bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 5
1 Chronicles 5
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 6 →
1
Израилӗн малтанхи ывӑлӗн Рувимӑн ывӑлӗсем, — хӑй вӑл малтанхийӗ; анчах вӑл ашшӗн ҫывӑрмалли вырӑнне ирсӗрлетнӗ те, вара малтанхи ывӑл тивӗҫне Иосиф ывӑлӗсене панӑ, ҫавӑнпа Рувима йӑх-кӑк кӗнекинче малтанхийӗ тесе ҫырма юраман;
2
Иуда хӑйпе пӗртӑванӗсенчен пуринчен те вӑйли пулнӑ, унӑн кил-йышӗнчен ҫулпуҫ тухнӑ, анчах ҫавах малтанхи ывӑл тивӗҫӗ Иосиф ҫине куҫнӑ.
3
Рувимӑн, Израилӗн малтанхи ывӑлӗн, ывӑлӗсем ҫаксем: Ханох, Фаллу, Хецрон тата Харми.
4
Иоиль ывӑлӗсем: Шемая, унӑн ывӑлӗ; Шемая ывӑлӗ Гог, унӑн ывӑлӗ Шимей,
5
унӑн ывӑлӗ Миха, унӑн ывӑлӗ Реаия, унӑн ывӑлӗ Ваал,
6
унӑн ывӑлӗ Беера, ӑна Ассири патши Феглафелласар тыткӑна илсе кайнӑ. Вӑл Рувим ҫыннисен ҫулпуҫӗ пулнӑ.
7
Унӑн тӑванӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене пурне те йӑх-кӑк кӗнеки тӑрӑх кӑтартсассӑн ҫапла пулать: чи асли Иеиель, унтан Захария,
8
унтан Бела, Бела вӑл Азаз ывӑлӗ пулнӑ, Азаз — Шема ывӑлӗ, Шема — Иоиль ывӑлӗ. Вӑл пурӑнакан ҫӗр Ароертан пуҫланса Невона тата Ваал-Меона ҫитиччен сарӑлса выртнӑ;
9
тухӑҫ енчи ҫӗрӗ вара пушхир чикки патнех, Евфрат шывӗ патнех ҫитнӗ, мӗншӗн тесессӗн Галаад ҫӗрӗнче вӗсен кӗтӗвӗсем йышлӑ пулнӑ.
10
Саул вӑхӑтӗнче вӗсем Агарь ҫыннисемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене аркатса тӑкнӑ, Галаад ҫӗрӗн пӗтӗм тухӑҫ енне ярса илнӗ те ҫавӑнта Агарь чатӑрӗсенче пурӑнма пуҫланӑ.
11
Гад ывӑлӗсем вӗсемпе тӗлме-тӗл Васан ҫӗрӗнче, Салха хулине ҫити тӑсӑлакан ҫӗр ҫинче, пурӑннӑ;
12
Васанра чи асли Иоиль, иккӗмӗшӗ Шафан, унтан Иаанайпа Шафат пулнӑ.
13
Вӗсен тӑванӗсем, хӑйсен килӗ-йышӗпе пурӑнаканскерсем: Михаил, Мешуллам, Шева, Иорай, Иаакан, Зия тата Евер — ҫиччӗн.
14
Ҫаксем ӗнтӗ Авихаил ывӑлӗсем пулнӑ, Авихаил хӑй — Хурий ывӑлӗ, Хурий — Иароах ывӑлӗ, Иароах — Галаад ывӑлӗ, Галаад — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Иешишай ывӑлӗ, Иешишай — Иахдо ывӑлӗ, Иахдо — Буз ывӑлӗ.
15
Ахи — Гуни ывӑлӗн Авдиилӑн ывӑлӗ — хӑй ӑрӑвӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ.
16
Вӗсем хӑйсем виличченех Галаадра, Васанра, ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласенче тата Сарон йӗри-тавра пурӑннӑ.
17
Вӗсене пурне те Иудея патши Иоафам вӑхӑтӗнче тата Израиль патши Иеровоам вӑхӑтӗнче шута илсе тухнӑ.
18
Рувимпа Гад тӑхӑмӗсенчен тата Манассиян ҫур йӑхӗнчен паттӑр ҫынсем, хӗҫпе те хулканпа авӑрланнӑскерсем, ухӑпа перекенсем, вӑрҫӑ вӑрҫма пӗлекенсем, ҫапӑҫма хатӗр ҫынсем хӗрӗх тӑватӑ пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн шутланнӑ.
19
Вӗсем Агарь ҫыннисемпе, Иетурпа, Нафишпа тата Надавпа ҫапӑҫнӑ.
20
Ҫапӑҫура вӗсене пулӑшу ҫитнӗ, Агарь ҫыннисем те, ҫавсен мӗнпур пурлӑхӗ те вӗсен аллине куҫнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вӗсем Турра тархасланӑ, Турра шанса тӑнине курса, Вӑл вӗсем тархасланине илтнӗ.
21
Вӗсем Агарь ҫыннисен кӗтӗвӗсене ярса илнӗ: аллӑ пин пуҫ тӗве, икҫӗр аллӑ пин пуҫ вак выльӑх, икӗ пин пуҫ ашак; тата ҫӗр пин ҫынна тыткӑна илнӗ;
22
вилнисем питӗ нумаййӑн пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ҫапӑҫу Турӑран килнӗ. Ҫак вырӑнта вӗсем хӑйсене урӑх ҫӗре куҫарса кайичченех пурӑннӑ.
23
Манассия ҫур йӑхӗн тӑхӑмӗсем Васанран пуҫласа Ваал-Ермон патне ҫитиччен, Сенир тата Ермон патне ҫитиччен тӑсӑлакан ҫӗрсем ҫинче пурӑннӑ; вӗсем йышлӑн пулнӑ.
24
Акӑ вӗсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем: Ефер, Ишьи, Елиил, Азриил, Иеремия, Годавия тата Иагдиил — тӗреклӗ, ятлӑ-сумлӑ арсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем.
25
Анчах вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Турри умӗнче ҫылӑха кӗрсессӗн, хӑйсен умӗнчен Турӑ хӑваласа янӑ халӑхсен, ҫав ҫӗрте пурӑннӑ халӑхсен туррисем хыҫҫӑн кайса аскӑнланса пурӑнма тытӑнсассӑн,
26
Израиль Турри ӗнтӗ Ассири патшин Фулӑн — Ассири патшин Феглафелласарӑн — кӑмӑлне хускатса янӑ та, вӑл вара Рувимпа Гад ҫыннисене тата Манассиян ҫур йӑхне хӑйсем пурӑнакан ҫӗртен хӑваласа кӑларса Халах, Хавор, Ара теекен вырӑнсене, Гозан шывӗ хӗррине куҫарнӑ, — вӗсем халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ.
← Chapter 4
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 6 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29