bible
ra
🌐 Language
English
Español
Français
Deutsch
Português
Italiano
Nederlands
Русский
中文
日本語
한국어
العربية
Türkçe
Tiếng Việt
ไทย
Indonesia
All Languages
Home
/
Chuvash
/
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
/
1 Chronicles 6
1 Chronicles 6
Chuvash (CHB) (БИБЛИ) 2009
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 7 →
1
Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
2
Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
3
Амрам ачисем: Аарон, Моисей тата Мариам. Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.
4
Елеазартан Финеес ҫуралнӑ, Финеесран Авишуй ҫуралнӑ;
5
Авишуйран Буккий ҫуралнӑ, Буккийрен Озия ҫуралнӑ;
6
Озияран Зерахия ҫуралнӑ, Зерахияран Мераиоф ҫуралнӑ;
7
Мераиофран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ;
8
Ахитувран Садок ҫуралнӑ, Садокран Ахимаас ҫуралнӑ;
9
Ахимаасран Азария ҫуралнӑ, Азарияран Иоанан ҫуралнӑ;
10
Иоананран Азария ҫуралнӑ, — ку вӑл Соломон Иерусалимра туса лартнӑ Турӑ Ҫуртӗнче священник пулнӑскер.
11
Азарияран Амария ҫуралнӑ, Амарияран Ахитув ҫуралнӑ;
12
Ахитувран Садок ҫуралнӑ; Садокран Селлум ҫуралнӑ;
13
Селлумран Хелкия ҫуралнӑ, Хелкияран Азария ҫуралнӑ;
14
Азарияран Сераия ҫуралнӑ, Сераияран Иоседек ҫуралнӑ;
15
Ҫӳлхуҫа иудейсене тата Иерусалим ҫыннисене Навуходоносор аллипе урӑх ҫӗре куҫарнӑ чухне ҫак Иоседека тыткӑна илсе кайнӑ.
16
Ҫапла ӗнтӗ Левий ывӑлӗсем: Гирсон, Кааф тата Мерари.
17
Акӑ Гирсон ывӑлӗсен ячӗсем: Ливни тата Шимей.
18
Кааф ывӑлӗсем: Амрам, Ицгар, Хеврон тата Узиил.
19
Мерари ывӑлӗсем: Махли тата Муши. Акӑ Левий ӑрӑвӗсен тӑхӑмӗсем.
20
Гирсон тӑхӑмӗсем: унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Иахав; унӑн ывӑлӗ Зимма;
21
унӑн ывӑлӗ Иоах; унӑн ывӑлӗ Иддо; унӑн ывӑлӗ Зерах; унӑн ывӑлӗ Иеафрай.
22
Кааф ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Аминадав; унӑн ывӑлӗ Корей; унӑн ывӑлӗ Асир;
23
унӑн ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Евиасаф; унӑн ывӑлӗ Асир;
24
унӑн ывӑлӗ Тахаф; унӑн ывӑлӗ Уриил; унӑн ывӑлӗ Узия; унӑн ывӑлӗ Саул.
25
Елкана ывӑлӗсем: Амасай тата Ахимоф.
26
Ахимоф ывӑлӗ Елкана; унӑн ывӑлӗ Цофай; унӑн ывӑлӗ Нахаф;
27
унӑн ывӑлӗ Елиаф; унӑн ывӑлӗ Иерохам; унӑн ывӑлӗ Елкана; [унӑн ывӑлӗ Самуил].
28
Самуил ывӑлӗсем: малтанхи ывӑлӗ Иоиль, иккӗмӗшӗ — Авия.
29
Мерари ывӑлӗсем: Махли; унӑн ывӑлӗ Ливни; унӑн ывӑлӗ Шимей; унӑн ывӑлӗ Уза;
30
унӑн ывӑлӗ Шима; унӑн ывӑлӗ Хаггия; унӑн ывӑлӗ Асаия.
31
Саккун арчине Ҫӳлхуҫа Ҫуртне вырӑнаҫтарнӑ хыҫҫӑн Давид ҫак ҫынсене унти юрӑҫсен пуҫлӑхӗсем пулма лартнӑ.
32
Вӗсем Соломон Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗ туса лартичченех, юрӑҫсем пулса, пуху чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем хӑйсен йӗркипе туса тӑнӑ.
