bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 13
1 Chronicles 13
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 14 →
1
Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та
2
пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр;
3
вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
4
Вара пӗтӗм пуху: ҫапла пултӑр, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм халӑх ку питӗ тӗрӗс ӗҫ тесе шухӑшланӑ.
5
Ҫапла майпа Давид Израиль ҫыннисене — Египетри Шихор шывӗ патӗнчен пуҫласа Емаф таранах — Кириаф-Иаримран Турӑ саккунӗн арчине куҫарса килмешкӗн пуҫтарнӑ.
6
Вара Давидпа пӗтӗм Израиль халӑхӗ Иудея ҫӗрӗнчи Кириаф-Иарим хулине херувимсем ҫинче ларакан Туррӑн, Ҫӳлхуҫанӑн, арчине, Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен арчана, куҫарса килме кайнӑ.
7
Турӑ саккунӗн арчине Авинадав ҫуртӗнчен ҫӗнӗ ҫар урапипе турттарса тухнӑ; ҫар урапине Озапа Ахия тытса пынӑ.
8
Давидпа Израиль ҫыннисем вара Турӑ умӗнче янӑравлӑн юрласа, кӗвӗ каласа пынӑ, цитра, псалтирь каланӑ, тӳнкӗрпе кимвал ҫапнӑ, трупа кӑшкӑртнӑ.
9
Хидон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи ан ӳктӗр тесе, аллине ун енне тӑснӑ.
10
Анчах Ҫӳлхуҫа Озана ҫилленнӗ, ӑна аллине саккун арчи еннелле тӑснӑшӑн вӗлерсе пӑрахнӑ; Оза ҫавӑнтах Турӑ умӗнче вилсе выртнӑ.
11
Ҫӳлхуҫа Озана вӗлерсе пӑрахнӑшӑн Давид питех те куляннӑ. Вара ҫав вырӑна «Оза вилнӗ вырӑн» тесе ят панӑ; ӑна паянхи кунчченех ҫапла калаҫҫӗ.
12
Ҫав кун Давид Турӑран хӑраса ӳкнӗ, вӑл: Турӑ арчине хам пата епле илсе кӗрес-ха? тенӗ.
13
Давид вара Турӑ саккунӗн арчине хӑй патне, Давид хулине, илсе каяс темен, ӑна Геф ҫыннин Аведдарӑн ҫурчӗ еннелле ҫавӑрнӑ.
14
Турӑ саккунӗн арчи Аведдар ҫуртӗнче виҫӗ уйӑх пулнӑ, Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Аведдар килне тата унӑн мӗн пуррине йӑлтах пилленӗ.
← Chapter 12
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 14 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29