫамӑм хӑйне кирлӗ пек тутӑр; акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вӑкӑрсем парам, тӑпачӑ таврашӗ вутӑлӑх пултӑр, тулӑ та парне валли пултӑр, йӑлтах тӳлевсӗр, ахалех, паратӑп, тенӗ.
24
Давид патша Орнана каланӑ: ҫук, эпӗ санран хӑйӗн хакӗпе туянасшӑн, Ҫӳлхуҫана санӑн пурлӑхна кӳместӗп, эпӗ тӳлевсӗр илнине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳместӗп, тенӗ.
25
Давид вара Орнана ҫак вырӑншӑн ултҫӗр сикль ылтӑн панӑ.
26
Давид унта Ҫӳлхуҫа валли парне вырӑнӗ тунӑ та пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ; Ҫӳлхуҫана чӗнсе кӗлтунӑ, ӑна илтнине Вӑл пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне вырӑнӗ ҫине тӳперен вут-ҫулӑм ярса пӗлтернӗ.
27
Ҫӳлхуҫа вара Ангела: хӗҫҫӳне йӗннине чиксе хур, тенӗ.
28
Ҫавӑн чухне Давид, Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче хӑйне Ҫӳлхуҫа илтнине курсассӑн, унта парне кӳнӗ.
29
Моисей пушхирте тунӑ кӗлӗ чатӑрӗпе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ун чухне Гаваон тӑвӗ ҫинче пулнӑ.
30
Давид унта кайса Турра чӗнсе кӗлтума пултарайман, мӗншӗн тесессӗн ӑна Ҫӳлхуҫа Ангелӗн хӗҫӗ хӑратса ӳкернӗ.
← Chapter 20
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 22 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29