33
Акӑ вӗсем, ҫак ӗҫе хӑйсен ывӑлӗсемпе пӗрле туса тӑнӑ ҫынсем: Кааф ывӑлӗсенчен — Еман юрӑҫӑ, вӑл — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Самуил ывӑлӗ,
34
Самуил — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Елиил ывӑлӗ, Елиил — Тоах ывӑлӗ,
35
Тоах — Цуф ывӑлӗ, Цуф — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Махаф ывӑлӗ, Махаф — Амасай ывӑлӗ,
36
Амасай — Елкана ывӑлӗ, Елкана — Иоиль ывӑлӗ, Иоиль — Азария ывӑлӗ, Азария — Цефания ывӑлӗ,
37
Цефания — Тахаф ывӑлӗ, Тахаф — Асир ывӑлӗ, Асир — Авиасаф ывӑлӗ, Авиасаф — Корей ывӑлӗ,
38
Корей — Ицгар ывӑлӗ, Ицгар — Кааф ывӑлӗ, Кааф — Левий ывӑлӗ, Левий — Израиль ывӑлӗ;
39
Асаф вара Еман тӑванӗ пулнӑ, вӑл унран сылтӑм енче тӑнӑ, Асаф вӑл — Берехия ывӑлӗ, Берехия — Шима ывӑлӗ,
40
Шима — Михаил ывӑлӗ, Михаил — Ваасея ывӑлӗ, Ваасея — Малхия ывӑлӗ,
41
Малхия — Ефний ывӑлӗ, Ефний — Зерах ывӑлӗ, Зерах — Адаия ывӑлӗ,
42
Адаия — Ефан ывӑлӗ, Ефан — Зимма ывӑлӗ, Зимма — Шимий ывӑлӗ,
43
Шимий — Иахаф ывӑлӗ, Иахаф — Гирсон ывӑлӗ, Гирсон — Левий ывӑлӗ.
44
Мерари ывӑлӗсем — Еманпа Асаф тӑванӗсем — юрланӑ чухне Еманран сулахай енче тӑнӑ: Ефан вӑл — Киший ывӑлӗ, Киший — Авдий ывӑлӗ, Авдий — Маллух ывӑлӗ,
45
Маллух — Хашавия ывӑлӗ, Хашавия — Амасия ывӑлӗ, Амасия — Хелкия ывӑлӗ,
46
Хелкия — Амций ывӑлӗ, Амций — Ваний ывӑлӗ, Ваний — Шемер ывӑлӗ,
47
Шемер — Махлий ывӑлӗ, Махлий — Муший ывӑлӗ, Муший — Мерари ывӑлӗ, Мерари — Левий ывӑлӗ.
48
Вӗсемпе тӑванлӑ левитсем Турӑ Ҫуртӗнче тӗрлӗ ӗҫсем туса тӑнӑ.
49
Ааронпа унӑн ывӑлӗсем вара парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем кӳрсе тӑнӑ, тӗтӗрмелли парне вырӑнӗ ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ; вӗсем Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗмри таса ӗҫсене тунӑ тата, Турӑ чури Моисей вӗрентсе хӑварнӑ пек, Израиль халӑхне ҫылӑхӗсенчен тасатса, уншӑн кӗлтуса, парне кӳрсе тӑнӑ.
50
Акӑ Аарон ывӑлӗсем: унӑн ывӑлӗ Елеазар; Елеазар ывӑлӗ Финеес; Финеес ывӑлӗ Авиуд;
51
Авиуд ывӑлӗ Буккий; Буккий ывӑлӗ Уззий; Уззий ывӑлӗ Зерахия;
52
Зерахия ывӑлӗ Мераиоф; Мераиоф ывӑлӗ Амария; Амария ывӑлӗ Ахитув;
53
Ахитув ывӑлӗ Садок; Садок ывӑлӗ Ахимаас.
54
Акӑ Кааф ӑрӑвӗнчен тухнӑ Аарон ывӑлӗсем пурӑнакан ял-хула: пӗрремӗш шӑпа Кааф ӑрӑвне тухнӑ,
55
вӗсене Иуда ҫӗрӗнчи Хеврон хулине тата ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;
56
ҫак хула хирӗсене тата ялӗсене вара Халева, Иефонния ывӑлне, панӑ.
