bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 17
1 Chronicles 17
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 18 →
1
Хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне Давид Нафан пророка каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.
2
Нафан Давида каланӑ: чӗрӳ мӗн шухӑшланине ту — Ҫӳлхуҫа санпа пӗрле, тенӗ.
3
Анчах ҫав ҫӗрлех Нафана Турӑран сӑмах пулнӑ:
4
пыр, кала Манӑн Давид чурама: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Ман валли пурӑнмалли Ҫурт лартаканӗ эсӗ мар пулӑн,
5
Эпӗ Израиль ывӑлӗсене илсе тухнӑ кунранпа паянхи кунчченех ҫуртра пурӑнман, чатӑртан чатӑра, вырӑнтан вырӑна ҫӳренӗ.
6
Пӗтӗм Израиль халӑхӗпе пӗрле Эпӗ ӑҫта кӑна ҫӳремерӗм, анчах Хамӑн халӑхӑма кӗтсе ҫӳреме лартнӑ Израиль тӳрисене хӑшне те пулин «мӗншӗн Ман валли кедр Ҫурт лартмастӑр?» тесе пӗр сӑмах та пулин каларӑм-и?
7
Халӗ Манӑн Давид чурама ҫапла кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ сана Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫӗ пулма сурӑх кӗтӗвӗ кӗтнӗ ҫӗртен илтӗм;
8
вара, эсӗ ӑҫта ҫӳресессӗн те, пур ҫӗрте те Эпӗ санпа пӗрле пултӑм, хӑвӑн умӑнтах мӗнпур тӑшманна пӗтерсе тӑкрӑм, санӑн ятна, ҫӗр ҫинчи аслӑ ҫынсен ячӗ пек, асла кӑлартӑм;
9
Эпӗ Хамӑн халӑхӑм валли, Израиль валли, вырӑн тупса патӑм, ӑна унта тӗпленсе пурӑнмалла турӑм, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче лӑпкӑн та тӑнӑҫлӑн пурӑнӗ, ӳлӗмрен ӑна канӑҫсӑрлантармӗҫ, усал ҫынсем ӑна унчченхи пек,
10
Хамӑн Израиль халӑхне ертсе пыма лартнӑ тӳресен вӑхӑтӗнчи пек, хӗсӗрлемӗҫ. Эпӗ санӑн мӗнпур тӑшманна пӑхӑнтарӑп. Сана пӗлтерсе хуратӑп: Ҫӳлхуҫа санӑн килне туса ҫитерӗ.
11
Кунусем вӗҫленсессӗн, эсӗ аҫусем патне ӗмӗрлӗх канӑҫа кайсассӑн, санӑн хыҫҫӑн Эпӗ санӑн вӑрлӑхна ҫӗклентерӗп, вӑл санӑн ывӑлу пулӗ, унӑн патшалӑхне ҫирӗплетӗп.
12
Вӑл Ман валли Ҫурт туса лартӗ, Эпӗ унӑн аслӑ пуканне ӗмӗрлӗхе ҫирӗплетӗп.
13
Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, — Хамӑн ырӑлӑхӑма, сан умӗнхинчен туртса илнӗ пек, унран туртса илмӗп.
14
Хамӑн Ҫуртра, Хамӑн патшалӑхра Эпӗ ӑна ӗмӗрлӗхе лартӑп, вӑл ларакан вырӑн ӗмӗрӗпе ҫирӗп пулӗ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
15
Ҫак мӗнпур сӑмаха тата хӑйне мӗн курӑннине Нафан Давида пӗтӗмпех тӗп-тӗрӗс каласа панӑ.
16
Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид патша Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, мана ҫаплах ҫӗклемешкӗн камах ӗнтӗ эпӗ, мӗнех ӗнтӗ манӑн килӗм?
17
Ҫакӑ та сахал пек курӑннӑ-ҫке Санӑн куҫу умӗнче, Туррӑмҫӑм; Эсӗ тата Хӑвӑн чурун килӗн малашлӑхне те пӗлтерсе хуратӑн, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Эсӗ ман ҫине аслӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн!
18
Давид ӗнтӗ Сана Хӑвӑн чуруна панӑ чап ҫинчен тата мӗн хушса калайтӑр? Эсӗ Хӑвӑн чуруна пӗлетӗн.
19
Эй Ҫӳлхуҫа! Эсӗ ҫакӑ аслӑ ӗҫе чуру валли чӗрӳ хушнипе тӑватӑн, аслӑлӑха уҫса паратӑн.
20
Эй Ҫӳлхуҫа! Хамӑр хӑлхамӑрпа мӗн-мӗн илтнинчен пӗлетпӗр эпир: Сан евӗрли ҫук, Сансӑр пуҫне урӑх Турӑ ҫук.
21
Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Египетран илсе тухнӑ халӑху умӗнчен ытти халӑхсене хӑваласа ярса, аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ.
22
Эсӗ Израиль халӑхне ӗмӗрлӗхе Хӑвӑн халӑху турӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ унӑн Турри пулса тӑтӑн.
23
Ӗнтӗ халӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чуру пирки, унӑн килӗ пирки каланӑ сӑмахна ӗмӗрлӗхе ҫирӗплет, Ху каланине тӳрре кӑлар.
24
Санӑн яту ӗмӗр-ӗмӗре пытӑр, ӗмӗр-ӗмӗрӗпе аслӑ пултӑр, ӗнтӗ ҫапла калаччӑр: Саваоф Ҫӳлхуҫа — Израиль Турри, тетчӗр; Давид чурун килӗ Санӑн умӑнта тӗреклӗ пултӑр.
25
Эй Туррӑм, Эсӗ Хӑвӑн чуруна «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, ҫавӑнпа Санӑн чуру Сан умӑнта кӗлтума хӑюлӑх ҫитерчӗ.
26
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ — Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн чуруна халӗ те пысӑк ырӑлӑх пӗлтерсе хутӑн.
27
Эй Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвӑн чурун килне пиллеме кӑмӑл тусамччӗ: вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Санӑн умӑнта пултӑр. Эсӗ пиллесессӗн, вӑл ӗмӗрӗпех пиллӗхлӗ пулӗ.
← Chapter 16
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 18 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29