57
Аарон ывӑлӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Хевронпа Ливнӑна тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире, Иаттир хулипе Ештемоа хулине тата вӗсен таврашӗнчи уй-хире,
58
Хилен хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Давир хулипе ун таврашӗнчи уй-хире,
59
Ашан хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Вефсамис хулипе ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;
60
Вениамин йӑхӗ вара вӗсене Гева хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Аллемеф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, Анафоф хулипе ун таврашӗнчи уй-хире, — пӗтӗмпе Кааф ӑрӑвне вунвиҫӗ хула панӑ.
61
Кааф ывӑлӗсене ҫак йӑхӑн ытти кил-йышне, шӑпа тӑрӑх, Манассия ҫур йӑхӗн пайӗнчен вунӑ хула панӑ.
62
Гирсон ывӑлӗсене, вӗсен ӑрӑвӗсене Иссахар йӑхӗнчен, Асир йӑхӗнчен, Неффалим йӑхӗнчен тата Васанри Манассия йӑхӗнчен вунвиҫӗ хула панӑ.
63
Мерари ывӑлӗсене, ӑрӑвӗсем тӑрӑх шӑпа ярса, Рувим йӑхӗнчен, Гад йӑхӗнчен тата Завулон йӑхӗнчен вуникӗ хула панӑ.
64
Израиль ывӑлӗсем левитсене хуласемпе вӗсен таврашӗнчи уй-хире ҫапла парса тухнӑ.
65
Вӗсене Иуда ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Симеон ывӑлӗсен йӑхӗнчен те, Вениамин ывӑлӗсен йӑхӗнчен те хуласем панӑ, хӑш хулана хӑш левит кил-йышне памаллине шӑпа ярса татса панӑ.
66
Кааф ывӑлӗсен хӑш-пӗр ӑрӑвӗсене Ефрем йӑхӗнчен хуласем панӑ.
67
Вӗсене тата хӳтлӗх хуласем панӑ: Ефрем тӑвӗ ҫинчи Сихемпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гезерпа ун таврашӗнчи уй-хире,
68
Иокмеампа ун таврашӗнчи уй-хире, Беф-Оронпа ун таврашӗнчи уй-хире,
69
Аиалонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Гаф-Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире;
70
Манассиян ҫур йӑхӗнчен — Анерпа ун таврашӗнчи уй-хире, Билеампа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ. Ку вӑл Каафӑн ытти ывӑлӗсен кил-йышне пани пулать.
71
Гирсон ывӑлӗсене Манассия ҫур йӑхӗн ӑрӑвӗсенчен Васанри Голанпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Аштарофпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
72
Иссахар йӑхӗнчен — Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Даврафпа ун таврашӗнчи уй-хире,
73
Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Анемпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;
74
Асир йӑхӗнчен — Машалпа ун таврашӗнчи уй-хире, Авдонпа ун таврашӗнчи уй-хире,
75
Хукокпа ун таврашӗнчи уй-хире, Реховпа ун таврашӗнчи уй-хире;
76
Неффалим йӑхӗнчен — Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи уй-хире, Хаммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Кириафаимпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
77
Мерарин ытти ывӑлӗсене Завулон йӑхӗнчен Риммонпа ун таврашӗнчи уй-хире, Фаворпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
78
Иордан леш енче, Иерихонпа тӗлме-тӗл, Иорданран тухӑҫ еннелле, Рувим йӑхӗнчен пушхирти Восорпа ун таврашӗнчи уй-хире, Иаацӑпа ун таврашӗнчи уй-хире,
79
Кедемофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Мефаафпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ;
80
Гад йӑхӗнчен — Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи уй-хире, Маханаимпа ун таврашӗнчи уй-хире,
81
Есевонпа ун таврашӗнчи уй-хире тата Иазерпа ун таврашӗнчи уй-хире панӑ.
← Chapter 5
Jump to:
Chapter 1
Chapter 2
Chapter 3
Chapter 4
Chapter 5
Chapter 6
Chapter 7
Chapter 8
Chapter 9
Chapter 10
Chapter 11
Chapter 12
Chapter 13
Chapter 14
Chapter 15
Chapter 16
Chapter 17
Chapter 18
Chapter 19
Chapter 20
Chapter 21
Chapter 22
Chapter 23
Chapter 24
Chapter 25
Chapter 26
Chapter 27
Chapter 28
Chapter 29
Chapter 7 →
All chapters:
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29